Культура
![]() Паян Куславккари «Пчелка» (чӑв. Пыл хурчӗ) ача пахчинче чӑннипех те савӑнӑҫлӑ пулӑм хуҫаланнӑ. Шӑпӑрлансем патне ирех Шупашкартан хӑнасем ҫитнӗ. Пӗчӗкскерсем тата воспитательсем Чӑваш патшалӑх пукане театрне хапӑлласах йышӑннӑ. Артистсем ачасене «Лайӑх пулас килет» («Хучу быть хорошим») спектакльпе савӑнтарнӑ. Шӑпӑрлансем сӑнарсемпе пӗрле куляннӑ, савӑннӑ. Ача пахчин воспитателӗсен шухӑшӗпе, паян ачасене спектакль кӑтартни усӑллӑ, мӗншӗн тесен вӗсен ҫынпа хутшӑнасси хавшанӑ. Аслисем кӗҫӗннисен кунӗ кӑсӑклӑ, асра юлмалла ирттӗр тесе сахал мар тарӑшаҫҫӗ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Сӗнтӗрвӑрринчи ҫӗнӗ ҫурт Ҫак вӑхӑтра «Лидерстрой» ТМЯП Сӗнтӗрвӑрринче икӗ нумай хваттерлӗ ҫурта хӑпартать. Пӗрин 3-мӗш хутне хӑпартса ҫитернипе пӗрех, теперинне никӗс валли шӑтӑк алтаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех шыв пӑрӑхӗсене тата ытти инженери тетелӗсене йӗркелеҫҫӗ. Ҫуртсем Ломоносов урамӗ, 8 адреспа вырнаҫнӑ. Ку ҫуртсене хулари юрӑхсӑра тухнӑ ҫуртсенче пурӑнакан халӑха куҫармалла. Ҫавӑн пекех унта тӑрӑхсем тата ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ ачасем ӑшӑ йӑва тупмалла. Сӑнсем (11) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Пӗлсе лартсан йывӑҫ ҫапла кашлӗ Кун пирки Шупашкарти экологсем тӗп хулари йывӑҫ-тӗм епле чӗрӗлнине хакланӑ тӑрӑх пӗтӗмлетнӗ. Тӑван тавралӑх тӑрӑмӗшӗн ҫунакансем кӑҫал ҫуркунне лартнӑ йывӑҫ-тӗм пахалӑхне халех хакланӑ. Ахаль чухне ку ӗҫе тепӗр ҫултан пурнӑҫлакан та, ку хутӗнче вӑрах тӑхтас темен. Ятарласа вӗрентнӗ специалистсем лартнӑ йывӑҫ-тӗмӗн 95 ытла проценчӗ чӗрӗлнӗ. Хӑйсен кӑмӑлӗпе лартма тухнисен 80 проценчӗ вӑй илнӗ. Ку вӑл йывӑҫ-тӗм лартма профессионалсене шанмаллине пӗлтерет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Турая каякан ҫула юсаҫҫӗ Ҫак кунсенче Муркаш районӗнчи Турай ялне каякан ҫула тӗплӗн юсасси малалла пырать. Райцентра «Сӑр» автоҫулпа ҫыхӑнтаракан ҫак трассӑна Чӑваш Енӗн Транспорт министерствин «Чувашупрдор» учрежденийӗ ҫӗнетет. Ҫул 4-мӗш техника категорине кӗрет иккен. Ӗҫе виҫӗ тапхӑра пайланса пурнӑҫламалла. Халӗ пӗрремӗш тапхӑрӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Халь юсакан ҫулӑн тӑршшӗ — 6 километр та 80 метр. Икӗ йӗрлӗ ҫулӑн иртсе ҫӳремелли пайне 6 метр сарлакӑш тӑваҫҫӗ. Халӗ хура вак чул сарма тата асфальтпа бетон хутӑшӗ сарма тытӑннӑ ӗнтӗ. Сӑнсем (16) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ева Николаевна Лисина Чӑваш прозаикӗ, сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ, СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ, библиограф. Вӑл — Ева Николаевна Лисина. Нумаях пулмасть Ева Николаевна 75 ҫул тултарнӑ. Ева Лисина Патӑрьел районӗнчи Именкасси ялӗнче 1939 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Аслӑ Арапуҫри шкула пӗтерсен Мускаври К.А.Тимирязев ячӗллӗ ял хуҫалӑх академине вӗренме кӗнӗ, унтан Мускаври Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче Ботаника садӗнче, И.Сеченов ячӗллӗ медицина институтӗнче ӗҫленӗ. Вӑл Щепкин ячӗллӗ театр училищинче чӑваш литературине те вӗрентнӗ. Ева Николаевна иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче ҫырма тытӑннӑ. Вӑл 1988 ҫултанпа СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ. Ева Лисина Александр Островский, Эдуард де Филиппо, Пьетро Гаринеи, Сандро Джованнини, Юджин О Нил пьесисине, Варлам Шарламов калавӗсене, Орхана Вели сӑввисене куҫарнӑ. «Немецкая волна» радиора унӑн калавӗ ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн ӑна Германие час-часах чӗнме тытӑннӑ, нимӗҫсен радиовӗнче унӑн куҫарнӑ калавӗсем янӑранӑ. Ева Николаевнӑна Библие чӑвашла куҫарма сӗнсен вӑл ытти ӗҫе пӑрахнӑ, Мускавран Шупашкара килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канашра шӑматкун ыттисенчен расна туй иртнӗ. Хальхинче Раҫҫей тата Украина ҫыннисем пӗр ҫемьене тӗвӗленнӗ. Туя ҫамрӑксем наци йӑли-йӗркине пӑхӑнса ирттернӗ-мӗн. Тӗрӗллӗ ҫипуҫ тӑхӑннӑ хӗрпе каччӑна чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ертӳҫӗ ҫырӑнтарттарнӑ. Пикен Украинӑран килнӗ тӑванӗсем пурте наци тумне тӑхӑннӑ. Украина хӗрӗпе пӗрлешекен каччӑ умне унти халӑх йӑлипе тӗрленӗ ал шӑлли хурса панӑ. Ун ҫине ура ярса пусни шӑпана яланлӑха пӗрлештерни пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Ҫырӑннӑ самантра чӑвашла тата украинла юрӑсем янӑратнӑ, саламӗ виҫӗ чӗлхепе янӑранӑ. Сӑнсем (19) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Утӑн 28-мӗшӗ тӗлне илсен, Чӑваш Енре пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 21,8 пин гектар вырса илнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак кун тӗлне 30 пин гектар вырма ӗлкӗрнӗ пулнӑ иккен. Кӑҫалхине илсен, ку вӑл пӗтӗмӗшле вырма лаптӑкӗн 7,8 проценчӗпе танлашать. Тухӑҫ хальлӗхе пӗлтӗрхинчен пӗчӗкрех курӑнать. 2013 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗнче гектартан 20,6 центнерпа танлашнӑ пулсан кӑҫал вӑл 19,8 центнер тухать. Хирте хальхи вӑхӑтра 350 комбайн ӗҫлет. Ку вӑл ӗҫлеме пултаракансен ҫурри иккен. Ҫакна ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов паянхи правительство ларӑвӗнче палӑртнӑ. Хальлӗхе хуҫалӑхсен 30 проценчӗ вырмана та тухман иккен. Ӗҫлемелӗх вара пур — кӑҫал тӗш тырӑпа пӑрҫа йышшсием 280 пине яхӑн гектар йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Паян аслӑ шкулсем хӑйсен сайчӗсенче вӗренме кӗме тивӗҫҫисен списокӗсене пичетлеме тивӗҫ. Списока пӗрлехи патшалӑх экзаменӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх йӗркелӗҫ. Унта чи малтанах шкул олимпиадисен ҫӗнтерӳҫисене, кайран ҫӑмӑллӑхлӑ категориллисемпе тӗллевлӗ вӗренме кӗрекенсене асӑнмалла. Утӑн 30-мӗшӗ тӗлне ҫав категорисен тӗрлӗ хутсен оригиналне пырса памалла та 31-мӗшӗнче ҫавсем вӗренме кӗни пирки хушу пичетлӗҫ. Вӗренме кӗме сӗннисенчен ыттисен оригиналсене ҫурлан 4-мӗшӗччен парса ӗлкӗрмелле. Тепӗр кунне ҫурлан 5-мӗшӗнче кун ҫути кӑтартӗҫ. Кун хыҫҫӑн та аслӑ шкулсенче пушӑ вырӑнсем юлсан вӗсем иккӗмӗш тапхӑр йӗркелӗҫ. Ҫурлан 8-мӗшӗччен ҫӗнӗ абитуриентсен хучӗсене йышӑнӗҫ те ҫурлан 11-мӗшӗнче вӗренме иккӗмӗш тапхӑрпа кӗнисем пирки хушу кӑларӗҫ. Сӑмах май каласан, кӑҫал Чӑваш Енри аслӑ шкулсене пурӗ 3 пин ытла абитуриент валли хысна вырӑнӗ пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи ҫулсем ҫинче туристсене кӑтартмалли паллӑсем вырнаҫтарӗҫ. Ҫапла тумаллине Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Иван Иванов ҫӗршывра туризма аталантарас темӑпа иртнӗ республика шайӗнчи ӗҫлӗ канашлура палӑртнӑ. Ӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнче йӗркеленӗ. Туризма аталантарас ыйтусене сӳтсе явнӑ май министр ҫумӗ кӑтарту паллисем вырнаҫтарас йӑла ытти ҫӗршывра анлӑ сарӑлнине палӑртнӑ. Ку ӗҫе пирӗн ҫӗршывра та хальлӗхе анлӑ пуҫӑнман-ха. Пирӗн, чӑвашсен, мӗншӗн кая юлмалла? Ҫул-йӗр кӑтартмалли паллӑсене QR-кодсемпе тивӗҫтерӗҫ. Вӗсене вырнаҫтарассине Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен пуҫлӗҫ. Ку вӑл ытахальтен мар. Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗ — чӑваша тӗнче шайне ҫӗкленӗ космонавт Андриян Николаев ҫуралнӑ кӗтес. Асаилтеретпӗр, ку тӑрӑхра летчик-космонавт ҫуралнӑранпа 85 ҫитнӗ тӗле Николаевӑн агросӑнне хатӗрлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкара килсе ҫитнӗ ҫыравҫӑсем Паян ирпе Шупашкара ҫӗршывӑн тӗп хулинчи ҫыравҫӑсем килсе ҫитнӗ. Вӗсем хушшинче пултаруллӑ 11 ҫын, литераторсем, ҫыравҫӑсем тата сӑвӑҫсем. Мускаври пултарулӑх ҫыннисене культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова тата Валерий Петровский ҫыравҫӑ тата куҫаруҫӑ кӗтсе илнӗ. Хӑнасен Чӑваш Енри программи анлӑ пулассине пӗлтерет республикӑн Культура министерстви. Хӑнасене Етӗрнери тата Шупашкарти, ҫавӑн пекех Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар районӗсенчи паллӑ вырнӑсене кӑтартма палӑртнӑ. Чӑваш Енре вӑхӑтлӑх чарӑнса тӑмалли вырӑна вара хӑнасем хӑйсем тӗллӗн суйланӑ иккен. Кун валли вӗсем Етӗрне районӗнчи Стрелецки ялӗнчи хӑна ҫуртне куҫ хывнӑ. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Макаров Николай Иванович, чӑваш тухтӑрӗ, медицина ӑҫлӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗ. | ||
| Шупашкарта Петӗр Хусанкай палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |