![]() Ак, сиссе те ӗлкереймерӗмӗр, ҫу уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗн хӗвел ҫутти кӗҫех хӗртме пуҫлӗ. Шӑпах ҫак кунра Раҫҫей халӑхӗ пысӑк уява паллӑ тӑвать. Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗ темиҫе ҫул каяллах чӗртӗнсе кайнӑ пулин те паянхи куна та хӑйӗн пӗлтерӗшне ҫухатман. Асӑннӑ уява халалласа Чӑваш Республикин тӗп хулинче ыран, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, тӗрлӗрен мероприятисем ирттерме паллӑртнӑ. Ҫу уявне йӑлана кӗнӗ тӑрӑх хулан тӗп ҫулӗпе утакан шестви уҫать. Уяв демонстрацийӗнче пурӗ 20 000 ҫын хутшӑнассине паллӑртнӑ, вӗсем хушшинче: обществӑллӑ организацисем, тӗрлӗ предприятисенче вӑй хуракансем, хула ҫыннисем, наци лидерӗсем, ҫамрӑксем. Уяв шествийӗ Чапаев скверӗнчен 10 сехетре тапранать. Демонстраци ертсе пыраканӗсем, уявпа саламлаканӗсем — чӑваш наци телевиденийӗпе ВГТРК паллӑ ӗҫченӗсем. Вуннӑ ҫурӑра Шупашкарӑн Хӗрлӗ тӳремӗнче Чӑваш патшалӑх филормонийӗ лартакан концерт пуҫланать. 11 сехетре республикӑн пултаруллӑ та паллӑ ҫыннисем, уява килсе ҫитнӗ хӑнасем уяв ячӗпе салам сӑмахӗсемпе тухса калаҫаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн вара «Синяя птица» паллӑ ушкӑн уява тӑсӗ. Каҫ еннелле те хула ҫыннисем валли сцена ҫинче республика шайӗнче студентсен ҫуркуннен (Студвесна-2013) ҫӗнтерӳҫисем хӑйсен пултаруллӑхӗпе савӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкар хулинчи кӳлмек яланах хӑйӗн илемӗпе, лӑпкӑлӑхӗпе, чуна паракан канлӗхпе, уҫӑ сывлӑшпа хула ҫыннисене те аякран килнисене илӗртсе тӑрать. Самаях аслӑ Атӑл юханшывӗпе киллӗнесси сумра. Хӗл кавирӗнчен кӗҫ-вӗҫ хӑтӑлса, ҫутӑ хӗвел хӗртнипе ӑшӑнма пуҫланӑ юханшывӑм ӗнер, акан 29-мӗшӗнче хӑйӗн яланхи «пӗчек тусӗсене» кӗтсе илчӗ. «Инженерная защита» (чӑв. Инжинер хӳтлӗхӗ) АУО ӗҫченӗсем ӗнер ятарлӑ машинӑпа хулан кӳлмекне тӑватӑ акӑша килсе янӑ. Тура шӗкер, юханшывӑн ҫунатлӑ тусӗсене турттарса илсе килни чармавсемсӗр иртнӗ. Шурӑ акӑшсем Атӑл шывне хаваспах чӑмса, ирӗклӗх сывлӑшне туйса илме васкарӗҫ. Паян акӑшсем патне тата темиҫе хур-кӑвакала янӑ. Ҫапла вара уйрӑм картишра хӗл каҫнӑ хур-кайӑксем Атӑл юханшыва татах та илем кӳрекенсем пулса тӑчӗҫ. Хӗле вӗсем ӑҫта ирттернӗ тесе ыйтсан — сивве вӗсем уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗнче чӑтса ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш патшалӑх университечӗн сайчӗ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акци вӗҫленни пирки пӗлтерет. Тӗрӗслев комиссине пӗтӗмпе 2304 ӗҫ ҫитнӗ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче хӑй пӗлӗвне 251 ҫын тӗрӗсленӗ, ыттисем хӑйсем пурӑнакан вырӑнта ҫырса ӗҫӗсене интернетпа ярса панӑ. Пӗтӗм ӗҫрен 1736 диктанта шута илнӗ, ыттисене хакланисен ретне кӗртме май килмен — техника сӑлтавӗсене пула (сканерпа куҫа курӑнмалла кӑларман, чылайӑшӗн е пуҫламӑшӗ, е пӗтмӗшӗ ҫук) тӗрӗслев комиссийӗ вӗсене пӑхса тухайман. Хаклава тивӗҫлӗ ӗҫсенчен «5» палла тивӗҫнисем — 171 (9,8 %), «4» паллӑ илнисем — 677 (39 %), «3» паллӑ илнисем — 376 ( 21,7 %), «2» паллӑ илнисем — 512 ( 29,5 %). «3» тата «2» паллӑ илекенсен хушшинче ытларах шкул ачисем, мӗншӗн тесен кӗҫӗнрех классенче вӗренекен ачасем тӗрӗс ҫырмалли правилӑсене пурне те вӗренсе ӗлкӗреймен. Шкулта 9 класс пӗтернӗ тӗле ҫеҫ орфографи тата пунктуаци правилисене туллин пӑхса тухаҫҫӗ, «Пӗтӗм чӑваш диктантне» вара шкул ачисем 5 класран пуҫласах хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() 2012 ҫулта Владимир Путин Раҫҫейри шкулсенче пӗр ҫипуҫ кӗртес йӑлана ҫӗнӗрен чӗртсе ямалли ҫинчен калаҫсанах вырӑнти влаҫсем хушшинче тӳррех хӗрӳ ӗҫ пуҫланчӗ. Шкул тумтирӗн ятарлӑ проект саккуннӗ Патшалах думине те кӗртнӗ иккен. Паянхи куна пирӗн республикӑра «Чӑваш Республикинчи вӗренӳ ҫинчен» ятарлӑ хатӗрленӗ проектра та шкул вӗренекенӗсен тумтирсен пӗрлӗхӗ ҫинчен сӑмах пырать. Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх саккун проекчӗпе килешӳллӗн шкул тумтирӗсен тӗсӗпе ӗлкине суйласси шкулсенченех килет. Ҫав хушӑрӑх асӑннӑ суйлав шкул ачисен амӑшӗпе ашшӗсен шухӑшӗпе килешӳллӗ пулмалла. Чиновниксем палӑртнӑ тӑрӑх ятарлӑ пӗр тумтире шкулсенче кӗртни ачасем хушшинчи танмарлӑха пӗтерет, амӑшӗпе ашшӗсене те укҫа-тенкӗ енчен самаях тӑкак кӳрекен йывӑрлӑхран ҫӑмӑллатать. Шкула яма кашнинче тем тӗрлӗ ҫипуҫ туяниччен ачана шкулӑн пӗрлӗхлӗ тумтирӗпе ҫӳретсен лайӑх пулӗ. Анчах та кӗртме паллӑртнӑ ҫӗнӗлӗхсемпе килӗшменнисем те тупӑнаҫҫӗ. Пӗрисен шухӑшӗпе пӗрлӗхлӗ шкул форми тем тесен те шкулсенчи ҫитменлӗхсене кӗҫ-вӗҫ пӗтереймест, социаллӑ танмарлӑха та тумтир айӗнче пытарма пултараймаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӑшӑ ҫу кунӗсем ҫитсе пынӑ май республикӑн тӗп хулин илемӗпе, паллӑ вырӑнсемпе паллашма Шупашкара ют ҫӗршывран килнӗ ҫулҫӳрӗвҫесем килме тытӑнчӗҫ. Чӑваш Республикине килсе курма кӑмӑл тӑвакансем тӑван кӗтесе таврӑниччен асӑнмалӑх чӑваш нацине паллӑртакан пӗр-пӗр символикине туянма манмаҫҫӗ. Ҫакна пула Шупашкар Арбачӗ майӗпен ҫуллахи ӗҫ графикне куҫма тытӑнчӗ. Кунсерен суту-илӳ палаткин шучӗ ӳссех пырать, ӗҫ вӑхӑчӗ вӗсен вара таврана каҫ пусаричченех тӑсӑлать. Сувенирсен лавкаҫисен ӗҫӗ самаях кӑсӑклӑ. Арбат урамӗ тӑрӑх ҫӳрекен ҫынсем хушшинчен ҫулҫӳреве уйӑрса илме пултарни хӑйне май пӗчек пултаруллӑх. Ҫулҫӳреве калаҫтарса, сувенирсене сӗнсе сутма пултарни те уйрӑмах паха ен. Иртнӗ ҫулсенче алӑстисемпе сутӑҫӑсем чатӑрта суту-илӳ ӗҫне пурнӑҫланӑ, халӗ вара хула мэрийӗ чатӑрсенче сутса тӑрас ӗҫӗ пӑрахӑҫлантарнӑ. Вӗсен шучӗпе наци сувенирӗсене Шупашкарӑн тӗп вырӑнӗнче чатӑрта сутса тӑни ҫулҫӳревҫӗсем хушшинче ырӑ мар витӗм кӳрет. Ҫакна пула пӗлтӗртен Арбат урамӗнче суту ӗҫӗ пӗр пек пысӑках мар «пӳлемсенче» ирттерме пуҫларӗҫ. Кӑҫал вара сутӑҫӑсене хӑйсене пӗр стилӗ пӑханма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Хальхи вӑхӑтра информаципе тивӗҫтересси пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Уйрӑмах, хыпар-хӑнара чӑвашла вулама май туса парасси питӗ кирлӗ. Унччен эпир «Хыпарла» проект пуҫланӑччӗ, анчах вӑл эпир шаннӑ пек ӗҫлесе каймарӗ. Ытларах хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа парасшӑнскерсем пулчӗҫ. Тата пӗлтӗр Admin-ӑн укҫа-тенкӗрен тӑкаксем тупӑннӑран вӑхӑтра тӳлесе тӑрасси те йывӑр пулчӗ. Ҫак ҫитменлӗхсене тӗпе хурса эпир проекта ҫӗнӗлле хута ярас терӗмӗр — уйрӑм ҫынна тытас терӗмӗр. Эпир шыратпӑр: чӑвашла лайӑх пӗлекен, политика тӗлӗшӗнчен ирӗклӗ, хӑйӗн шухӑшне уҫҫӑн калама пултаракан ҫынна. Пире республикӑпа ун тулашӗнче пулса иртекен ырӑ пулӑмсене палӑртакан, япӑххине сивлеме пултаракан ҫын кирлӗ. Студент-и вӑл, тивӗҫле канӑва тухнӑскер-и — пӗлтерӗшлӗ мар. Пӗр кун хушшинче 10 хыпар ҫырмалла. Укҫине те ытларах уйӑрӑпӑр — уйӑхне 10 пин тенкӗ. Енчен те 10 хыпар ҫырма йывӑртарах пулсан — икӗ ҫынна явӑҫтарма тивӗ: пӗри 5 ҫырать, тепри 5. Уйӑхне ҫапла май 300 хыпартан кая мар пулмалла. Район хаҫачӗсенче ӗҫ укҫи 10 пин патнелле пулнӑран кирлӗ ҫын тупӑнасса шансах тӑратпӑр. |
![]() Скутер хуҫипе пулса иртнӗ пӑтӑрмахсенчен пӗри Шӑматкун, акан 27-мӗшӗнче, Федераци канашӗ «Ҫул ҫинчи хӑрушлӑхсӑр ҫинчен» саккунпа Администрациллӗ прово йӗркине пӑснин кодексне кӗртнӗ улшӑнусене ырланӑ — малашне водитель правине илес текенсем экзаменра хӑй тӗллӗн хӑвартлӑх лартакан коробкӑллӑ урапасемпе (автомобильсемпе) те усӑ курма пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех водителӗн ӗнентерӳ хучӗн ҫӗнӗ тӗсне те кӗртнӗ — «М» категорине. Улшӑнусем тӑрӑх мопедпа, скутерпа е ҫӑмӑл квадроциклпа ҫӳрес кӑмӑл пур пулсан права илмелле пулӗ. Ӑна, «А» категорилли (50 кубла сантиметр калӑпӑшлӑ таран мотоциклсемпе усӑ курасси) пекех 16 ҫула ҫитнисене ҫеҫ парӗҫ. Автоматикӑллӑ урапапа экзамен тытнисем ҫавнашкал автомобильсемпе ҫеҫ ҫӳреме пултарӗҫ, механикӑллипе тытнисем вара — хӑй тӗллӗн хӑвартлӑх лартакан коробкӑллисемпе те, механикӑллисемпе те. Улшӑнусем вӑя кӗмешкӗн тата Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ алӑ пусмалла. Офицаллӑ пичетленӗ хыҫҫӑн тепӗр 180 кунтран вара вӗсем вӑя кӗрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкарти обществӑллӑ транспортсен ӗҫӗ-хӗлне хулара чупакан маршруткӑсем самаях хастаррӑн пурнӑҫлаҫҫӗ. Хӗрӳ вӑхӑтра (час пикра) вара маршруткӑсен пӗлтерӗшӗ ӳсех каять. Асӑннӑ обществӑллӑ транспортӑн шучӗ ӳсет пулсан та паянхи кун та транспортӑн пысӑк ҫитменлӗхӗ — ҫынсене паллӑртса хунӑ шутӗнчен нумайрах лартса ҫӳрени. Маршрутлӑ таксисен ӗҫӗ-хӗлӗн ҫитменлӗхӗсем ҫинчен иртнӗ кунсенче Шупашкар мэринчи ларура калаҫнӑ. Журналистсем паллӑртнӑ тӑрӑх, маршруткӑн хӑш-пӗр водитӗлесӗм пӗр вӑхӑтра темиҫе ӗҫ тума пултарни тӗлентерет. Ун йышши водительсем Юлий Цезарьтен (пӗр харас темиҫе ӗҫ тума пултарнисене Юлий Цезарь тени халӑхра сӑмахлӑх ҫӳрет) нимпе те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ. Ҫакӑн йышши водитель ҫулпа пынӑ чух раципе, телефонпа та калаҫса илме пултарать, укҫа-тенкӗ илсе ытлашшине те шутласа пама ӗлкерет. Темиҫе функцине пурнӑҫлама пултаракан маршрут такси «ӑстисен» ӗҫӗ-хӗлӗн чи пӗлтерӗшлӗ енӗ вара — ҫул ҫинче асӑрхануллӑ та тимлӗ пуласси. Анчах шел пулин те пур водитель та ӑнлансах пӗтереймест ҫакна. РФ управленийӗн Шупашкар хулинчи ГИБДД пайӗн начальникӑн ҫумӗ Сергей Субботкин пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал юлашки виҫӗ уйӑхсенче маршрутлӑ таксисен ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫул ҫинче йӗркене пӑсни 500 таран пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шӑматкунлӑхра Ҫуркуннехи экологи шӑматкунлӑхӗсем Шупашкар хулинче ҫу уйӑхӗ таранах тӑсӑлаҫҫӗ. Паянхи куна ҫак пархатарлӑ ӗҫӗ 107 127 ҫын хутшӑннине паллӑртнӑ. Вӗсем шутӗнче министерствӑпа ведомство ӗҫченӗсем, студентсемпе предприятисен ӗҫчахӗсем тата хулари тӗрлӗ организацисем. Пӗр вӑйпа, хастарлӑхпа хула ҫыннисем Шупашкарти тӗрлӗ лаптӑкӗсене, пӗтемӗшлӗ 4 800 куб.м. муниципаллӑ каяшсем тата 348 куб.м. йывӑҫ турачӗсенчен тасатнӑ пулнӑ-мӗн. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх экологи шӑматкунлӑне РГСУ, педуниверситет, механико-технологи, машин тӑвакан, электромеханика техникумӗсем, №23 училище вӗрекенӗсемпе пӗр тан Чӑваш Патшӑлӑх Минэкономаталанӑвӗн ӗҫченӗсем, Республика пуҫлӑхӗн администрацийӗ, ЧП Минстрой, Патшалӑх канашӗ, хула, район администрацийӗсем, Хулакомимущество, «Земельное управление» МКУ организаци сотрудникӗсем хастар хутшӑннӑ. Пӗтемӗшлӗ вара кӗске вӑхӑт хушшинче Ачасен пултарулӑх кӗрменӗ хыҫӗнчи самаях ҫӳп-ҫаплӑ 1 лаптӑк тасалнӑ, 2 ҫӗнӗ «симӗсленнӗ» вырӑн пуҫарӑннӑ тата 11 йывӑҫлӑ-курӑклӑ ҫӗре тасатса ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ак, кӗҫӗх ҫу уйӑхӗ те ҫывхарса ҫитет. Ҫу кунӗсем ҫитнерӗн пысӑк уявсемччен та вӑхӑт нумай юлмарӗ. Вӗсем шутӗнче чи пӗлтерӗшли — Ҫӗнтерӳ кунӗ. Ҫак уяв ҫывхарнӑ май хулара тӗрлӗрен акцисем иртеҫҫӗ. Ҫулсерен ҫынсем хушшинче георги хӑйӑвне сарас йӑла кӑҫал та пӑрахӑҫланмарӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗн символне кӑҫал пӗрремӗш хут акан 24-мӗшӗнче салатрӗҫ. Вӑл кун хула ҫыннисем хушшинче 500 яхӑн георги хӑйӑвӗ сарӑлнӑ-мӗн. Уйрӑмах «Николай косманавт урамӗ» чарӑнура тата «Мир Луксор кинотеатр» ҫывӑхӗнче ӗҫ хӗрӳ пынӑ. Ҫак сумлӑ акцин ертӳҫисем — Ленин районӗн ҫамрӑксен правительсвин ҫамрӑкӗсем. Чӗретлӗ хут Ленин районӗнче Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитнӗ ҫӗрелле салатӗҫ. Ҫитес кунсенче асӑннӑ акци Калининпа, Мускав районӗсенче иртӗ. Георги хӑйӑвне салатнӑ май пирӗн асаттесем ҫак вӑрҫӑра тӑван халӑхшӑн, чӑваш ҫӗрӗшӗн ҫапӑҫнине манмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |