![]() Ҫак кунсенче ҪКХ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Шупашкар хулин администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров экономика аталанӑвӗпе финанс енӗпе ӗҫлекен хула администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Максим Семёнов «Шупашкарти троллейбус управленийӗ» МУПра пулчӗҫ. Вӗсем тин кӑна туяннӑ МТрЗ троллейбуссемпе паллашрӗҫ. Паянхи кун тӗлне Шупашкар хулине пурӗ 5 машин килнӗ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ маршрутсем ҫинче ӗҫлеҫҫӗ, пӗрине ҫула тухма хатӗрлеҫҫӗ. Тӗрӗслев сӑлтавӗ ҫак троллейбуссем кивӗ пулни пирки тухнӑ сас-хурапа ҫыхӑннӑ теме пулать. Троллейбус управленийӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх — вӗсем пурте ҫӗнӗ, халӑх суя сӑмах ҫеҫ сарать иккен. Пуҫлӑхсем те ҫӗнӗ машинсемпе кӑмӑллӑ юлчӗҫ. МТрЗ маркӑллӑ троллейбуссем нумай ҫынна вырнаҫтарма пултараҫҫӗ. Унта 23 лармалли вырӑн, пӗтӗмпе вара 111 ҫын таран кӗрсе тулайрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Николай Фёдоров Астӑватӑр пулӗ, пирӗн тӳре-шара ҫӳлтен «Президент» ятран хӑтӑлма ыйтсан республика ертӳҫин ятне питӗ хӑвӑрт «Пуҫлӑх» ҫине улӑштарчӗ. Ун чухнех асӑрхакансем пурччӗ — Президент ҫук имӗш, Шупашкарта вара Президент бульварӗ пур иккен. Хайхи ҫав сас-хура тӳре-шара патне те ҫитнӗ курӑнать. Нумай пулмасть ЛДПР партинчен сӗнӳ тухнӑ: ҫак урам ятне улӑштарасшӑн вӗсем, Николай Фёдоров ятне парасшӑн. Хӑйсен сӗнӗвне ЛДПР партин вырӑнти уйрӑмӗ ӗнер, раштавӑн 19-мӗшӗнче, Шупашкар мэрне Леонид Черкесова тата сити-менеджера Алексей Ладыкова ярса панӑ иккен. Хула администрацийӗ 30 кун хушшинче хуравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() «Хавал» обществӑлла пӗрлешӳ хатӗрленӗ «1000 те 1 сӑмах» кӗнеке сутлӑха тухнӑ. Шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем валли хатӗрленӗ илемлӗ кӗнеке чӑваш чӗлхине ҫӑмӑллӑн та кӑсӑкланса вӗренме пулӑшӗ. Кӑларакансем ӑна вӗренӳ кӗнеки пек мар, хушма пособи евӗр палӑртаҫҫӗ. «1000 те 1 сӑмаха» Александр (Аспарух) Блинов хатӗрленӗ. Редакторсен шутӗнче Геннадий Дегтярёвпа Эдуард Фомин чӗлхеҫӗсем. Ӳкерчӗксене Юлия Лутошкина ӑсталанӑ. Кӗнеке 1001 тиражпа тухнӑ. Ӑна лавккасенче сутма пуҫланӑ та ӗнтӗ. Тӗслӗхрен, «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗнче ҫак кӗнекене 450 тенкӗпе сутаҫҫӗ. «СУМ» лавккара та вӑл пур — унти хакӗ 400 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Айхи вулавӗсем![]() Нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Патӑрьелти 1-мӗш шкулта районти «Айхи вулавӗсем» конкурса хатӗрленсе сӑвӑсен илемлӗ вулав ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Конкурс 3 номинаципе пулчӗ: • «Г. Айхи сӑввисем чӑвашла». • « Г. Айхи сӑввисем вырӑсла». • Ачасен калӑпланӑ сӑввисем. Конкурса пурӗ 19 ача хапӑл туса хутшӑнчӗ. 1-мӗш номинацире Солдатова Елизавета (3а кл., Гаврилова А.Н.), Артамонова Екатерина (4а кл., Каллина О.А.), Наумова Милана (6в кл., Путякова Н.А.), Юсупова Адиля (6в кл., Путякова Н.А.), Лампасова Анастасия (8а кл., Бабаева Е.М.) тата Каргина Наташа (9 кл., Федорова В.М.) ҫӗнтерчӗҫ. Г. Айхи сӑввисене вырӑсла каласа ҫӗнтерӳҫӗ ятне Салихова Дания (6в кл., Путякова Н.А) йышӑнчӗ. Хӑй ҫырнӑ сӑввипе илемлӗ каласа Гаврилов Данил (7а кл., Путякова Н.А.) савӑнтарчӗ. Унӑн хӑйне евӗр сӑвви итлекенсене тыткӑнларӗ. | ||
![]() Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхи курсӗ уҫалнӑ. Ӑна чӑвашла пач пӗлмен ҫынсем валли йӗркеленӗ. Вӗренекенсем чӑвашла вулама-ҫырма хӑнӑхӗҫ, тӑван чӗлхепе пуҫламӑш пӗлӳ илӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсене пирӗн халахӑн кун-ҫулӗпе тата йӑли-йӗркипе кӗскен паллаштарӗҫ. Вӗренӳ 10 ҫын пухӑнсан пуҫланмалла. Пуҫламӑш курсра сахалтан та 10 урок пулмалла, вӗсем эрнесерен иртӗҫ. Тӳлевлӗ — пӗр урок хакӗ 100 тенкӗ. Ыйтса пӗлтмелли инҫесас номерӗ: 62-10-70 (хушма номер 146). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ шкулӗнче вӗренекенсемшӗн хоккей вӑййи хӗлле яланах юратнисен шутне кӗрет. Ҫак кунсенче халӑх хушшинчи хӳтӗлевпе спорт ӗҫӗн уйӑхлӑхӗ пырать, ӑна халалласах ӗнтӗ нарӑсӑн 12-мӗшпе 16-мӗшӗсенче шкулта 5–8 классенче вӗренекенсем хушшинче хоккейпа ӑмӑрту иртрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне 7-мӗш класрисем илчӗҫ. Вӗсем 5-мӗш класрисенчен 7:0 счетпа, 8-мӗшсенчен 7:1 шутпа выляса илчӗҫ. Ҫапла май вӑтам классенче вӗренекенсем хушшинче вӗсем чи маттурисем пулни палӑрчӗ. Хоккей вӑййисем шкулта вӗҫленмен-ха — ҫак эрнере 9–11 класра вӗренекенсем вылӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Кашни ачах ашшӗ-амӑшӗн ӑшшине туйма, телейлӗ ҫемьере ӳсме тивӗҫ. Элӗк районӗнче ҫывӑх ҫыннисемшӗн ытлашши пулса тӑнӑ тӗпренчӗксене хӑйсен хӳттине илнисем тата ҫемье ӑшшине парнелес тӗллевлисем сахалах мар. Иртнӗ кунсенче, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче «Чӗререн ҫуралнӑ ҫемье» ятпа усрав ҫемьесен пултарулӑх конкурсӗ иртрӗ. Тӗрлӗ районсенчен пухӑннӑ ҫемьесене ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин тӗп специалисчӗ С.Сыромолотова, Чӑваш Республикинчи ачасен прависене хӳтӗлессипе ӗҫлекен уполномоченнӑй В.Рафинов саламларӗҫ. Элӗк районӗнчен асӑннӑ конкурса Элӗк салинчи Наталия Вячеславовна Николаева Даниил усрав ывӑлӗпе, Тенинчи Людмила Геннадьевна Васильева Настя тата Гриша ачисемпе, Анаткас Сурӑмри Ираида Анатольевна Павлова Аня, Анюта, Саша тӗпренчӗкӗсемпе хутшӑнчӗҫ. В.Рафинов Павловсен ҫемйине ачасене тивӗҫлӗ воспитани панӑшӑн Тав хучӗпе чысларӗ. Николаевсемпе Васильевсен ҫемйисем «Чӗререн ҫуралнӑ ҫемье» конкурса активлӑ хутшӑннӑшӑн свидетельствӑсене тивӗҫрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫулленех салтак-интернационалистсене асӑнса фестиваль иртет. Афганистан, Чечен ҫӗрӗ ҫинче районти тӑватӑ ҫамрӑк пуҫӗсене хунӑ: Ю. Макаров, В.Быков, Г. Иванов тата С. Эзенкин. Нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, Совет Союзӗн ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑ кун, ҫамрӑкла пуҫ хунисене асӑнса Хӗрлӗ Чутайра кӑҫалхипе 8-мӗш хут «Пурӑнаканнисем асра тытчӑр, ӑрусем ан манччӑр» ятпа патриотизмла юрӑсен фестивалӗ иртрӗ. Фестивале 8 ҫултан пуҫласа 22 ҫулчченхи ачасемпе ҫамрӑксем — ҫирӗме яхӑн юрӑҫ хутшӑнчӗ. Унта Раҫҫей ҫӗршывӗ, ҫар, юлташлӑх, вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫинчен хайланӑ юрӑсем янӑрарӗҫ. | ||
![]() «Атӑлҫи Пӑлхар» историпе культура фончӗ пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсем йӗркеленӗ «Чӑваш Ен кун-ҫулне ӳкеретӗп» ятпа ирттерекен ӳкерчӗксен ӑмӑртӑвӗ малалла пырать — пӗлтӗр ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пуҫланнӑскер кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пырать. Пурӗ пилӗк тема панӑ: Чӑваш-пӑлхар хайлалӑхӗнчи (мифологийӗнчи) юмахсемпе былинӑсем (сӑвӑллӑ юмахсем); чӑваш кун-ҫулне ҫутатса паракан «Нарспи» тата ытти этнокӗвӗсем; чӑваш-пӑлхар кун-ҫулӗнчи авалхи паттӑрлӑх; чӑваш тумӗпе эрешӗсем; чӑваш халӑх йӑлисем (чӳк, киремет). Ҫавӑн пекех ҫак фонд «Авалхи пӑлхар цивилизацийӗ сӑнарлӑ ӳнерте» ятпа тепӗр ӳкерчӗксен ӑмартӑвне ирттерет. Унти тематикӑсем: Метте империйӗ, Атӑл паттӑр империйӗ, Купрат хаканӑн Аслӑ Пӑлхарӗ, Аспарух Танай ҫине куҫни тата Танай Пӑлхаристана йӗркелени, Купрат ханӑн Перещепинори вилтӑпри, Хасар хаканлӑхӗнчи Улӑп Илитверӗн сӑвар кнеҫлӗхӗ, Атӑлҫи Пӑлхарстан, Танай Пӑлхастан кун-ҫулӗпе культури, Ылтӑн Уртапа Хусан ханлӑхӗнчи пӑлхарсен кун-ҫулӗпе культури. Ку ӑмӑрту тӗнче шайӗнче иртмелле. Ӳкерчӗксен конкурсне пур ӳсӗмрисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ: ачасем те, ҫамрӑксем те, аслисем те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Тӗл пулу саманчӗ. В. Лепёшкина сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑсӑн вун пиллӗкӗмӗшӗ пирӗн ҫӗршывра паллӑ кун. Шӑп ҫирӗм тӑватӑ ҫул каялла ҫак хӗллехи кун пирӗн Совет Ҫарӗсем кӳршӗллӗ Афган ҫӗрӗнчен таврӑннӑ. Унта вӗсем вунӑ ҫула яхӑн — 1979 ҫулхи раштавӑн ҫирӗм пиллӗкӗмӗшӗнчен пуҫласа 1989 ҫулхи нарӑсӑн вунпиллӗкӗмӗшӗччен — хӑйсен интернационалла тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Нумай нуша тӳснӗ, нумай юн тӑкнӑ ҫак вӑрҫӑра ҫамрӑк совет салтакӗсем. Каҫал тӑрӑхӗнчен Афганистана хӗсмете кайнӑ яшсенчен те тӑваттӑшӗ ҫапӑҫу хирӗнче пуҫне хунӑ. Вӗсем: Элпуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Вазых Тазетдинов, Тӑманлӑ Выҫли яшӗ Виктор Тумаков, Хирти Явӑш ачи Игорь Гаврилов, Йӳҫ Шӑхалӗнчи Сергей Шмелев. Ҫак савӑнӑҫлӑ та, ҫавӑнпа пӗрлех хурлӑхлӑ куна асӑнса Хырхӗрри тӗп шкулӗнче асӑну кунӗ иртрӗ. Маларах истори учителӗ Г.Белкова ертсе пынипе ачасем ялти афган вӑрҫин ветеранӗсем ҫинчен ыйтса пӗлсе тӗпчерӗҫ. Ҫывӑх ҫыннисемпе калаҫса сӑнӳкерчӗкӗсене пуҫтарчӗҫ те стенд хатӗрлерӗҫ. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |