Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: старостӑсем

Республикӑра
Етӗрне районӗнчи старостӑсен слечӗ. 2013 ҫулхи юпа уйӑхӗ
Етӗрне районӗнчи старостӑсен слечӗ. 2013 ҫулхи юпа уйӑхӗ

Чӑваш Енри старостӑсене тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх парӗҫ. Анчах, тӳрех палӑртар, ҫавӑ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑнман.

Ӗнер Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта старостӑсене парас ҫӑмӑллӑхсемпе ҫыхӑннӑ саккун проектне тишкернӗ. Унпа Чӑваш Енӗн юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Юрьевна паллаштарнӑ. Старостӑсене хӑйсен ял тӑрӑхӗн администрацине черетсӗр кӗме, ӗҫре кирлӗ информацие ыйтса илме, вырӑнти хай тытӑмлӑх органӗсем ирттерекен ларусемпе мероприятисене хутшӑнма, тӗрлӗ ҫӗре ыйтса ҫырма ирӗк парасшӑн.

Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене удостоверени памалла тӑвасшӑн.

Сӑмах май каласан, Куславкка районӗнче старостӑсене ҫӗр налукӗ тӳлеттермеҫҫӗ. Ун пек е ытти ҫавӑн йышши ҫӑмӑллӑха кӳрессине ытти районпа хулара та пӑхса хӑварма ирӗк пур.

 

Ял пурнӑҫӗ

Ял старости ҫине паянхи кун питӗ нумай ӗҫ тиеннӗ. Вӑл ялта тирпей-илем кӗртессишӗн те, пушар хӑрушсӑрлӑхӗшӗн те, суйлав ирттерессишӗн те, кулленхи ытти ӗҫе туса пырассишӗн те яваплӑ. Ҫак ыйтусене шӑпах паян, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи старостӑсен слетӗнче сӳтсе явнӑ.

Йӗпреҫ поселокӗнче иртнӗ ҫак мероприятие Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем Сергей Горбуновпа Леонид Николаев, Чӑваш Енӗн муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, ял-сала старостисем хутшӑннӑ.

Чи малтанах Шӑрттан ял тӑрӑхне кӗрекен Хыркасси старости Николай Васильев тӑван ялне епле майпа хӑтлӑлатни пирки каласа кӑтартнӑ. Сергей Горбунов хӑйӗн сӑмахӗнче староста вырӑнти влаҫӑн сылтӑм алли пулнине палӑртнӑ. «Старостӑсем пач укҫасӑр ӗҫлеҫҫӗ. Тӑван хутлӑх илемлӗ пултӑр тесе чунран тӑрӑшаҫҫӗ», — тенӗ Станислав Николаев та.

 

Ял пурнӑҫӗ
Утаркассинчи Наталия Миронова старостӑна та тав хучӗ тивӗҫнӗ
Утаркассинчи Наталия Миронова старостӑна та тав хучӗ тивӗҫнӗ

Элӗк районӗнче ял тӑрӑхӗсен старостисен канашлӑвӗ иртнӗ. Вӗренӳ евӗр ирттернӗ мероприятире старостӑсемсӗр пуҫне райадминистрацире тӑрӑшакансем, право хуралҫисем, пушар хуралӗпе ҫӑлавҫӑсем хутшӑннӑ.

Хастар старостӑсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Тав хучӗсемпе палӑртнӑ. Хаклава Сморотинти Ираида Васильева, Тури Вылӑри Нина Сорокина, Юманлӑхри Реомир Быков, Атайкассинчи Алиса Федорова, Чартакри Анатолий Ивановский, Утаркассинчи Наталия Миронова, Ураскилтри Николай Терентьев, Кӗҫӗн Тӑванти Светлана Матьянова, Йӑранарти Фаина Андреева, Тури Юлӑшри Игорь Платонов, Яккушкӑньти Федор Белецкий, Ҫӗнкасри Георгий Никоноров тивӗҫнӗ. Вӗсене райадминистраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Лидия Никитина чысланӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Паян Елчӗк районӗнче ял старостисен слечӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара, депутатсем хутшӑннӑ. Тӗп докладпа Чӑваш Енӗн муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан пуҫлӑхӗ Станислав Николаев тухса калаҫнӑ.

Хӑйӗн докладӗнче Станислав Николаев вырӑнти ыйтусене татассипе старостӑсем пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. Староста вӑл — ял пурнӑҫӗн пайӗ тесе хакланӑ вӑл. Старостӑн вырӑнта сиксе тухакан тӗрлӗ ыйтӑва татса пама пулӑшасси. Апла тӑк унӑн яла хӑтлӑх кӳрессишӗн те, налук пухассишӗн те, пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе те, суйлавпа ҫыхӑннӑ ыйтусемпе те тимлемелле. Станислав Николаев кунсӑр пуҫне ял старостисен ялта мӗн пулса иртни пирки ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхне, ял тӑрӑхӗнчи пирки ҫынсене пӗлтерсе тӑмаллине асӑнса хӑварнӑ. Старостӑшӑн хастар пулмалла, общество ӗҫне ӳркенмесӗр пурнӑҫламалла.

Сӑнсем (32)

 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи ял старостисем паян Мӑн Турхан ялне пухӑннӑ, вӗсене пурне те кӑмӑллӑн та вашаватлӑн ялти культурӑпа сывлӑх ҫирӗплетекен центрӗн акт залӗ йышӑннӑ.

Пухӑва уҫнӑ майӑн Чӑваш Республикин муниципаллӑ пӗрлӗхсен Канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Николаев Станислав Андреевич старостӑсен пысӑк вырӑнне палӑртнӑ. Шӑп та лӑп вӗсем урлӑ халӑхпа влаҫ хушшинче ҫыхӑну йӗркеленни пирки асӑннӑ. Ҫавӑнпа яваплӑхӗ те пысӑк. Станислав Андреевич хӑйӗн сӑмахӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен старостӑсен ячӗсене те асӑннӑ. Пухӑннисем умӗнче сӑмах илнӗ тепӗр ҫын — Ҫӗмӗрле районӗн администраци пуҫлӑхӗ Рафинов Лев Геннадьевич — старостӑн ӗҫӗсене каласа тухнӑ. Ялти ҫак ҫын тавралӑха тирпейлеме пулӑшмалла, налук пухассине лайӑхлатмалла. Старостӑсенех суйлав ирттерме хутшӑнмалла, пушартан сыхланмалли ӗҫсене тумалла. Унсӑр пуҫне старостӑсем ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ялта мӗн-мӗн пулса иртни пирки, ялтисене вара ял тӑрӑхӗ мӗнле ӗҫлени ҫинчен пӗлтерсех тӑмалла имӗш.

Ял старостисем хӑйсем те сӑмах илчӗҫ. Сӑмахран, Тӑванкасси ял тӑрӑхне кӗрекен Кӗҫӗн Тӑван старости Алевтина Ташманова хӑйне шанса панӑ ялӑн йывӑрлӑхӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Малалла...

 

Республикӑра

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкар районӗнче пулнӑ. Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Мошкассинче ӑна район хысни шучӗпе хӑпартса лартнӑ ҫӗнӗ клуба кӑтартнӑ. Культура учрежденине ҫӗклеме паракан укҫана асӑннӑ тӑрӑх кӑҫал район Акатуйне хӑйсем патӗнче ирттерме ҫӗнсе илнӗ май тивӗҫнӗ. Клуба тума 1,9 миллион тенкӗ тухса кайнӑ. Элтепер килнӗ ҫӗре ял ҫыннисем хӑйсем туса илекен апат-ҫимӗҫ куравне те йӗркеленӗ. Михаил Игнатьев вырӑнта туса илекен чикӗ леш енчен кӳрсе илекеннинчен кая мар тесе хакланӑ.

Унтан Элтепер «Ольдеевская» агрофирмӑн «Герой» уйрӑмне ҫитнӗ, вырма ӗҫӗпе паллашнӑ. Тухӑҫ гектар пуҫне 45 центнер таран тухать иккен.

Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗнчи Мӑн Чӑкӑрта фельдшерпа акушер пунктне уҫнӑ. Вӑл таврари виҫӗ ял: Мӑн Чӑкӑр, Саратакасси, Ҫырмапуҫ — халӑхне тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳмелле. Михаил Игнатьев ял ҫыннисемпе те яланхиллех калаҫнӑ.

Унтан республикӑн ертӳҫи «Акашевская» кайӑк-кӗшӗк фабрикине ҫитнӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 21

1933
91
Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть