Ял пурнӑҫӗ
![]() Красноармейски районне кӗрекен Тӑватпӳрт ялӗ пысӑках мар. Унта 35 ҫурт ҫеҫ, вӗсенче 29 ҫын пурӑнать. Ытларахӑшӗ — тивӗҫлӗ канурисем, ӗҫ ветеранӗсем. Ял илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ. Ҫавӑнпах-и кунта ҫуралса ӳснӗ ҫынсем, халӗ хулара пурӑнаканскерсем, ҫурт хӑпартаҫҫӗ. Пӗчӗк ялта лавкка та ҫук. Эрнере икӗ хут автолавкка килет, халӑха таварпа тивӗҫтерет. Ялта ҫын сахал, апла пулсан та вӗсем туслӑ. Тӑватпӳртсем ҫулсерен ял уявне пухӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та ӑна ирттернӗ. Ҫак кун Вӑрман урамӗнчи хурӑнсемпе йӑмрасем ҫывӑхӗнче уяв валли лапам хатӗрленӗ. Уява Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Полина Николаева, Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Суховетрюк, Ветерансен канашӗн председателӗ Иван Ильин тата культура ӗҫченӗсем килнӗ. Вӗсем халӑха саламланӑ, тулӑх пурнӑҫ суннӑ. Культура ӗҫченӗсем Илья Степанов композитор купӑс каланӑ май юрӑсем шӑрантарнӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Тутарстанра тӗрлӗ тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫӗпӗр язвине пуҫаракан инфекци тупнӑ. Ӑна Люга ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫыннӑн пусма тивнӗ пушмак пӑрӑвӗнче тупса палӑртнӑ. Халӗ ҫав вырӑнта тӗрӗслев ирттернӗ, карантина кӗрекен лаптӑка палӑртнӑ. Карантинпа килӗшӳллӗн, ҫак вырӑнтан выльӑх-чӗрлӗхе, чӗрчунсене илсе тухма, кӗртме юрамасть. Вӗсенчен апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме, ӑна карантин лаптӑкӗнчен илсе тухма чараҫҫӗ. Чирлӗ выльӑхӑн сӗчӗпе те усӑ курма юрамасть. Вилнӗ чӗрчунсене касма, тирне сӳме ирӗк памаҫҫӗ. Ветеринарсен операци тума та ирӗк ҫук (васкавлисемсӗр пуҫне). Карантин территорине ҫынсен, транспортсен кӗме юрамасть. Выльӑх-чӗрлӗхе пӗве-юханшывсене шыв ӗҫтерме илсе ҫӳреме чараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан Костя Ефимов — чӑн-чӑн паттӑр. Вӑл хӑйӗнчех кӗҫӗнрех тусӗн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Тӑватӑ арҫын ача Шӑмӑршӑ районӗнчи Ярӑслав ялӗнчен 1 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ пӗвене аслисенчен ыйтмасӑрах шыва кӗме кайнӑ. Костя ыттисенчен аслӑрах пулнӑ. Костя 5 ҫулти Глеб ҫыран хӗрринче пулманнине асӑрханӑ. Пӗвери пӗр вырӑнта вара хӑмпӑсем ҫиеле тухнӑ. Костя тӑхтаса тӑмасӑр юлташне шырама шыва чӑмнӑ. Глеба ҫыран хӗррине илсе тухса тӑна кӗртнӗ. Арҫын ачасем пулса иртни пирки никама та шарламан. Пӗр талӑкран Глеб кун пирки аслашшӗне персе янӑ. Лешӗ ачасене пухнӑ та калаҫу ирттернӗ, Костьӑна телефон парнеленӗ. Паттӑр арҫын ача ӳссен моряк пуласшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() РФ Президенчӗ Владимир Путин халӑхсем хушшинче иртекен «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» спорт канашлӑвне Шупашкарта ирттерме йышӑнса Хушу алӑ пуснӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫурлан 7-мӗшӗнче пӗлтернӗ. — Пирӗн тӗллев — ҫак мероприятие ҫӳллӗ шайра ирттересси, малашне хушма инвестицисем илсе спорт инфратытӑмне аталантарасси, — тенӗ Михаил Васильевич. Канашлу Чӑваш Енре кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 9–11-мӗшӗсенче иртӗ. Халӗ республикӑра Раҫҫейри пысӑк, пӗлтерӗшлӗ мероприятие — «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» спорт канашлӑвне — хатӗрленме тытӑннӑ. Канашлу иртнӗ кунсенче Чӑваш Ене Раҫҫей правительствин пайташӗсем, Патшалӑх Думин депутачӗсем, министерство тата спорт управленийӗн ертӳҫисем, регионсен пуҫлӑхӗсем, Олимп комитечӗн, спорт федерацийӗсен элчисем, пысӑк компанисен директорӗсем, спорт «ҫӑлтӑрӗсем» килӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Антон Вороновпа Анна Березина Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн ЗАГС пайӗнче туй тӑвакансен йышӗ нумайланнине пӗлтереҫҫӗ. Ытларах чухне хӗрпе каччӑ Мӑшӑрлану керменне канмалли кунсенче васкаҫҫӗ. Халӗ вара хулара ӗҫлемелли кунсенче те туй кӗрлеттереҫҫӗ. Акӑ Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫурлан 7-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, 24 мӑшӑра регистрациленӗ. Эрнекунпа шӑматкун вара 25 туй кӗрленӗ. Нумаях пулмасть спутник хулара 600-мӗш мӑшӑр тай тунӑ. Вӗсем — Антон Вороновпа Анна Березина. Антон — тренер, ачасемпе ҫамрӑксен 1-мӗш спорт шкулӗнче вӗрентет. Анна — банк ӗҫченӗ. Ҫамрӑк мӑшӑр ЗАГСа хӑйсен юратнӑ йыттипе пынӑ. Жастин ятлӑскер уявра «тӗп хӑна» пулнӑ. Регистраци пынӑ вӑхӑтра Анна ӑна алӑран яман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Вӑрнарти каток ҫурчӗ Физкультурниксен кунӗ умӗн Вӑрнар поселокӗнче «Кристалл» пӑр катокӗ уҫӑлнӑ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн комитет председателӗ Николай Малов, ЧР спорт министрӗ Сергей Мельников хутшӑннӑ. Михаил Васильевич пӑр катокӗ спортӑн хӗллехи тӗсӗсене аталанма пулӑшасса шанать. Ӑна хута ямашкӑн 135 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Йӑлтах — ачасемшӗн, ҫамрӑксемшӗн, аслӑ ӳсӗмрисемшӗн. Элтепер кунта ветерансем те сывлӑхне ҫирӗплетме килессе шанать. Катока 2012 ҫул вӗҫӗнче тума тытӑннӑ. Унӑн лаптӑкӗ — 1800 тӑваткал метр. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫлансан кунта хоккей тата эрешлесе ярӑнакансен уйрӑмӗсене уҫма палӑртнӑ. Секцисене Вӑрнар районӗнчи ачасем кӑна мар, ҫывӑхри районсенчисем те ҫӳреме пултарӗҫ. Пӑр ҫине пӗрремӗш республикӑри хоккей воститанникӗсем, «Спартак» спорт шкулӗн вӗренекенӗсем тухнӑ. «Сокол — 2001» команда вара хоккей вылянӑ. Ыран вара, Пӗрлехи спорт кунӗнче, катока конькипе ярӑнма юратакансене чӗнеҫҫӗ. Сӑнсем (36) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Мария Дмитриевна Байгулова хӑнасемпе Канашра пурӑнакан Мария Дмитриевна Байгулова 100 ҫул тултарнӑ. Кинемейӗн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман. «Питӗ йывӑр пулнӑ. Хамӑрах вӑрмана вутӑ турттарма каяттӑмӑр, хамӑрах татнӑ. Унашкаллине никам та ан куртӑрччӗ», — тет Мария Дмитриевна. Мария Байгулова — ӗҫ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ, икӗ ача амӑшӗ. Мӑнукӗсемпе, унӑн ачисемпе савӑнса пурӑнать. Кинемее ҫуралнӑ кунпа РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫыру ярса саламланӑ. Ҫак кун тӳре-шара та 100 ҫулти Мария Дмитриевнӑна саламлама килнӗ, тата нумай ҫул пурӑнма ҫирӗп сывлӑх суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Ӗнер «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗн Валентин Наездниковӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Унта ӳнерҫӗн акварель тата пастель техникипе тунӑ 70 ӳкерчӗкӗпе паллашма пулать. Вӗсем — юлашки ҫулсенчи ӗҫсем. Вӗсен йышӗнче — натюрмортсем, пейзажсем, портретсем. Валентин Николевичӑн арӑмӗн, мӑнукӗн юлташӗсен сӑнӗсем уйрӑмах паллӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Валентин Николаевич 1937 ҫулта Иваново облаҫӗнче ҫуралнӑ. Шупашкара 1960 ҫулта килнӗ. Ун чухне вӑл ӳнерҫӗ тата педагог пулнӑ. 1965 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ӳнерпе графика факультетне пӗтернӗ. Пултаруллӑскере живопиҫ кафедринче вӗрентме хӑварнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл Шупашкарти 35-мӗш шкулта ӳнерпе черчени урокӗсене 40 яхӑн ҫул вӗрентнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен ҫитес 7-10 кунра Украинӑри 390 таркая йышӑнмалла. Ҫапла майпа республикӑра пӗр эрне хушшинче куҫса килекенсен йышӗ 1 пин ҫынран иртмелле. Пӗрремӗш ушкӑн паян килсе ҫитнӗ. Ростов облаҫӗнчен 120 ҫын килнӗ. Темиҫе кунран 140 таркая йышӑнмалла. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫак лару-тӑрупа кашни кун кӑсӑкланать. Вӑл ҫурлан 7-мӗшӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав кун тӗлне республикӑра таркайсен шучӗ 601 ҫынна ҫитнӗ. Украинӑран Чӑваш Ене таркайсем хӑйсем тӗллӗн тӑванӗсем, юлташӗсем патне килеҫҫӗ, ҫавна май вӗсен шучӗ кунсерен ӳсет. Таркайсене вырнаҫтармашкӑн республика федераци хыснинчен 566 пин тенкӗ илӗ. Ҫак укҫана утӑн 22-мӗшӗнчи лару-тӑруна кура палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Ҫапларас ӑнлантарса панӑ паянхи йышӑнӑва Раҫҫей Федерацийӗн Ҫыхӑнупа массӑллӑ коммуникацисен министерствинче. Ахаль ҫын е пӗр-пӗр организаци хӑйӗн Wi-Fi-не уҫӑ хӑварсан ун урлӑ ҫыхӑнакансем тӗнче тетелне паспортсӑрах тухма пултарӗҫ. «Wi-Fi точкине ҫыхӑну операторӗ лартнӑ пулсан тӗнче тетелне ярас умӗн унӑн усӑҫран (пользовательтен) СМС урлӑ ӑна палласа илме май паракан даннӑйсем илсе е ятарлӑ хурмӑ ҫырса тултарттарса кирлӗ даннӑйсене пӗлмелле. Енчен те Wi-Fi точкине уйрӑм ҫын лартнӑ пулсан [паянхи] улшӑнусем ӑна пырса тивмӗҫ, унӑн нимӗнле яваплӑх та пулмӗ», — министерствӑра ҫапларах ӑнлантарса панӑ. Ҫапла май кафесемпе транспортра е паркра ҫынсем малашне те тӳлевсӗр Wi-Fi-па усӑ курайӗҫ. Идентификаци йӗркине оператор хӑйех суйлама тивӗҫ иккен — е вӑл влаҫ органӗнчен ыйтма пултарать е СМС яртарса. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.06.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Макаров Николай Иванович, чӑваш тухтӑрӗ, медицина ӑҫлӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗ. | ||
| Шупашкарта Петӗр Хусанкай палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |