Ҫул-йӗр
![]() Ҫурлан 1-мӗшӗнче Улатӑрта автобус водителӗсен республика конкурсӗ пуҫланнӑ. Чӑваш Республикинчи «Чӑвашавтотранс» патшалӑх унитари предприятийӗн филиалӗсенчи автобус водителӗсен хушшинче суйлав иртнӗ ӗнтӗ. Пӗтӗмпе 39 водитель хутшӑннӑ. Улатӑрта тупӑшу икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Хула администрацийӗн ҫуртӗнче водительсем ҫул-йӗр правилисене мӗнле пӗлнине тӗрӗсленӗ. Хула тӳремӗнче вара руль умӗнчисем хӑвӑртлӑх маневрӗсем тӑвассинче тупӑшнӑ. Пӗтӗмлетӳ ҫапларах: тӑватӑ номинацире те Ҫӗнӗ Шупашкарти автотранспорт предприятийӗн водителӗ Анатолий Иванов ҫӗнтернӗ. Вӑл руль умӗнче 20 ҫул ытла ларать. Иккӗмӗш вырӑна Шупашкарти автотранспорт предприятийӗнче ӗҫлекен Виталий Краснов тата Ҫӗмӗрлери автотранспорт предприятийӗнче вӑй хуракан Вячеслав Егоров тухнӑ. Шупашкарти автотранспорт предприятийӗн водителӗ Ирина Федорова виҫҫӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти Анатолий Иванов — ҫул-йӗр правилисене чи лайӑх пӗлекенни. Сӑнсем (36) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ поселокӗ ҫулсерен ҫурла пуҫламӑшӗнче уява пухӑнать. Кӑҫал ҫурлан 2-мӗшӗнче йӗпреҫсем 121-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Илемлетнӗ пӑравус артистсене парка илсе ҫитернӗ хыҫҫӑн уяв уҫӑлнӑ. Йӗпреҫ районӗн пуҫлӑхӗ Александр Яковлев, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров тата ыттисем етешӗсене уявпа саламланӑ. Александр Яковлев Валентина Ивановӑна, Надежда Масловӑна, Раиса Ивановӑна Йӗпреҫ район администрацийӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. Йӗпреҫре ӗҫлекен ытти ҫынсем те грамотӑсене тивӗҫнӗ. Унтан хӑнасене тата йӗпреҫсене районти ача-пӑча, фольклор, эстрада, ташӑ ушкӑнӗсем сцена ҫинче савӑнтарнӑ. Кун хыҫҫӑн Анатолий Алясов юрӑҫ юрӑсем шӑрантарнӑ. Ҫавӑн пекех уявра Комсомольски районӗнчи Александровка ял тӑрӑхӗнчи «Родники» ансамбль, Вӑрнарти «Тивлет» юрӑпа ташӑ ансамблӗ, чӑваш эстрада артисчӗсем, Шупашкарти «Волжане» вокалпа инструмент ансамблӗ сцена ҫине тухнӑ. Уяв спорт ӑмӑртӑвӗсемсӗр иртмен. Йӗпреҫри чи вӑйлӑ ҫын ятне Роман Ковальчик тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Андрей Бороницын Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Андрей Бороницын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫемҫе пукна йышӑннӑ ҫынна хӑйӗн тивӗҫӗсене ӳстернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пуҫлӑх пулнӑ вӑхӑтра Бороницын 2011 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче пӗр хӗрарӑма 1798 тӑваткал метр ҫӗре аукционсӑр-мӗнсӗр харпӑрлӑха пама йышӑну кӑларнӑ. Унччен ҫав ҫӗр патшалӑх харпӑрлӑхӗнче пулнӑ. Пуянлӑхпа Ҫӗмӗрле хула администрацийӗ хуҫаланнӑ. Ҫӗре хӗрарӑма 552 пинрен темиҫе тенкӗ йӳнӗрехпе уйрӑм ҫын харпӑрлӑхне панӑ хыҫҫӑн унта автоавӑрлав станцийӗ туса лартнӑ. Асӑннӑ ҫӗрӗн кадастр хакӗ 3,7 миллиона яхӑн иккен. Ку фактпа иртнӗ уйӑхӑн юлашки кунӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫурлан 2-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра юн паракансен шӑматкунӗ иртнӗ. Унта яланхи донорсемпе ҫак ырӑ ӗҫе пуҫласа пурнӑҫлакансем те хутшӑннӑ. Тухтӑрсем юн пани ҫыншӑн хӑрушӑ маррине ҫирӗплетнӗ май ҫак процедура валли усӑ куракан мӗнпур инструментпа, йӗппе, юн ямалли тытӑмпа пӗр хутчен кӑна усӑ курнине ӗнентереҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн вӗсене тӳрех утилизацие яраҫҫӗ иккен. Час-часах юн парсан донорӑн юнӗ ҫӗнелнине кура организм та ҫамрӑкланать имӗш. «Пуринчен хакли — тепӗр ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулӑшни», — теҫҫӗ шурӑ халатлисем. Ҫапах та пурин те юн пама юрамасть. ВИЧ-инфекципе, В тата С гепатитпа, туберкулезпа, малярипе, шалти органсен йывӑр формипе чирлисен донор пулма май килмӗ. Юн паракансене шӑматкун ирхи саккӑртан пуҫласа кӑнтӑрлахи 12 сехетчен Республикӑри юн илекен станцине йыхравланӑ. Канашра та юн пама май туса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Аналитиксем ҫакӑн сӑлтавне темле хаклаҫҫӗ те, анчах тыр-пул пухса илнӗ вӑхӑтра бензин-тлпливо хакланнине хресчен сисмесӗр ирттермест-тӗр. Утӑ уйӑхӗнче бензина ваккӑн тата курттӑмӑн сутмалли хак хӑпарнӑ. Бензин хакӗ тӑрӑх пӑхсан, Шупашкар Атӑлҫи тӑрӑхӗнче малта пыракан виҫӗ хула шутне лекнӗ. Утӑн 3-мӗшӗнчен тытӑнса 31-мӗшӗччен АИ-95 маркӑлли 1,25 процент хакланса тонни 40,5 пин тенке ҫитнӗ, АИ-80 маркӑллин тонни 1,56 процент хӑпарса 32,5 пинпе танлашнӑ. АИ-92 йышши 0,52 процент ӳснӗ. Дизель топливи кӑна хакланман. Шупашкарти нефть базинче ӑна пӗр тоннине 33,3 пин тенкӗпе туянма май килнӗ. Халӗ ваккӑн сутнине тишкерер. Пуринчен ытла АИ-92 маркӑлли хӑпарнӑ. Вӑл 2 процент, е 61 пус, хакланнӑ та ӑна литрне 31 тенкӗ те 15 пуспа сутма тытӑннӑ. АИ-95 56 пус (1,66 процент) хӑпарнӑ. Ӑна 34 тенкӗ 34 пуспа сутнӑ. А-76 1,4 процент, е 40 пус, хакланнӑ май утӑ уйӑхӗнче уншӑн 28 тенкӗ те 90 пуспа ыйтнӑ. Ваккӑн сутакан дизель топливи 22 пус (0,69 процент) хӑпарнӑ. Ҫапла вара иртнӗ уйӑхра ӑна 32 тенкӗ те 27 пуспа сутнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пирӗн ҫӗршывра саппасри ҫар ҫыннисене ҫар мобилизацине пухаҫҫӗ. Вӗсене ҫӗнӗ тата юсатса ҫӗнетнӗ хӗҫ-пӑшалпа, ҫар техникипе тата ятарлӑ техникӑпа палаштарӗҫ. Кун пирки ҫӗршывӑн Хӳтӗлев министерстви пӗлтернӗ. «Тӗп ҫар специальноҫӗсене икӗ уйӑх хӑнӑхтармалла. Вӗрентӳ ҫар чаҫӗсемпе подразделенийӗсенче иртӗ», — тесе пӗлтернӗ ҫар ведомстви эрнекун. Асӑннӑ министерство асӑннӑ ҫар специальноҫӗсен хушшинче — ҫыхӑну, ракета ҫарӗсен, артиллерин, мотострелоксен, ҫарпа тинӗс флочӗн ҫыран хӗрринчи ҫарӗсен, кӗперсемпе чукун ҫулсен специалисчӗсем, инженери подразделенийӗсен тата пурлӑхпа техника енчен тивӗҫтерсе тӑракансем. «Хӗвелтухӑҫ–2014» командӑпа ҫар вӗрентӗвӗ вӑхӑтӗнче те тренировкӑсем иртмелле. Ҫар вӗрентӗвне пухакансен ҫар званийӗпе тата штат должноҫӗпе килӗшӳллӗн укҫа тӳлӗҫ. Вӗренӳ ирттерекен вырӑна ҫар комиссариатӗнчен кайса-килсе тӑкакланнине те саплаштарӗҫ. Апат ҫитерӗҫ, тумтирпе тивӗҫтерӗҫ. Ҫӗршывӑн Оборона министерстви ку мероприятие пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчех ирттерме палӑртнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Суд приставӗсем нумаях пулмасть виҫӗ хӗре Нигерине ӑсатнӑ. 1990-мӗш ҫулта ҫуралнӑ виҫӗ пикене Федерацин миграци службин Чӑваш Енри управленийӗ утӑ уйӑхӗнче асӑрханӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӗсем пирӗн тӑрӑха визӑпах килсе ҫитнӗ-ха. Раҫҫейре пурӑнмалли вӑхӑт тухсан та хӗрсем тӑван ҫӗршывне кайма васкаман, миграци тӗрӗслевне те тӑман. Хӗрсен ҫапла хӑтланкаларӑшне миграци службин ӗҫченӗсем саккуна пӑсни тесе хакланӑ. Ун пеккине Раҫҫей Федерацийӗн Административлӑ правонарушенийӗ ҫинчен калакан кодексӗпех явап тыттарма май пулать. Ҫапла тунӑ та. Нигери хӗрӗсене суд Раҫҫейрен кӑларса яма йышӑннӑ, хута суд приставӗсем патне ярса панӑ. Нумаях пулмасть хайхисене Мускаври аэропорта ӑсатнӑ, унтан вӗсен тӑван ҫӗршывне каймалла. Кунсӑр пуҫне вӗсене икшер пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттернӗ. Сӑмах май каласан, миграци саккуне пӑсакан ҫынсем пирки суд приставӗсем патӗнче кӑҫалхи ҫур ҫулта 73 ҫын тӗлӗшпе 60 ытла ӗҫ пулнӑ. Вӗсенчен 55 тӗслӗхӗнче саккунлӑ мар мигрантсене тӑван тӑрӑхне кӑларса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫулҫӑран ҫӗленӗ сараппан тӑхӑннӑ Даша юлташӗсемпе Ачасем ҫу вӑхӑтне усӑллӑ ирттерччӗр тесе аслисем тӑрӑшаҫҫӗ. Чылай тӑрӑхра ачасем валли конкурс йӗркелеҫҫӗ. Акӑ Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхне кӗрекен Чӑрӑшкасси ачисем ҫурлан 1-мӗшӗнче «Ҫуллахи мисс — 2014» ята илессишӗн тупӑшнӑ. Мероприяти темиҫе номинаципе иртнӗ: «Хӑвӑнпа паллаштар та тум пирки каласа кӑтарт», «Тупмалли юмахсен конкурсӗ», «Кам ытларах чечек пухать», «Мана ӑнлан» тата ташӑ конкурсӗ. Конкурса хутшӑнакансем хастарлӑхне, пултарулӑхне кӑтартнӑ. Мероприяти савӑнӑҫлӑ иртнӗ, ҫавӑнпа кашни конкурсҫа кӑмӑллӑ юлнӑ. Мероприяти вӗҫӗнче жюри «Ҫулла мисне» палӑртнӑ. Ҫак ята ҫулҫӑсенчен ҫӗленӗ сараппан тӑхӑннӑ Даша Леонтьева тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Республикӑри шкулсем ҫӗне вӗренӳ ҫулӗ валли хатӗрленеҫҫӗ. Кӑҫал авӑн уйӑхӗ тӗлне республикӑри 26 шкул валли ҫӗнӗ оборудовани туянӗҫ, спорт пӳлӗмӗсене юсӗҫ. Чӑваш Енри шкулсем кӑҫал «Ача-пӑча спорчӗ» проектпа килӗшӳллӗн спортзалсене юсамашкӑн, ҫӗнӗ хатӗр туянмашкӑн хушма укҫа-тенке тивӗҫнӗ. Ҫак тӗллевпе федераци хыснинчен — 21 миллион, республика хыснинчен 1,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Енӗшри храм Вӑрнар районӗнчи Енӗш ялӗн халӑхӗ храм туса пӗтерссишӗн тапаҫланать. Унти ӗҫсем тӑваттӑмӗш ҫул пыраҫҫӗ ӗнтӗ. Халӑх ӑна хӑйӗн вӑйӗпе хӑпартать. Ӗҫ самантлӑха та чарӑнмасть-ха, анчах укҫа-тенкӗ ҫитменни ура хурать-мӗн. Халӗ ҫынсем укҫа пуҫтараҫҫӗ. Стройматериалсем хаклӑ, ҫавӑнпа енӗшсене храма хута яма йывӑртарах. Уйкас Кипек ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем храмра кашни эрнере шӑматкунлӑх ирттереҫҫӗ. Халӗ унта строительсем шалти ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ. Храма хута ярас тесе енӗшсем кӑна мар, унта ҫуралса ӳснӗ, каярахпа тӗрлӗ енне саланнӑ ҫынсем те тӑрӑшаҫҫӗ, ӑна валли укҫа пухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Макаров Николай Иванович, чӑваш тухтӑрӗ, медицина ӑҫлӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗ. | ||
| Шупашкарта Петӗр Хусанкай палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |