![]() Конференци-фестивале уҫни Иртнӗ шӑматкунпа вырсарникун Шупашкарти 47-мӗш шкулта республика шайӗнчи ачасен пултарулӑхӗн «Excelsior — 2013» конференци-фестивалӗн курӑмлӑ турӗ иртрӗ. Маларах ӑмӑртӑвӑн икӗ турӗ пулнӑччӗ — хула (район) шайӗнчи тата курӑмсӑр майпа иртнӗскерсем. Курӑмлӑ пая малтанхи турсенче мала тухнӑ 11–18 ҫулхи ачасем хутшанчӗҫ. Акан 13-мӗшӗнче гуманитари ӑслӑлӑхӗсемпе ӗҫлекен вӗренекенсем ӑмӑртрӗҫ, акан 14-мӗшӗнче вара — техника ӑслӑлӑхӗсемпе ӗҫлекенсем. Пурӗ 400 ытла ача хутшӑнчӗ унта. Конференци 11 сехетре уҫӑлчӗ — сӑмах тухса калакансем хушшинче ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Петрова Светлана Владимировна, «Эткер» шкул тулашӗнчи ӗҫсен центрӗн директорӗ Панченко Наталия Леонидовна, 47-мӗш шкул директорӗ Фёдорова Алевтина Николаевна пулчӗҫ. Конференцие уҫнӑ май шкулти пултаруллӑ ачасем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Шел те, шӑматкунхи кун сцена ҫинчен пӗр чӑваш сӑмахӗ те янрамарӗ — ӑмӑртӑвӗ республика шайӗнче иртрӗ пулин те. Ҫӗнтерӳҫӗсен списокӗпе «Эткер» сайтӗнче паллашма пулать пулӗ, хальлӗхе унта унашкал информаци кӗртмен-ха. Сӑнсем (38) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Галина Алексеевна Ермакова Чӑваш историне, литературине, культурине тӗпчесси ҫӑмӑл ӗҫ мар. Ҫапах та паянхи кун та чӑвашсем хушшинче чӑваш чӗлхипе, культурипе кӑсӑклӑнакан ҫынсем пурах. Вӗсем шутне филологи наукисен докторӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Галина Алексеевна Ермакова та кӗрет. Акан 11-мӗшӗнче вара чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ Г.А. Ермаковӑн 70 ҫулхи юбилейне халалласа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ ирттерчӗ. Конференцин пайӑр ячӗ: «Особенности концепций творчества в культуре Урало-Поволжья». Ӑслӑлӑх форумӗнче тӗрлӗ регионтан: Марирен, Удмуртирен, Тутарстанран тата республикӑн тӗрлӗ районӗсенчен килнӗ хӑнасем пулчӗҫ. Пленар ларӑвӗнче хӑнасем чи малтанах Г.А. Ермаковӑна юбилей ячӗпе саламлама васкарӗҫ. Ӑшӑ салам сӑмахӗсене факультет деканӗ В.Г. Родионов профессор каланипе пуҫланчӗ лару. Университет проректорӗ В.В. Афанасьев, Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн директорӗ Ю.Н. Исаев, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш филологи факультечӗн деканӗ Е. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ халӑхӑмӑрӑн пуласлӑхӗ, унӑн ӑслӑлӑхӗн аталанӑвӗ пирки шухӑшланӑ май тӗрлӗ регионти аслӑ вӗренӳ шкулӗсемпе те тӑтӑш ҫыхӑну тытать. Йошкар-Ола, Хусан, Стерлӗ, Ӗпхӳ, Мускав тата ытти хуласенчи вузсемпе туслӑ ҫыхӑнусем йӗркеленӗ ӗнтӗ. Вӗсен ӑсчахӗсемпе студенчӗсемпе пирӗн пата, пирӗн вара вӗсем патне килсе ҫӳресе пӗлӗве туптасси йӑлана кӗнӗ пулӑм темелле. Акӑ акан 11-13-мӗшӗсенче Мускаври патшалӑх педагогика универстечӗ (МППУ) «Атӑлҫи халӑхӗсен филологи проблемисем» ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри VII ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине ирттерчӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн доценчӗсем Г.Г. Ильина «Структурные особенности чувашских тӗшмӗш халапӗ: на примере устных рассказов о персонажах леса» темӑпа, Е.П. Чекушкина «История перевода современной татарской литературы на чувашский язык» темӑпа, Е.Р. Якимова «Отражение особенностей традиционной культуры в чувашской литературе» темӑпа докладсем турӗҫ кунта. |
![]() 2013 ҫулхи акан 10-мӗшӗнче республикӑн чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен черетлӗ ӑмартӑвӗ иртрӗ. Конкурса 10 учитель хутшӑнчӗ. Кашни мӗн енӗпе те пулин палӑрчӗ. Чи нумай балл пухса ҫӗнтерӳҫӗ ятне Шупашкар хулин 33-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен Ирина Алексеевна Диарова тивӗҫлӗ пулчӗ. Уйрӑм номинацисенче ҫак учительсем палӑрчӗҫ: ◆ «Манӑн педагогикӑри тӗп шухӑш» (эссе) — Людмила Алексеевна Семёнова (Шӑмаршӑ вӑтам шкулӗ); ◆ «Новатор учитель» — Валентина Михайловна Иванова (Канаш районӗн Сухайкасси вӑтам шкулӗ); ◆ «Ӑста урокӗ» — Надежда Вячеславовна Шандимирова (Муркаш районӗн Юнкӑ вӑтам шкулӗ); ◆ «Паллаштару карточки» — Лариса Васильевна Осипова (Патӑрьел районӗн Турхан вӑтам шкулӗ ◆ «Ертӳҫӗ учитель» — Галина Михайловна Назарова (Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 14-мӗш шкулӗ); ◆ «Тӗпчевҫӗ учитель» — Галина Витальевна Кузьмина (Шупашкар районӗн Ҫӗньял вӑтам шкулӗ); ◆ «Сӑпайлӑх ҫӑлкуҫӗ» — Раиса Николаевна Ермошкина (Вӑрнар районӗн Уравӑш вӑтам шкулӗ); ◆ «Ташӑ-юрӑ ӑсти» — Вера Федоровна Никонорова (Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 16-мӗш шкулӗ); ◆ «Ӑста вулавҫӑ» — Галина Ивановна Иванова (Элӗк районӗн Мӑн Вылӑ вӑтам шкулӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫуркунне календарьпе уйӑх каяллах ҫитнӗ пулин те чӑн-чӑн ӑшӑтма эрне ҫурӑ каялла ҫеҫ пуҫларӗ-ха. Ӑшша туйса кӑнтӑра вӗҫсе кайнӑ кайӑксем те таврӑна пуҫларӗҫ. Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче вырнаҫнӑ ача пахчине ҫӳрекен ачасем те шӑнкӑрчсене кӗтсе илсе вӗллесем хатӗрлерӗҫ. Хӑйсемех мар ӗнтӗ — ашшӗсем пулӑшрӗҫ. Маттурисем шутӗнче Иванова Марина, Зайцев Никита, Краснова Саша, Семёнова Виктория, Пашков Артем ашшӗ-амӑшӗ пулчӗҫ — вӗсем хатӗрленӗ вӗллесем чӑн та ӑста платник аллинчен тухнӑ тейӗн. Хатӗр вӗллесене ача пахчи картишне ҫакрӗҫ — халӗ шӑнкӑрчсем кашни кун ачасене хӑйсен юррипе савӑнтараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Муркаш районӗнчи Турай вулавӑшӗнчи ачасем Республика шайӗнче 11 хут иртекен «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2011 ҫулти чи нумай вулакан кӗнеке» ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ. Аса илтеретпӗр: унта республикӑри кашни вулавӑш тенӗ пек хутшӑнса халӑх кӑмӑллакан кӗнекене суйларӗҫ. Хаклавҫӑсен йышӗнче филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ Виталий Григорьевич Родионов, Чӑваш кӗнеке издательствин директор ҫумӗ Галина Алексеевна Матвеева, ЧПГӐИ аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Вера Витальевна Никифорова, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш литература кафедрин преподавателӗ Николай Николаевич Осипов, И.Н. Ульянова ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Елена Петровна Чекушкина-Нарпи, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеке» центрӗн заведующийӗ Галина Павловна Соловьева пулчӗҫ. Вӗсем пурӗ 151 кӗнеке пӑхса тухрӗҫ. Чи нумай вуланакан кӗнекене палӑртма хаклавҫӑсен пурӗ 61 451 ыйтӑм хутне тишкерме тиврӗ. Ӑмӑртӑва элӗксем хастар хутшӑнни палӑрчӗ — вӗсем 12 960 анкета ҫырса тултарнӑ иккен! Ҫавӑн пекех Патӑрьел, Вӑрмар, Елчӗк районӗсене асӑнма пулать — вӑл тӑрӑхсенчен килнӗ ыйтӑм хучӗсен йыше 8 553, 6 202, 5 418 пулчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Акан 19-20-мӗшӗсенче «Кӗмӗл сасӑ» ӑмӑрту-фестиваль каллех юрӑҫсене пуҫтарӗ — Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче вӑл XIV хут иртӗ. Ирттерекенсен йышӗнче: Чӑваш наци конгресӗ, Чӑваш Республикин культура, наципе архив ӗҫӗсен министерстви, Чӑваш Республикин Халӑх пултарулахӗн ҫурчӗ. Паянхи кун тӗлне пурӗ 23 юрӑҫ хутшӑнма тӗв тунӑ — хамӑр республикӑрисемсӗр пуҫне Пушкӑртстанпа Тутарстанран, Самар, Сарӑру тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчен, Хӗрлӗ Ҫыр Енӗнчен пур. Чикӗ леш енчен килнӗ хӑнасемсӗр те иртмӗ — Белоруссинчи юрӑҫсем хутшӑнӗҫ. «Кӗмӗл сасӑ» икӗ кун иртӗ — пӗрремӗшӗнче ӑмӑрту пулӗ, иккӗмешӗнче вара мала тухнӑ юрӑҫсем гала-концертпа савӑнтарӗҫ. Хаклакансен пуҫлӑхӗ — жюри председателӗ — Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров. Фестиваль-ӑмӑрту 18 сехетре пуҫланать!!! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫуркунне ҫитнӗренпе Чӑваш Енри хӑш-пӗр ял-хула яланхи пекех шар курма тытӑнать. Ейӳ вӑхӑтӗнче шыв хӑпарса кайни уйрӑмах Улатӑра, Пӑрачкава, Ҫӗрпӗве пырса тивет. Паянхи кун тӗлне Улатӑрти лару-тӑру япахрах — кунта 46 кил карти шыв айне пулнӑ. Пӑшӑрханмалли ытлашши ҫук — ҫуртсене шыв илмен-ха. Паянхи шыв ҫӳллӗшӗ 710 см танлашать, тепӗр майлӑ каласан, яланхи 330 сантиметртан 4 метр патнелле шыв хӑпарнӑ. Инкек-синкек кӑларма пултаракан виҫеччен 20 сантиметр ҫеҫ юлнӑ. ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ейӳ ыйтӑвӗпе 62 ҫын ӗҫлет, техника шучӗ — 25. Халӑха апат-ҫимӗҫпе тата яланах кирлӗ япаласемпе тивӗҫтерсех тӑраҫҫӗ. Шыв шайӗ юнкун тӗлне анма пуҫламалла теҫҫӗ. Сӑмах май, Ҫӗрпӳ патӗнчи лару-тӑру ҫӑмӑлрах — Ҫавал хӑйӗн шыв ҫулне таврӑннӑ та теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Зоя Нестерова 88 ҫула кайса чӑвашсен паллӑ хӗрарӑм ҫыравҫи Зоя Алексеевна Нестерова вилсе кайнӑ. Вӑл 1926 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Анат Кушар ялӗнче ҫуралнӑ. Зоя Нестерова Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Нумай ҫул хушши Красноармейски тата Комсомольски районӗсенчи тата Магадан облаҫӗнчи шкулсенче вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентсе пурӑннӑ. Литературӑри пӗрремӗш пичетленнӗ ӗҫӗ: «Малтанхи юрату» повесть. Вӑл «Ялав» журналта 1957 ҫулта пичетленнӗ. 1980-мӗш ҫулсенче ачасем валли «Чее мулкач» пичетлесе кӑларнӑ. Чылай повесть ҫырнӑ вӑл: «Сивӗ хӗвел ҫӗршывӗнче», «Пулаймарӑм санӑн мӑшӑру» тата ытти те. Ун кӗнекисем: «Чее мулкач», «Ванюш курнӑ тӗлӗнтермӗшсем», «Ылтӑн пӗрчисем», «Арҫынсем те макӑраҫҫӗ». Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Красноармейски районӗнчи Васнар ҫыннисем яла ҫул сарса пама ыйтнӑ — ҫакӑн пек хута вӗсем Андрей Шестаков район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ячӗпе янӑ. Ял халӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх 1995–2001 ҫулсенче Полевая (Уй урамӗ) урамра ҫурт лартма лаптӑксем уйӑрса панӑ пулать, анчах та хальхи вӑхӑтччен те ҫул ҫук имӗш. Ҫуран утса тухма пулать — ку йывӑрлӑх мар вӗсемшӗн, анчах та техника кӗрейменни питӗ пӑшӑрхантарать — ни пушар машини ҫитеймест, ни васкавлӑ пулӑшу. Ҫӑмӑл машинпа кӗресси вара чӑн-чӑн нуша халӑхшӑн. Тӗрӗссипе ялӗ Красноармейскинчен инҫе те мар ӗнтӗ — вӗсем хушши 3 ҫухрӑм кӑна... Ҫулне туса парӗҫ-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |