Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫак ятпа сӑвӑсен ҫӗнӗ пуххине кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Кӗҫех вӑл вулакан патне ҫитесси пирки иккӗленӳ ҫук.
Ӗнер ку кӑларӑмпа ӗҫлекен редколлеги пӗтӗмлетӳллӗ пухӑва пуҫтарӑннӑ. Унта кӗнекере пичетлемелли хайлавсен списокне ҫирӗплетнӗ.
Антологие пухаканӗсем тата редакторӗсем — Атнер Хусанкайпа Виталий Родионов филологсем, Юрий Сементер, Петӗр Яккусен тата Петӗр Эйзин сӑвӑҫсем тата Сергей Павлов ҫыравҫӑ.
Антологинче 250-а яхӑн сӑвӑ вырӑн тупмалла. Кӗнекере чул палӑксем ҫине ҫырса хӑварнӑ сӑвӑсем таранах кӗмелле. Ҫав вӑхӑтрах хальхи вӑхӑтри авторсем пирки те манман. Кӗнеке 600 страницӑна яхӑн хулӑнӑш пулӗ. Ӑна Ҫӗнӗ ҫул тӗлне кун ҫути кӑтартмалла.
Чӑваш поэзийӗн чи пӗрремӗш антологине 1908 ҫулта кӑларнӑ. Кайран та кун ҫути кӑтартакансем пулман мар-ха. Геннадий Айхи йӗркеленипе кун ҫути кӑтратнине акӑлчанла, итальянла тата венгрла куҫарса пичетленӗ.
Agabazar // 4268.00.8814
2013.10.13 14:09 | |
Кун пирки калама, тен, каярах та юлнă пуль-ха та, çапах та 18-19-мĕш ĕмĕрсенчи сăвăсене хăй вăхăтĕнче мĕнле çапăннă çала курасшăн. Çырулăх тата орфографи евĕрлĕхĕсем таранах! | |
Agabazar // 4268.00.8814
2013.10.13 14:10 | |
Тӳрлетӳ: ...мĕнле çапăннă — çапла курасшăн... |