![]() Атӑл шывӗ хальхи вӑхӑтра («На связи» канашлури сӑн) Ах, ҫав ҫуркунне... Сиссе те юлаймарӑмӑр, ҫу кунӗсем кӗске вӑхӑт хушшинче тавранна ҫӗнӗ сӑн кӗртрӗҫ. Тӳпере хӗвел шӗвли вылять, тавралӑха хӑйӗн ӑшшине сарать, кӗҫӗх юр та ирӗлсе пӗтӗ. Сӑртсем тӑрӑх шыв юххисем васкаса юхаҫҫӗ. Шӑнкӑрчсен чӗвӗл-чӗвӗл юрри чуна савӑнтарать. Ҫуркунне хӑйӗн «пӗркенчӗкне» тӑван Республикӑна та илсе ҫитернӗ. Вӑраха юлнӑ хӗл кунӗсем чакма тытӑнни кунран-кун сисӗнсе тӑраҫҫӗ. Шупашкар хулинче юр лаптӑкӑн-лаптӑкӑн ҫеҫ юлнӑ. Унсӑр пуҫне тата Шупашкар хулинче пурнӑнакансем пӗлтернӗ тӑрӑх паян, акан 17-мӗшӗнче юханшыв порчӗпе урамурлӑ Атӑл шывӗнче пӑр тапрӑннӑ пулнӑ-мӗн. Анчах та юханшыва ятарлӑ тӗпчекенсен шухӑшӗпе Атӑлти пӑр, кӑҫалхи хӗлпе-ҫу, тен, чӗретле «ӑмӑртнине пула», пӑр тапранӑвне кӗтсе ҫитермесӗрех самаях ирелсе ҫӳхелнӗ. Апла пулин те юханшыв пӑртан пушшех «тасалса» ҫитмен-ха. Юханшыври малалли улшӑнусене Шупашкар эксперчӗсем те, хула ҫыннисем те чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗнӗ Лапсар Тӑван тавралӑха упрамалли ҫулталӑк пынӑ май Шупашкарти Ленин районӗнче хытӑ каяша пуҫтармалли контейнерсене ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫак кунсенче, сӑмахран, Ҫӗнӗ Лапсарта евроконтейнерсем вырнаҫтарса тухрӗҫ. Киввисем вырӑнне ӗнтӗ — лешсем, евро стандартпа туманран тимӗртен хатӗрленӗскерсем, пӗрре йывӑр, тепре тутӑхаҫҫӗ. Кусене вара сӑрламасӑр та юрать — вӗсене ара питӗ чӑтӑмлӑ пластикран тунӑ-ҫке. Унсӑрӑр пуҫне вӗсен хупӑлчи те пур, тата ҫума та ҫамӑл. Ҫӗнӗ контейнерсене нумай хваттерлӗ 20 ҫурт умне вырнаҫтарнӑ. Пурӗ 31 штук вӗсем. Ку ҫеҫ те мар, малашне кунти каяша туртаракан организаци те улшӑнӗ — ку ӗҫе «Спецавтохозяйство» АУО тӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Фотокуравран Паян, акан 17-мӗшӗнче, Совет пушар хуралӗн кунӗнче, «Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем — чӑн паттӑрсем» ятпа Чӑваш Республикин тӗп хулинчи Ҫар мухтавӗн музейӗнче сӑнсен куравӗ уҫӑлчӗ. Куравра тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсем ҫинчен фотодокументаллӑ материалсене курма пулать. Фотокуравра асӑннӑ ҫынсен паттӑрлӑхӗ вӑрҫӑ хирӗнче кӑна мар, мирлӗ пурнӑҫра та палӑрнӑ. Вӗсен шутне чӑн мухтава тивӗҫ ҫак ветеран ячӗсене асӑнма пулать: Василий Белов, Николай Марков, Аркадий Петров, Александр Щетинин, Петр Сафронов, Виталий Сорокин. Тивӗҫле канӑва тухсан та ҫак ҫынсем обществӑллӑ пурнӑҫа хастар хутшӑнаҫҫӗ. Паянхи кунта вӗсен чӗрисенче вӗри юн тапса тӑрать, инкек-синкек сиксе тухсан халех ним иккеленмесӗр ҫӑлӑнӑҫ кӳме тухса кайӗҫ. Унсӑр пуҫне куравпа паллашакансем пушар хуралӗн паянхи ӗҫ-хӗлӗн материалсене те курма пултараҫҫӗ. Фотокурав акан 17-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӑвӑн 6-мӗшӗччен тӑсӑлать. Утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа вара Чӑваш Енӗн ытти районӗсенче унпа паллашма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пирӗн чӑваш эстради вырӑс эстрадинчен нимпе те кая мар. Хӑйсен юрӑ шӑрантарӑвӗпе, тумӗ-юмӗпе эстрада ҫӑлтӑрӗсем ним мар куракансене тыткӑнлама пултараҫҫӗ. Чӑваш эстради ҫулсерен аммаланса, тӗрӗкленсе пырать. Чуна хумхантаркан хитре сасӑллӑ юрӑҫсем йышланни те хавхалантарать. Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсене пӗр-пӗр концерт хутшӑнӑвӗнче ҫеҫ мар, малашне ятарласа Ю-ТV ӳкернӗ «Пӗрле пулар-и?» шоу-программӑра та курма пулать. Ҫӗнӗ программа раҫҫей телевиденийӗнче «Россия 2» канал кӑтартакан «Субботний вечер» кӑларӑма ҫывӑх. «Пӗрле пулар-и?» шоу-программӑн пӗрремӗш кӑларӑмне авӑнӑн 15-мӗшӗнче «Центральный» ресторанта ӳкернӗ. Асӑннӑ шоу-программӑна ертсе пыраканӗсем — Данила Ленскийпа Алина Выйгетова. Кӑларӑма ҫак эстрада ҫӑлтӑрӗсем хутшӑннӑ: Ирина Музыкантова, Андрей Шадриков, Петр Ермолаев, Лариса Федорова, Вера Николаева, Аня Ефремова, Диана Павлова, «Хавас» ушкӑн, ЧР тава-тивӗҫлӗ артисчӗ, шоумен — Виктор Петров тата ыт. те. Кӑларӑм программинче — эстрада ҫӑлтӑрсемпе паллаштарни, юрӑ шӑрантарӑвӗ, шӳтлӗ сӑмах-ҫаврӑнӑш, ташӑсем. «Пӗрле пулар-и?» шоу-программӑна курас текенсем ҫитес эрнесенче Ю-ТV каналпа курма пултараҫҫӗ. |
![]() Ӳнер ӑсталӑхӗпе те паллаштарӗҫ Соколов, Курочкин, Птенцов, Петухов, Синицин... Халӑхра кӑсӑклӑ, «ҫунатлӑ» хушаматсем сахал мар ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑн йышши хушаматлисем кайӑксене юратасси, кӑмӑласси ҫинчен иккеленме те май ҫук. Акан 20-мӗшӗнче вара Чӑваш наци музейӗ ҫунатлӑ туссене юратакансене хӑйсем патне вӑйӑ картине чӗнет. Вӑйӑ ертӳҫисем ачасемпе пӗр танах аслисене те хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. Вӗҫен кайӑклӑ хушаматлисене «кайӑксен пасарӗ» вӑйӑ картине тӳллевсӗр кӗртӗҫ. Ку мероприятие акан 1-мӗшӗнче уявланакан кайӑксен кунне халаланӑ. Вӑйӑ программинче: «чӗрӗ турткӑшпа паллашни», «вӗҫен кайӑк дискотеки», «кайӑксен сас-чӗвви», тӗрлӗрен мастер-классем, спорт ӑмӑртӑвӗсем тата ытти те. Вӑййа хутшӑнас кӑмӑл тӑвакансене Чӑваш наци музейӗ 12 сехетре кӗтет. Хакӗ пысӑках мар, ачасемшӗ 100 тӗнкӗ кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Ирӗклӗ Сӑмах» интернет-хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Рунетри чи анлӑ усӑ куракан «Вконтакте» пысӑк обществӑллӑ тетел акӑлчанла, китайла, вырӑсла (тата ытти чӗлхесемпе) кӑна мар, халӗ чӑвашла та «калаҫать» иккен. Куҫаракан ушкӑнӗ — чӑвашсен обществӑлла пӗрлешӗвӗ «Хавал». Тӗнчипе анлӑ сарӑлнӑ тетеле чӑвашла куҫарас ӗҫ темиҫе ҫул тӑсӑлнӑ. Ҫак ӗҫпе самай тӑрмашакан «Хавал» йӗркеленӗвӗн ӗҫӗ-хӗлне курас тесен «Вконтакте» тетелте регионаллӑ ӗнерлевсенче «чӑвашла» пункта суйласа лартмалла. Паянхи куна «Вконтакте» (е чӑвашла «КонтактРа») чӑвашла версийӗ халӑхра анлӑ усӑ курӑнмаҫ-ха. Халӑх тетелӗн чӑвашла версийӗпе паллашма ӗлкӗрнисем хушшинче «КонтактРи» куҫару ҫитменлӗхӗсемпе кӑлтӑкӗсене асӑрхакансем те тупӑннӑ-мӗн. Куҫару канашлӑвӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тетеле ҫитес вӑхӑтсенче ҫӗнӗ улшӑнусем кӗтме пултараҫҫӗ. Ыйтупа, канаш парас кӑмӑл тӑвакансене ҫак группӑра ҫырма ыйтаҫҫӗ: VK.com Cӑvašla. Куҫару канашлӑвӗ. Ҫакна тата паллӑртса хӑварас пулать: «Вконтакте» халӑх тетелне паянхи куна чӑваш чӗлхисӗр пуҫне тутарла, ҫармӑсла, удмуртла тата ытти Раҫҫей халӑх чӗлхисене куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Александр Айдаров Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Эстонире Tallinn Music Week (чӑв. Таллинри юрӑ-кӗвӗ эрни) фестиваль иртнӗ, унта 200 ытла юрӑ ушкӑнӗ хутшӑннӑ. Вӗсен шутӗнче чӑвашла поп-рок юрлакан Александр Айдаров на пулнӑ. «Звуки.ру» портал чи кӑсӑклӑ 9 ушкӑна суйланӑ май Александр юррисене те кӗртнӗ. Александр Айдаров Эстонире ҫуралса ӳснӗ чӑваш. 10 ҫул вӑл вырӑсла рок кӗрлеттернӗ, каярах вара, тӑван кӗвӗ тыткӑнне лекнӗ хыҫҫӑн, чӑвашла рок юрлама пуҫланӑ. Чӑваш халӑх кӗввисемпе чӑваш поэчӗсен сӑввисене кӑмӑллать. Taraj ушкӑн ертӳҫи вӑл, ҫавӑн пекех Palan фолк-ушкӑнӑн ӗҫне те хутшӑнать. Александр час-часах Шупашкара та килсе каять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ, Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Хыпар» хаҫачӗ, Чӑваш наци радиовӗ пӗрле чӑвашла ҫырма пӗлнине тӗрӗслес тӗллевпе пӗрремӗш хут «Пӗтӗм чӑвашсен пӗрлӗхлӗ диктанчӗ» акци ирттереҫҫӗ. Вӑл 2013 ҫулхи акан 24-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан мӗн пур хулапа ялта иртет. Диктант И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче 13.00 сехетре пуҫланать. Хӑйсем пурӑнакан вырӑнтах ҫырма кӑмӑл тӑвакансем валли диктант текстне ҫав вӑхӑтрах Чӑваш наци радиовӗпе вулаҫҫӗ. Компьютерпа ҫырнӑ е алӑпа ҫырнӑ текста сканерпа кӑларса диктанта вуласа пӗтернӗ хыҫҫӑн 10-15 минут хушшинче ҫак адреспа ярса памалла: chuv-total-dict@mail.ru. Диктант ҫырас умӗн орфографи тата пунктуаци правилисене аса илес текенсем валли «Тӗрӗс ҫырма вӗренер» занятисем иртеҫҫӗ: ◇ акан 20-мӗшӗнче 11. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑвашлӑх туйӑмне яланах хӗмлентерсе тӑракан, наци кӑвайтне сӳнме паман И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫӗ-хӗлӗ чӑваш наци аталанӑвӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать. Факультетӑн сумлӑ ӗҫченӗсем чӑваш ҫамрӑкӗсенче наци туйӑмне чӗртсе тӑван чӗлхене, культурӑна хисеплеме вӗрентеҫҫӗ, наци культурипе ҫыхӑннӑ мероприятисене студентсене яланах хутшӑнтарма тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ яланах ырӑ енчен палӑрнӑ. Мӗнпур факультетри, университетри, республикӑра иртекен мероприятисене студентсем яланах активлӑ хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗренӳсӗр пуҫне май килнӗ таран наци радиовӗн пӗр-пӗр кӑларӑмӗнче калаҫма, чӑваш хаҫат-журналсемпе тачӑ ҫыхӑну тытма, юрӑ-ташӑ кружоксене ҫӳреме тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш чысне студентсем пӗчӗк мероприятисенче кӑна мар, республика тулашӗнче иртекен конкурссенче те ӑнӑҫлӑ хӳтелеҫҫӗ. Факультетри 1-мӗш курс студӗнчесен ӗҫӗ-хӗлӗ самаях савӑнтарать. Вӗсен куратор-ертӳҫи Анна Семеновна Егорова доцент хӑйӗн студенчӗсене тӗрлӗрен сумлӑ ӗҫсене явӑҫтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Акан 18-мӗшӗнче Чӑваш халӑх сайчӗпе «Хавал» пӗрлешӳ Чӑвашла терминсем ӑсталама хатӗрленӗ сайтӑн хӑтлавне ирттереҫҫӗ! Эпир чӑваш чӗлхипе тачӑ ӗҫлекен пур ҫынна та йыхравлатпӑр — ӑсчахсене, студентсене, хаҫатҫӑсене тата терминологипе кӑсӑкланакан ыттисене те. Хӑтлав гуманитари институчӗн Ӑслӑлах канашӗн пӳлӗмӗнче иртӗ. Ҫак кун маларах ҫав пӳлӗмрех Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа тӑй те «Чӑваш халӑхӗпе чӗлхемӗре упраса хӑварас тесен мӗн тумалла?» ятлӑ ҫавра сӗтел ирттерет. Вӑл 10 сехетре пуҫланӗ, вӗҫленсен пирӗн хӑтлав иртӗ. Ҫавра сӗтелте ҫак ыйтусене сӳтсе явӗҫ: чӑваш тӗнчи тата паянхи лару-тӑру; чӑваш чӗлхипе культури аталанӑвӗн стратегийӗ; чӑваш чӗлхине документлас ӗҫ; хальхи хаҫат-журнал чӗлхи; чӑваш чӗлхипе анлӑрах усӑ курасси; чӑвашла терминсем тӑвас ӗҫ; электронлӑ кӑларӑмсем хатӗрлесси тата ытти те. Унсӑр пуҫне вӑл кунах, апата каяс умӗн, «Хавал» пӗрлешӳ тӑрӑшнипе тухнӑ «Пин те пӗр сӑмах» ӳкерчӗклӗ сӑмах кӗнекин хӑтлавӗ иртӗ — сирӗн ӑна туянма, унпа тӗплӗнрех паллашма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |