Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Чӑвашлӑх: «Нарспи»-не сасӑпа кӑларакансем пулӑшу ыйтаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 26.08.2015 20:26 | 1921 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмине сасӑпа вуласа аудио-диск кӑларасси пирки эпир сире маларах пӗлтернӗччӗ. Ку ӗҫе 2015 ҫул Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май пурнӑҫлама шутланӑ.

Хальхи вӑхӑтра аудио версие кӑларас ӗҫ вӗҫне ҫитсе пырать, анчах та патшалӑх пултарулӑх ушкӑнне укҫа енчен пулӑшасшӑн пулман. Ҫавӑнпа та диск ҫинче кӑларма укҫа пухассине «Армир» ушкӑн ниме мелӗпе ирттерме шут тытнӑ. Пурӗ вӗсене 50 пин кирлӗ. Паянхи кун тӗлне ҫуррине пухнӑ та ӗнтӗ. «Планета» краудфандинг сайтӗнчи информаци тӑрӑх ҫынсем 300 тенкӗрен пуҫласа 20 пин таран укҫа хывайраҫҫӗ. 300–600 тенкӗпе пулӑшсан «Армир» поэмӑн сасӑллӑ версин электронлӑ вариантне ярса пама пулать, 5000 ытла хывсан — Михаил Ефремов алӑ пуснӑ диск ҫитерсе парӗҫ. 10 пин паракансен ячӗсене вара сасӑпа пӗлтерӗҫ.

«Нарспин» аудиоверсийӗ икӗ чӗлхепе пулмалла — вырӑсла тата чӑвашла. Вырӑсла варианта Михаил Ефремов вулать. Вӑл Иван Яковлевӑн мӑнукӗн мӑнукӗ пулать.

Сӑмах май «Нарспи» поэмӑн аудиоверсие хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ хатӗрленӗччӗ. Ӑна «Алатар» псевдонимлӑ сайтҫӑ вуланӑччӗ. Вӑл та актёр, Питӗрти театрсенчен пӗринче вылять. Ку версине эсир тӗнче тетелӗн уҫлӑхӗнче тупма пултаратӑр.

#литература, #аудиоверсисем, #Нарспи, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://planeta.ru/campaigns/narspi
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем