Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫавра сӗтелте наци конгресӗн ҫитес аслӑ пухӑвне сутсе яврӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 04.10.2013 18:16 | 2996 хут пӑхнӑ

Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян, юпан 4-мӗшӗнче, ЧНК ҫитес аслӑ пухӑвне сӳтсе яврӗҫ. Ҫавӑн пекех 2010 ҫулхи ҫырав пӗтӗмлетӗвне те тишкерчӗҫ, чӑвашлӑха упрамалли мелсене палӑртса хӑварчӗҫ.

Ҫавра сӗтеле Тимӗр Тяпкин ертсе пычӗ. Тухса калаҫакансем шутӗнче Виталий Станьял, Николай Егоров, Фёдор Мадуров, Константин Портнов, Николай Максимов, Николай Лукианов тата ыттисем пулчӗҫ.

Чи малтанхи ыйтура 2010 ҫулхи ҫырав пӗтӗмлетӗвӗ пулчӗ. Халӑх йышӗ епле улшӑнни ҫинчен Николай Иванович Егоров каласа пачӗ. Вӑл 20 ҫул хушшинче чӑвашсен йышӗ ҫур миллион таран чакса ларнине асӑнчӗ, лару-тӑру улшӑнмасан тепӗр 20 ҫултан тата ҫавӑн чухлӗ ҫухатас хӑрушлӑх тӑни пирки те пӗлтерчӗ. Республикӑра чӑвашсем ҫурри ытла пулин те хальхи вӑхӑтра чӑвашла йӗркеллӗ калаҫакансене тупма йывӑрлансах пыни те пур иккен. Деэтнизаци (чӑв. халӑхран писсе пыни) те пирӗн халӑха хавшантарать — эпир чӑваш пулма пӑрахатпӑр имӗш. Лару-тӑру уйрӑмах ача-пӑча шайӗнче йывӑр — хулара ҫеҫ мар, ялта та ачана чӑвашла калаҫса ӳстерме йывӑр. Ашшӗ-амӑшӗ те аслашшӗ асламӑшӗ те питӗ ӗҫлӗ пулнипе ачасем мӗн пӗчӗкрен телевизор кутӗнче вырӑсла мультфильсем кураҫҫӗ. Ача пахчисенче воспитани ӗҫӗ вырӑсла пулни шӑпӑрлансене тӑван чӗлхене ӑса хывма, юратса ӳсме майсем туса памасть. Шел те, ача пахчисенче чӑвашла воспитани пама хальхи вӑхӑтччен те программӑсем хатӗрлемен. Ҫук вӗсем. Николай Иванович хӑйӗн сӑмахӗнче ҫак пулӑма та асӑнчӗ — енчен те пӗр 20–30 ҫул каялла хула ачисене чӑвашла вӗрентес тесе яла яни пулӑшатчӗ пулсан, хальхи вӑхӑтра вара ҫав ачасем хӑйсем ялтисене вырӑсла вӗрентеҫҫӗ. Чӗлхепе усӑ курмалли майсем ҫителӗксӗр пулни те тӑван чӗлхене вӑйла такӑнтарать. Виталий Петрович тепӗр сӑнланакан пулӑма пӗлтерчӗ — ҫамрӑк ӑру аслисенчен ют пулнине, аслисене хисеплеме пӑрахнине. Тӑван чӗлхерен писни те йӑлт ҫакӑнтан килет имӗш.

Фёдор Иванович Мадуров хӑйӗн сӑмахӗнче чӑваш чӗлхине йӑла-йӗркене тытса пынипе вӗрентме сӗнчӗ. «Кашни ял ҫумӗнче киреметсем пур, мӗншӗн вӑратмастпӑр? Чиркӳ хӑй политикине тӑвать пулсан пирӗн хамӑрӑн та тумалла», — пӗлтерчӗ вӑл.

Николай Иванович патшалӑх политики пирки те сӑмах хушрӗ. Ҫӗршывсене халӑхсене хӳтӗлеме тунӑ пулсан пирӗн патшалӑх ӑсчах шухӑшӗпе, шел пулин те, тӳре-шарасене ҫеҫ упрать. «Патшалӑх хӑй халӑхӗ ҫине пӑхма пуҫласан ҫеҫ унӑн малашлӑхӗ пур», — тесе палӑртрӗ Николай Егоров. — «Патшалахӑн наци политики пулмалла. Патшалӑх ун пирки шухӑшламӗ, ҫавӑнпа та ку ӗҫе ЧНК тумалла — тӳре-шарана хистесе тӑмалла». Ҫитес аслӑ пухура Николай Иванович ЧНК статусне палӑртма тата унан стратегипе тактикине хатӗрлесе ҫитерме сӗнчӗ. Чи малтанах унӑн шухӑшӗпе республикӑра наци политикин министерствине йӗркелемелле — кӳршӗри халӑхсен пурин те тенӗ пекех вӑл пур, пирӗн вара ҫук, пулман та.

Николай Иванович патшалӑх чӗлхи ҫинчен те хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ: вӑл пӗрре кӑна пулмалла, вырӑс чӗлхи вара халӑхсем хушшинче хутшӑнмалли чӗлхе шайӗнче юлмалла.

Малалла Чӑваш наци конгресӗн ӗҫӗ-хӗлне тата ҫитес Аслӑ пухӑва сӳтсе яврӗҫ. Виталий Петрович Станьял Чӑваш наци конгресӗн малтанхи ҫулӗсене аса илчӗ, вӑл хӑйӗн ӗҫне лайӑх пуҫланине палӑртрӗ. Кайран ҫеҫ, Атнер Петровичпа Николай Васильевич Фёдоров пӗр-пӗринпе сӑмах тупайманнине пула унӑн ӗҫӗ чӑхӑмлана пуҫланӑ, хальхи вӑхӑтра вара пач та чӑранса ларнӑ теме пулать. Конгресӑн хӑйӗн ӗҫне улӑштарма вӑхӑт ҫитни пирки каларӗ Виталий Станьял — ак, аслӑ пуху умӗн виҫӗ эрне ҫеҫ юлнӑ пулин те, ни кун йӗркине халӗ те палӑртман, ни депутатсен йышне те халӑх патне ҫитермен. Ку вӑхӑталла резолюцисен проекчӗсем те хатӗр пулмалла — анчах вӗсем те ҫук. Таврапӗлӳҫӗсен обществин хисеплӗ председателӗ ҫавӑн пекех ҫӗнӗ уставӑн проекчӗ кирлине палӑртрӗ — хальхи нимӗнле енпе те тивӗҫтерме пултараймасть имӗш.

Виталий Петрович Станьял ҫавӑн пекех Патшалӑх Канашӗпе тачӑрах ӗҫлеме сӗнчӗ. Вӗсем наци конгресне пымаҫҫӗ пулсан, конгресӑн хӑйӗн каймалла. Укҫа енчен те ЧНК пӑхӑнман организаци пулмалла. Хальхи вӑхӑтри лару-тӑру, конгресӑн хысни патшалӑх шучӗпе тулса пынӑран тӳре-шара майлӑ «ташлама» хистет имӗш.

Ҫак ҫавра сӗтелти сӗнӳсене пухса патшалӑх канашне кайма сӗнчӗ Виталий Петрович. «Юхакан шыва чарма ҫук. Кунта чараҫҫӗ пулсан тепӗр енче татса тухӑпӑр», — вӗҫлерӗ хӑй шухӑшне Виталий Петрович. Ҫирӗпрех пулмалли пирки Николай Максимов ҫыравҫӑ та пӗлтерчӗ. Вӑйсӑр ҫынна никам та хисеплеменни пирки вӑл каларӗ. Пӗрле канашласа Патшалӑх Канашне тӑватӑ ҫынна яма йышӑнчӗҫ — Виталий Станьяла, Николай Егорова, Фёдор Мадурова, Николай Максимова.

Малалла Чӑваш наци конгресӗн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки Константин Портновӑн каласа памалла пулчӗ. ЧНК ӗҫне вӑл хурласах каймарӗ, йышӑнусене иккӗн-виҫҫӗн пухӑнса туманни пирки ӗнентерчӗ. Депутатсем пулма чарнине те хирӗҫлерӗ — чӑвашлӑхшӑн ӗҫлекен пур ҫын та тивӗҫлӗ пулнине каларӗ. Аслӑ пухура депутатсен йышӗ 322 ҫынпа танлашать имӗш. Мандадсен комиссине те вӑл хӑйех шалу илмесӗр ертсе пырать иккен. Чару ҫук имӗш — организацисенче лару протоколӗсене ярса памалла ҫеҫ имӗш. Сӑмах май, вырантах ӑна «Хавал» пӗрлешӳ хӑйӗн хутне тыттарчӗ.

Ҫавра сӗтел вӗҫленес умӗн Николай Егорович Лукианов сӑмах илчӗ. Вӑл кӗскен уҫӑ ҫырури тэзиссене пӗлтерчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ЧНК институтне сӳнесрен сыхласа хӑвармалли пирки каларӗ — лару-тӑру улшӑнмасан ҫитес аслӑ пуху юлашки пулма пултарассин хӑрушлӑхӗ тӑрать имӗш. Хастарсен пассионарлӑхӗ ҫак съезд умӗн пиҫсе ҫитнине шута илсе ҫак юхӑма сӳнме памалла мар терӗ.

Сӗнӳсем те пулчӗҫ Николай Егоровичӑн: 8-мӗш аслӑ пухӑва тивӗҫлӗ шайра ирттерес шухӑшпа эрне маларах 300–400 ҫынлӑх умпуху ирттерни аван пулнине пӗлтерчӗ. Унта вара паянхи ҫавра сӗтеле пухнӑ чи хисеплӗ ҫынсене кӑна мар, пурне те пуҫтарма сӗнчӗ — ҫав шутра тулай чӑвашсене те. Официаллӑ пухура ҫав-ҫавах 4 сехет хушшинче ыйтусене кирлӗ шайра татса пама май пулмӗ, ку умпуху вара шӑп та шай ҫавӑн валли кирлӗ пулӗ терӗ. Тухса калаҫакансене малтан палӑртма — проблемӑллӑ докладсене ҫеҫ суйлама (унччен тезиссене ярса памалла) — сӗнчӗ. Ку шухӑша пурте ырларӗҫ (умпуху хӑҫан тата ӑҫта пулнине ун валли пӳлӗм тупнӑ хыҫҫӑн палӑртма май пулӗ).

Ҫавра сӗтеле хутшӑнакансем аслӑ пуху резолюцинн проектне хатӗрлесе хума йышӑнчӗҫ — наци конгресӗн ӗҫченӗсем ҫырма мехел ҫитереймеҫҫӗ пулсан вӗсем те пулин тусан аван пулмалла. Кашни пайпа ятарлӑ ҫынсене суйларӗҫ. Пӗр спорт валли ҫеҫ ҫак ҫавра сӗтелте тивӗҫлӗ ҫын тупӑнаймарӗ.

Сӑнсем (30)

#ЧНК, #пухусем, #ҫавра сӗтелсем, #вулавӑшсем, #Чӑваш наци вулавӑшӗ

 

Комментари:

Agabazar // 4800.2.4167
2013.10.05 15:21
Agabazar
Нимĕнле конгениальни те çук унта. Чăвашла калаçакансем патне вырăсла сăмахпа пырса кĕчĕ те —çак вара конгениально пулать имĕш.
Agabazar // 4800.2.4167
2013.10.05 15:26
Agabazar
Time:"Акапасар,кунта пĕрре каланăччĕ сана валли :"Кто платит деньги тот танцует дэвушку"-тесе" "Эхо Москвы" пирки каланине тепре илсе кăтартмалла-им тата? http://ru.wikipedia.org/wiki/Эхо_Москвы
Agabazar // 4800.2.4167
2013.10.05 15:29
Agabazar
Тӳрлетӳ: Timer... "Эхо Москвы": ЗАО: акцисен 66% проценчĕ патшалăхăн.
Agabazar // 4800.2.4167
2013.10.05 15:32
Agabazar
Серте Унтрине: Калăр-ха, мĕн тумалла ЧНКн. Калăпăр, "личнă" сире валли? Тата — мĕн тумалла мар (ку та пысăк пĕлтерĕшлĕ).
Атнер // 3913.58.4645
2013.10.05 16:59
А мĕн тума пултарать вообще паянхи ЧНК çын валли?Пирĕн ялта никам та пĕлмеç те ун пирки.
Agabazar // 6649.3.0226
2013.10.05 19:23
Agabazar
Вопшĕм-типшĕм, кунта малалла сăмахланин тахçанах усси çук. Мĕншĕн тесен пĕр страница кăна. Ытлашшийĕ карççнккана вирхĕнсе пырать. Эппин клаçăва вĕçлеме вăхăт. Ытти пирки — урăх çĕрте сăмахлас.
Айдар // 2589.55.0739
2013.10.05 21:30
"Спорт валли резолюцин проектне сьырма сьын тупонмаре..." (Текстра) Сьавон пек ансар тавракурамло сьынсем хале ЧНК тавралла йевкешессье...Тенчери Спорт №1-футбол воййи.Пирен республикана та сьавон пек ансат тонло сьынсем ертсе пынипе--пирен футбол воййи те кюршесенчен намоссорлон кая юлно. ПФЛ тата команда сьук...Намос,намос татах та намос сиреншень човаш халохне!!!
Agabazar // 6649.3.0226
2013.10.05 22:02
Agabazar
AgabazarВопшĕм-типшĕм, кунта малалла сăмахланин тахçанах усси çук. Мĕншĕн тесен пĕр страница кăна. Ытлашшийĕ карçынккана вирхĕнсе пырать. Эппин клаçăва вĕçлеме вăхăт. Ытти пирки — урăх çĕрте сăмахлас.

Айдар // 3029.03.7551
2013.10.06 12:14
Ытти пирки-урох сьерте сомахлас"...Осьта ши унон выроне? Власьпа ЧНК тахсьанах халохран уйролса кайно.Весем хойне евер "мока пусьлисене" хойсень тавра пусьтарно та,моянран нимер песьерессье...Агабазар та весень хушшинче пуле-ха.Интернетри ирекле блхар-човаш ушконсенче унон сассине ильтмень...
Agabazar // 3756.56.0549
2013.10.06 12:35
Agabazar
<b>Айдар, курмасăр-им мĕн çырни карçынккана вирхĕнсе пынине??? Кун пек чухне "канашланин" мĕн усси?</b>

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем