Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Спектакль урлӑ ыррине вӗренесчӗ
Спектакль урлӑ ыррине вӗренесчӗ

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗпе тата Чӑваш Енӗн епархийӗпе пӗрле юсанмалли колонисенче пӗрлехи мероприятисем ирттерме шут тытнӑ. Вӗсем тӗрмере ларакан хӗрарӑмсене театр ӳнерӗ урлӑ ырра вӗрентесшӗн.

Э.-Э.Шмитт пьесипе лартнӑ «Турӑ патне ҫырнӑ 14 ҫыру» спектакле артистсем иртнӗ уйӑхра Ҫӗрпӳ районӗнче вырнаҫнӑ хӗрарӑмсен колонийӗнче кӑтартнӑ. 10 ҫулхи вилесле чирлӗ арҫын ачан хурлӑхлӑ шӑпине сӑнарлани читлӗх леш енчисен чунне пырса тивессе шанса театр Куславккари колонире те пулнӑ. Унта, сӑмах май, артистсен те тӗлӗнмелли тупӑннӑ. Айӑплав вӑхӑтне колонире ирттерекен хӗрарӑм хатӗрленӗ «Чун йӗрет» видеофильм Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче йӗркеленӗ «Ыррин пулмаллах» IV кинофестивальте 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗне 7 пин тенкӗ премипе чысланӑ. «Кӗмӗле» хӗрарӑм чирлӗ ачана пулӑшма уйӑрма палӑртать-мӗн.

Ҫывӑх вӑхӑтра артистсем Улатӑрти колоние ҫитесшӗн.

 

Ытти хӑш-пӗр ҫул ҫанталӑк ака уйӑхӗн ҫуррисене ҫитнӗ-ҫитмен ӑшӑтса яраканччӗ. Кӑҫалхи ҫур аплах васкамарӗ. Ҫапах та ҫакӑ хресчен те йӑраланнине пӗлтермест. Чӑван Енӗн ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи лару-тӑрӑва иртнӗ ҫулхи ҫав тапхӑртипе танлаштарса тишкерсен ҫуртрисене кӑҫал пӗлтӗрхинчен икӗ хут ытларах акма ӗлкӗрни палӑрать. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем хальлӗхе 107 пин гектара ҫӗннӗ. Процент ҫине куҫарсан, ку вӑл 52% тенине пӗлтерет.

Кӑнтӑр енчи районсенче ҫӗр те маларах пулса ҫитнине кура ака-сухана маларах тухаҫҫӗ. Комсомольски, Шӑмӑршӑ тата Елчӗк тӑрӑхӗсенче, акӑ, ҫурхи ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ — асӑннӑ енчи хресченсем палӑртнинчен 82 процент ытларах акма ӗлкӗрнӗ. Ку енпе ҫурринчен иртнӗ Элӗк, Канаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Тӑвай районӗсенче те хирти ӗҫ-хӗл япӑх мар хӑвӑртлӑхпа пырать тесе палӑртать ЧР ял хуҫалӑх министерстви.

Малалла...

 

Ҫак вӑхӑтри уяв кунӗсенче Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗ Мускава каякан пуйӑссен расписанине ылмаштарма йышӑннӑ. Ҫакна унти тӳре-шара ҫул ҫӳрекенсен йышӗ нумайланнипе сӑлтавлать.

Мускава е ҫав маршрутпа каяс текенсем пуйӑссен расписанийӗпе билет сутакан кассӑсене ҫитсе е чукун ҫул вокзалӗн хыпар-хӑнар пӗлтерекен тытӑмне шӑнкӑравласа пӗлме май пур.

 

Тӳре-шара «пӗр чӳрече» текен меслетпе ӗҫлеме пуҫланин уссине ахаль ҫынсем туйма тытӑнчӗҫ ӗнтӗ. Унӑн лайӑх енӗсенчен пӗри — килен-каянӑн пӗр-пӗр ӗҫпе вун-вун кантур тӑрӑх хутлама тивменни.

Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта кӑна асӑннӑ майпа Чӑваш Енри 58 пин ҫын усӑ курнӑ. Заявленисене харӑсах темиҫе ӗҫ пурнӑҫлакан ятарлӑ центрсенче йышӑнаҫҫӗ. Вӗсем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар йышши пысӑк хуласенче кӑна мар, районсенче те ӗҫлеҫҫӗ, хальлӗхе ҫук ҫӗрте вара ҫине тӑрсах уҫаҫҫӗ.

 

Атӑлҫи федераллӑ округӗнчи тӑрахсемпе танлаштарсан чи йӳнӗ ҫӑкӑрпа ҫӗрулми — Чӑвашра. Ҫапла хыпарлать Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министерстви Чӑвашстат пӗлтернине тӗпе хурса.

Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи хаксене пӑхсан, хура тата хурапа шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑрӑн пӗр килограмм хакӗ 24 тенкӗ те 88 пус тӑрать. Чи хакли — Самар тӑрӑхӗнче. Пирӗн патӑмӑрта ҫӑкӑр унтинчен чӗрӗк пая яхӑн, тӗрӗсрех, 22,5 процент, йӳнӗрех-мӗн. Ҫӗрулмин килограмӗшӗн Чӑвашра вӑтамран 17 тенкӗ те 37 пус кӑларса хумалла. Ҫӳлерех асӑннӑ тӑрӑхсене илсен ҫак культура Пермь крайӗнче ытларах «ҫыртать» — унта вӑл 22 тенкӗ те 99 пус тӑрать.

Ытти ҫимӗҫ хакне те тишкернӗ. Шурӑ ҫӑнӑх, панулми, сысна какайӗ, шӑнтнӑ пулӑ, чӑх тата ӗне ашӗ, хӑйма, сахӑр песукӗ те пирӗн патра ытла хаклӑ мар тесе пӗтӗмлетнӗ.

 

Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи каҫару комиссийӗ иртнӗ ҫул тӗрмере ларакан ҫынна каҫарма йышӑннӑ. Анчах Раҫҫей Президенчӗ хӗрхенме килӗшмен. Ҫапла пӗлтерет республикӑн Юстици министерстви асӑннӑ комиссин пӗлтӗрхи ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май.

Аса илтеретпӗр: каҫару комиссине 2002 ҫулта туса хума йышӑннӑ. Унӑн йышӗнче — 14 ҫын. Ҫавсен хушшинче канӑва тухнӑ тӳресем те, общество организацийӗн элчисем те, ҫыравҫӑ та, чиркӳ ҫынни те пур.

Комисси ларӑва уйӑхсерен ирттерет. Пӗлтӗр, сӑмахран, тӗрмере ларакансен хӑйсене шеллеме ыйтнӑ 132 ҫырӑвне пӑхса тухнӑ. Ҫакна та палӑртмалла — республика шайӗнче тунӑ йышӑнӑва ҫӗршыв Президенчӗ тишкерсе татӑклӑ сӑмах калать.

 

Ҫулҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес тӗлӗшпе ӗҫлекен дирекцине килсе ҫитнӗ ҫӗнӗ 23 «Арена» авторегистратор комплекчӗсем малашне сыхлӗҫ. Куҫӑм хӑвӑртлӑхне ӳстерме юратакансем пирӗн республикӑра та самаях ҫитӗреклӗ. Ҫул ҫинче «вӗҫме» кӑмӑлаканнисене пула 2012 ҫулта автоинспекци пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх 2 060 авари шута илнӗ, вӗсенче 265 ҫын вилнӗ, 28 652 ҫын аманнӑ.

«Ҫӗнӗ регистраторсене республикӑн хӑш лаптӑкне лартассине ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче–ҫӗртме пуҫламӗшӗнче ӑмӑрту ирттерсе татса парӗҫ. Кун хыҫҫӑн вара куҫӑм хӑвӑртлӑхне ӳстерме юратакансемпе кӗрешекен приборсене вырнаҫтарма пуҫлӗҫ», — пӗлтерет ҫулҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне ӳстерекен дирекци пуҫлӑхӗ Владимир Баженов.

Калаҫусем тӑрӑх, акан 29-мӗшӗнче килсе ҫитнӗ 23 ҫӗнӗ фоторегистратора Улатӑр, Ҫӗрпӳ, Канаш тата Комсомольски районӗсенче вырнаҫтарасшӑн.

Тен, чӑн та, ҫӗнӗ авторегистраторсем ҫул ҫинчи йывӑр лару-тӑрӑва улӑштарӗҫ, автомобилистсене ҫулҫӳреври ятарлӑ йӗркесене пӑхӑнма вӗрентӗҫ — ҫакна шанас килет.

Малалла...

 

Чӑваш Республикинче паянхи кун та самаях ҫивӗч ыйту вӑл — шкула ҫулне ҫитмен ачасене ятарлӑ учрежденисене вырнаҫтарасси. Кӑҫалхи ҫулпа тӳр килсе республикӑра 1-7 ҫулхи ачасен проценчӗ 70,6% таранах ҫитет. Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи кӑтарту тӑрӑх ача пахчине вырнаҫма черет тӑракансен шучӗ 1,5 ҫултан иртнӗ 16 432 ача, вӗсенчен 91,3% 1,5–3 ҫула ҫитнӗ пепкесем.

Ҫак ыйтӑва татса парас тӗллевпе кӑҫал Чӑваш Енре 8 ҫӗнӗ ача пахчи хута ярас ӗҫ вӗҫленнине паллӑртнӑ, унсӑр пуҫне тата виҫҫӗшӗ реконструкци хыҫҫӑн хӑйӗн ӗҫне пуҫламалла. Ҫак ӗҫ-пуҫа пула ача пахчисенче 1 743 ҫӗнӗ вырӑн тупӑнӗ. Республикӑри вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх тӗллеве пурнӑҫлама республика хыснинчен 366,6 млн., вырӑнти укҫа-тенкӗрен 140,4 млн укҫа уйӑрмалла.

Шупашкар хулинче пӗтӗмпе 2 ача пахчи уҫӑлӗ (475 вырӑн), ыттисем ҫак тӑрӑхсенче ӗҫлеме пуҫламалла: Комсомольски районӗнче — 2, Кӳкеҫре (Шупашкар районӗ, 240 вырӑн) тата Йӗпреҫпе Елчӗк (95 вырӑн) районӗсенче — пӗршер ача пахчи.

Малалла...

 

Шупашкар районӗнчи Ҫатракасси ялӗнчи шкулта вӗренекенсем Ҫӗнтерӳ кунне паллӑ туса палӑк умне пухӑнчӗҫ.

Тӑван тавралӑхшӑн, тӑван халӑхшӑн, пирӗн пуласлӑхшӑн пуҫне хунӑ ҫар ҫыннисемпе ветерансене аса илсе Ҫатра-Лапсар шкул ачисем сӑвӑсем вуларӗҫ. Асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.

Митингра Ҫатракасси ял ҫыннисем, шкул ачисем пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Захаров та мероприятине пычӗ.

Пуху палӑк умне кӑшӑлсемпе чечек ҫыххисем хунипе вӗҫленчӗ.

 

Хальхи музыка училищи (foto.cheb.ru сӑнӗ)
Хальхи музыка училищи (foto.cheb.ru сӑнӗ)

Ҫапларах пӗлтернӗ Чӑваш Ен Элтепӗрӗн пресса службинче. Г.С.Лебедев ячӗллӗ лицей интерната пӗлтӗр авӑнӑн 1-мӗшӗнче хупнӑччӗ. Унта вӗренекен ачасен ашшӗ-амӑшӗ ҫак ӗҫ-пуҫа пулса йывӑрлӑха лекнӗрен пӗрре мар хула администрацийӗ патне ҫырупа та тӗрлӗ митинг-пухӑва та тухрӗ. Ак халь вара ыйтӑва татса пани пирки пӗлтереҫҫӗ иккен. Ҫӗнӗ вӗренӳ заведенийӗ «Г.С. Лебедев ячӗллӗ пултаруллӑ ачасен наци шкул-интерначӗ» ятлӑ пулӗ.

Шел те, ачасен хӑйсен пултарулӑхне унта туптас тесен тата виҫӗ ҫул кӗтме тивӗ. Ҫӗнӗ шкул-интернат Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин никӗсӗнче ӳссе ларӗ — пурӗ 3 ҫӗнӗ вӗренӳ корпус туса лартмалла. Унти пӗтӗмешле лаптӑк 6 пин тӑваткал метрпа танлашӗ. Ҫак ӗҫ валли 250 миллион тенкӗ кирлӗ имӗш (пӗлме: хальхи лицей-интернат ҫуртӗнче юсав ӗҫӗсен калӑпӑшӗ 270 миллион тенкӗпе танлашмалла пулнӑ). Укҫине ӑҫтан илесси те хальлӗхе паллӑ мар иккен — шухӑшлаҫҫӗ.

Виҫӗ ҫул кӗтесси кӑна мар, ҫӗнӗ шкул-интернат ӳнер енӗпе кӑна ӗҫлени те самай шухӑшлаттарать — малтанхи хупнӑ лицейра вара ачасем ытти енсемпе те аталанма пултарнӑ.

Виҫӗ ҫул вӗренӳ тӗлӗшӗнчен самай вӑрӑм тапхӑр — ҫак ӗҫ-пуҫ епле вӗҫленнине вӑхӑт иртсен ҫеҫ пӗлейрӗпӗр.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3619, 3620, 3621, 3622, 3623, 3624, 3625, 3626, 3627, 3628, [3629], 3630, 3631, 3632, 3633, 3634, 3635, 3636, 3637, 3638, 3639, ... 3880
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 25

1848
177
Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ.
1903
122
Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1925
100
Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1950
75
Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1951
74
Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1961
64
Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1995
30
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2009
16
Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...