Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял пурнӑҫӗ

Вӑрнарсем пӗлтӗр нумай ачаллӑ тӑватӑ ҫемье ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкине тунине пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем валли патшалӑх хӑтлӑ та пысӑк ҫуртсем туса лартнӑ. Ҫав ҫуртсене тумашкӑн республика хыснинчен 10,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Кульцавра пурӑнакан Ерошинсен 4 ывӑл тата 1 хӗр. Ҫемье пуҫӗ Александр Анатольевич агрофирмӑра ӗҫлет. Мӑшӑрӗ — ача пахчинче. Ҫемье 101 тӑваткал метрлӑ пӳрте хӑйӗн вӑйӗпе лартаймастчех. Патшалӑх пулӑшӑвӗ вӗсемшӗн чӑн-чӑн парне пулса тӑнӑ.

Мӑн Явӑш ялӗнчи Петровсем те пилӗк ача ҫуратса ӳстереҫҫӗ. Упӑшки — электрик, арӑмӗ Ҫӗньял Явӑшри культура ҫурчӗн ертӳҫи. Ҫемье выльӑх-чӗрлӗх нумай усрать.

Николаевсем Кайри Тукай ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем 5 хӗр ҫуратнӑ. Услапа ялӗнчи нумай ачаллӑ Светлана Иванова та нумаях пулмасть ҫӗнӗ пӳрте куҫнӑ.

Халӗ Вӑрнар районӗнче пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн нумай ачаллӑ 16 ҫемье черетре тӑрать.

 

Хулара Елена Петрова тунӑ сӑн
Елена Петрова тунӑ сӑн

Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн хваттерӗнче ҫунатне хуҫнӑ ҫӑхана усрать-мӗн. Ӑна вӑл попугайсем тытмалли читлӗхе вырнаҫтарнӑ.

Елена Петрова «Про Город» корреспонденчӗсене кайӑк унӑн килне мӗнле лекнине каласа кӑтартнӑ.

Хӗрарӑмӑн хӗрӗ урамра уҫӑлса ҫӳренӗ чухне юр ҫинче кайӑка асӑрханӑ-мӗн. Тӳрех ӑнланнӑ: ҫӑханпа темӗн пулнӑ.

Хӗр ун патне ҫывӑхарах пынӑ. Лешӗ ҫунат ҫапса вӗҫсе хӑпарма хӑтланнӑ, анчах усӑсӑр. Хӗр ӑна хӗрхеннӗ те киле чупса кайнӑ, курупка йӑтса тухнӑ. Хайхискер вӑйсӑр кайӑка тытса килне йӑтса килнӗ.

Халӗ хура ҫӑхан вӗсен килӗнче пурӑнать. Хӗр ӑна тӳрех ҫӑкӑр панӑ. Выҫӑскер ӑна хапӑлласах ҫинӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/777
 

Вӗренӳ

Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасем сивӗ шкулта вӗренеҫҫӗ. Пур ҫӗрте те мар-ха, хулари 9-мӗш номерлӗ вӗренӳ учрежденийӗнче.

Сивӗ пӳлӗмсенче пӗлӳ тӗнчине шӗкӗлчеме тивни пирки пуҫламӑш класра вӗренекен пӗр хӗрача массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен пӗрине систернӗ. Варвара Пугачева 12 градуслӑ классенче урок иртни пирки ӗнентернӗ. «Ҫиелти тумтирпе ларма тивет», — ҫине тӑрсах ӑнлантарнӑ хӗр пӗрчӗк.

Чӑн та, суйман вӑл. Хӗллехи каникул хыҫҫӑн сивӗ пӳлӗмсене лекнине шкул пуҫлӑхӗ Наталья Бутюнина та ҫирӗплетнӗ. «Ӑшӑ пӑрӑхӗнче сывлӑш пухӑннӑ пулинех. Специалистсем халӗ ку кӑлтӑка пӗтерессипе тимлеҫҫӗ», — тенӗ вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/775
 

Хулара

Шупашкарта юр хӳсе лартнине хирӗҫле акци ирттереҫҫӗ. Ҫутҫанталӑкӑн ҫак пулӑмӗпе чӗрре кӗреймӗн. Анчах коммуналлӑ службӑсемпе ним мар «кӗрешӗве» тухма пулать. Тӗрӗсрех, вӗсем пирки ҫӑхавлама. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗсем ӗҫлесе — тасатса — ҫитерейменни ҫинчен элеклесе.

Шупашкарта «Юр хӳсе лартнине чарар!» акции шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫуран ҫӳрекенсене е автомашинӑсене иртсе ҫӳреме кансӗрлекен юр купине ӳкерсе stopsugrob@gmail.comс электрон адреспа ярса пама ыйтаҫҫӗ. Унта сӑна хӑҫан ӳкернине тата юр купин вырӑнне кӑтартма ыйтаҫҫӗ.

 

Хулара

Ӗнер, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче, халӑх тетелӗсенчен пӗринче хӗрсене ӳкерсе ҫӳрекен паллӑ мар художник сӑнне пичетленӗ. Пикесене вӑл троллейбусра ӳкерсе ҫӳрет имӗш. Ӑна Шупашкарта пурӑнакан нумай ҫын курнӑ тесе ӗнентерет массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен пӗри.

Александр Базаров ятлӑ диджей художник каччӑпа ларса пыракан хӗре ӳкернӗ тесе пӗлтернӗ. Ун шучӗпе, хӗр хӑйне ӳкернине сисе те ӗлкӗреймен. Паллӑ мар художника вӑл 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбусра курнӑ пек астӑвать иккен.

Фокус кӑтартакан Андрей Петров та художника общество транспортӗнче асӑрханӑ-мӗн. Вӑл 25–27 ҫулсенче, хӑй сухаллӑ, хӑлхине наушник чикнӗскер никама та асӑрхаман имӗш.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/773
 

Раҫҫейре

«Раҫҫей хули. Наци суйлавӗ — 2014» Пӗтӗм ҫӗршыври сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Шупашкар Раҫҫейре пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн тӗп хулине чи илӗртӳллӗ тата уйӑрса илмелле хула тесе 83 пин те 276 ҫын йышӑнать иккен.

Конкурса Раҫҫейри 81 хула хутшӑннӑ. Пуринчен ытла сасӑ пухни — Хабаровск. Уншӑн 192 пин сасӑланӑ. Ӗпхӳпе Кустӑрмана (Костромана) кӑмӑллакансем те йышлӑ иккен. Кӑнтӑр Сахалинск, Якутск, Анадырь хулисем ҫынсене питех килӗшмеҫҫӗ-мӗн.

Аса илтеретпӗр, наци конкурсне пуҫласа 2012 ҫулта йӗркеленӗччӗ. Ун чухне Смоленск ҫӗнтернӗччӗ. Виҫӗм ҫул Шупашкар мала тухнӑччӗ.

Интернет-сасӑлав кӑҫал та пулӗ. Хальхинче 83 хула тупӑшӗ. Город-россии.рф сайта кӗрсе халех сасӑлама юрать. Хальлӗхе Шупашкар 13-мӗш вырӑн йышӑнать.

 

Статистика

Ҫапла пӗтӗмлетме май килет Чӑвашстат сӑнаса пынине ӗненсен. Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра купӑстасӑр пуҫне хуратул кӗрпи те вӑйлӑ хакланнӑ. Ӑна пӗлтӗр унчченхинчен 152 процент хаклӑрахпа туянма тивнӗ, купӑста хакӗ 150 процент хӑпарса кайнӑ. Сисӗмлӗ хакланнӑ ытти апат-ҫимӗҫ хушшинче — сахӑр песукӗ (79%), панулми (52%), шӑл сухан (42%), шӑнтнӑ пулӑ (36%), рис, чӑх какайӗ, помидор (33-шер процент), сысна какайӗ (32%), ҫӑнӑх (26%), вир кӗрпипе кишӗр (25-шер процент), ҫӗрулми (21%), тӗтӗмлетнӗ тата ҫурма тӗтӗмлетнӗ кӑлпасси (19%), сӗт тата хӑйма хакӗ 16 тата 15 процент ӳснӗ, вермишель (16%), ҫӑмартапа макарон (14-шар процент).

Ҫапла вара Чӑваш Енре апат-ҫимӗҫ вӑтамран 10,9 процент хакланнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Канашри чукун ҫул станцийӗнче терактран пӑрӑнма май килнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, тунтикун, кӑнтӑрла иртни икӗ сехет тӗлӗнче 400 грамлӑ тротил шашки, электродетонатор тата сехет механизмӗ тупса палӑртнӑ. Чукун ҫул вакунӗсене пӑхса ҫӳрекен ҫын Удмурт Республикине каякан пуйӑсӑн цистернисенчен пӗрин ҫумӗнче сисчӗвлентерекен хатӗр асӑрханӑ. Цистерна ҫумне ӑна магнитпа ҫирӗплетнӗ. Ҫав хатӗр хӑй тӗллӗн сирпӗнме ӑсталанӑ хатӗр пулнӑ.

Сирпӗнмелли хатӗр ҫирӗплетнӗ цистерна Раҫҫее Украинӑри Одесса хулинчен килсе ҫитнӗ имӗш. Ҫапла пӗлтереҫҫӗ информаци агентствисем. Вакун Удмурт Республикинчи Каучук станцийӗнче чарӑнмалласкер пулнӑ-мӗн.

Ҫав вӑхӑтрах «Раҫҫейӗн чукун ҫул вокзалӗ» акционерсен обществин Горьки чукун ҫулӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Айсылу Закирова цистерна Куйбышеври чукун ҫул полигонӗнчен ҫитнӗ тесе хыпарлать.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш пичечӗн кунне «Хыпар» хаҫатӑн пӗр ушкӑнӗ уява каймасси пирки пӗлтерет имӗш. Ҫакӑн пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат ҫырать.

Уяв, аса илтеретпӗр, ҫак шӑматкун Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче иртмелле.

Маларах асӑннӑ МИХа редакцинчи ҫӑлкуҫ «редакцинче ыйтусем малтанах пулнине», «ҫӗнӗ пуҫлӑх Валерий Туркай килсен лару-тӑру ылмашасса» шаннине пӗлтернӗ-мӗн. Халӗ унта ахаль те пӗчӗк ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемеҫҫӗ, гонорара ҫынсем курмаҫҫӗ имӗш. Хайхи ҫын «опытлӑ кадрсем» ӗҫрен кайни пирки те систернӗ пулать. Гендиректорӑн ҫумӗсем пиллӗк ҫынна ҫитсе кайнӑ иккен. «Тиражӑн самай пайӗ макулатурӑна каять», ҫавӑнпа та «хыпарҫӑсен уяв шухӑшӗ мар» имӗш.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Алексей Шестаков унччен хулара пурӑннӑ. Анчах вӑл яла куҫса килнӗ. Мӗн тӗллевпе? Вӑл фермер хуҫалӑхӗ йӗркеленӗ.

Ҫамрӑк арҫын Ҫӗмӗрле районӗнче кӑркка ӗрчӗтет. Алексей мӗншӗн шӑпах ҫак кайӑк-кӗшӗке ӗрчетме шухӑшланӑ-ха?

Кӑрккасем, чӑхсемпе тата хурсемпе танлаштарсан, ҫӗр чакаламаҫҫӗ. Алексей ку кайӑка ӗрчӗтесси пирки нихӑҫан та шухӑшламан. 3 ҫул каялла вӑл ӑна хӑйӗн валли ҫеҫ усранӑ. Унтан кун пек майпа услам тума май пуррине ӑнланнӑ. Ҫамрӑкскер яла куҫса килсе кӳршисене питӗ тӗлӗнтернӗ.

Фермер йӑлтах хӑйӗн укҫипе тунӑ. Вӑл 4 миллиона яхӑн тӑкакланӑ. Алексей кӑркка ашӗ лайӑх сутӑнасса шанать.

Алексей кӑрккасем валли лайӑх услови тума тӑрашать. Кайӑк хӑвӑрт ӳсет. Экологи тӗлӗшӗнчен таса какая Алексейрен туянакансен йышӗ ӳссех пырать-мӗн.

Республикӑра фермерсен йышӗ майӗпен ӳсет. Ара, вӗсене пулӑшакан патшалӑх программисем пур-ҫке-ха. Кӑҫал Ҫӗмӗрле районӗнче тепӗр 7 ҫын субсиди илме документ хатӗрлет-мӗн.

 

Страницӑсем: 1 ... 3290, 3291, 3292, 3293, 3294, 3295, 3296, 3297, 3298, 3299, [3300], 3301, 3302, 3303, 3304, 3305, 3306, 3307, 3308, 3309, 3310, ... 4054
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.12.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 15

1905
120
Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1973
52
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...