Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хими

Тӗнчере
Александр Судаков ӑсчах-химик
Александр Судаков ӑсчах-химик

Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ярсубай Янгаров ятпа ҫыракан журналист «Idelreal.org» сайтра Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан Александр Судаков химикпа паллаштарнӑ.

Кӑсӑклӑ интервьюсем хатӗрлекен ҫак автор пӗлтернӗ тӑрӑх, пулас ӑсчах Ташкентра чӑваш танкисчӗн ҫемйинче ҫуралнӑ. Амӑшӗ — вырӑс. Аслашшӗпе асламӑшӗ — Йӗпреҫ районӗнчи Смычка ялӗнчен.

Мускаври патшалӑх университетӗнче вӗреннӗскер Совет Союзӗ арканнӑ вӑхӑтра Америкӑна тухса кайнӑ. Халӗ Урбан-Шампэйнра Иллинойс университечӗн филиалӗнче хими факультетӗнче вӗрентет. Аслӑ пӗлӳллӗ специалиста Мускав прописки ҫукки вӑхӑтлӑх ставкӑпа ӗҫлеме хистенӗ, ҫав вӑхӑтрах квант химийӗпе статистика физикин лабораторийӗнче кӑмӑлтан тӑрӑшнӑ.

Ашшӗн тӑван ялне ача чухне килнине химик ӑшшӑн аса илнӗ. Чӑваш Ен тата чӑваш халӑх генофончӗ хӑйӗн ӑс-тӑнӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. Апла пулин те хӑйӗн пирки: «Эп халь тин чӑваш мар пуль», — тесе шухӑшлать. Кун пек калама ӑна ҫичӗ ютра пурӑнса тӑван халӑхпа хутшӑну ҫукки, инҫет ҫӗр тӑван вырӑна ҫаврӑнни те хистени сисӗнет.

 

Республикӑра

Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулта прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем йӗркене пӑснӑ тӗслӗх тупса палӑртнӑ.

Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулта хими урокӗсенче наркотик тата психотроплӑ япаласен списокне кӗнӗ йӳҫексемпе усӑ курнӑ. Кунсӑр пуҫне педагог хими япалисемпе опыт тунине учет журналӗнче йӗркеллӗ ҫырса пыман.

Прокуратура шкул директорне йӗркене пӑснӑ тӗслӗхе пӗтерме ыйтнӑ. Куншӑн айӑплӑ икӗ ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.

 

Ӑслӑлӑх

Сӑмах таблицӑн 113-мӗш вырӑнӗ пирки пырать. Ун ятне йышӑнассишӗн Раҫҫей тата Яппун ӑсчахӗсем вунӑ ҫул ытла тупӑшаҫҫӗ.

Хими элементне Riken яппун институчӗн тата пирӗн ҫӗршывпа американ ӑсчахӗсен ушкӑнӗ уйрӑмшар уҫнӑ пулать. Вӗсенчен хӑшӗ чи малтанхи хут ҫак элемента кӑларма пултарнине кӑрлач уйӑхӗн вӗҫнелле палӑртасшӑн. Енчен те яппунсен ушкӑнӗ ҫӗнтерӗ пулсан ҫӗнӗ элемента «японий» ят парӗҫ. Хальлӗхе вара вӑл таблицӑра «Унунтрий» ятпа вырнаҫнӑ.

Сӑмах май, Раҫҫейри Дубна хулари ӑсчахсем ҫак элемента Анри Беккерель (вӑл радиоактивноҫе уҫнӑ) ячӗпе «Беккерелий» ят пама сӗннӗ. Яппунсем тепӗр темиҫе ят та сӗннӗ: Ёсио Нисин физика халалласа «Нисинаний» теме е Riken институчӗн ячӗпе — «Рикений».

Хӑш ята суйласа илессине Пӗтӗм тӗнчери теорилле тата практикӑлла хими союзӗн ларӑвӗнче пӑхса тухса йышӑну тӑвӗҫ.

Аса илтеретпӗр, ҫутҫанталӑкра 92-мӗш элемент таран ҫеҫ тӗл пулаҫҫӗ. Ыттисене ҫын ӑҫталанӑ хатӗрпе ҫеҫ тума пулать. 93–100 номерлисене тӗрлӗ реакторсенче кӑларма пулать, 100-тен иртекеннисене вара —частицӑсене хӑвӑртлатакан ятарлӑ хатӗрсенче ҫеҫ.

 

Экономика

Чӑваш Енри Канашри инфратытӑма аталантармалли проекта сӳтсе явнӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, строительствӑпа килӗшӳллӗн, унта ҫӗнӗ савут хута яма палӑртнӑ.

Монохулари инфратытӑма аталантармалли пирки Мускавра канашлура калаҫнӑ. Унта ЧР экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министрӗ Владимир Аврелькин, Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владислав Софронов тата ытти специалист хутшӑннӑ.

Планпа килӗшӳллӗн, Канашра индустри паркӗ пулмалла. Унта вун-вун компани ӗҫлемелле. Ҫавӑн пекех органика мар хими пӗрлешӗвӗсен савутне хута яма палӑртнӑ.

Халӗ индустри паркне хута ярас ӗҫе резидентсене илӗртессипе ӗҫлеҫҫӗ. Хӑш-пӗр инвесторсем ку ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/80183
 

НАР
28

Хими учителӗсен уҫӑ урокӗ
 Надежда Петрова | 28.02.2015 12:36 |

Вӗренӳ Фестивальте
Фестивальте

Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри лицейра «Хими учителӗсен уҫӑ урокӗ» республикӑри 4-мӗш методика фестивалӗ иртрӗ. ЧР вӗренӳ институчӗн методисчӗ Николаева М.В. кӑҫалхи ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗ, хутшӑнакансем йышланнипе савӑннине пӗлтерчӗ, вӗрентекенсене ӑнӑҫу сунчӗ.

Ҫак кун жюри членӗсен 40 ытла урок итлесе хаклама тиврӗ. Тӗрлӗ районтан пухӑннӑ учительсемшӗн ку уяв вырӑннех пулчӗ — вӗсем пӗр-пӗринпе курнӑҫса калаҫни, ҫӗнӗ шухӑшсемпе паллаштарни, опыта ӳстерни питӗ паха мар-и.

Шупашкар районӗнчи вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Романов Б.Г. фестивале хутшӑнакансене, лицейра вӑй хуракансене тав сӑмахӗ каларӗ, малалла та ӗҫе юратса тума сӗнчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене комисси председателӗ Кузьмина С.Н. (Шупашкарти 1-мӗш гимнази вӗрентекенӗ) дипломсемпе чысларӗ, малалла та хастар пулма сӗнчӗ.

Юлашкинчен Кӳкеҫри лицей ачисем хӑнасене юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ.

 

Николаев Анатолий
Николаев Анатолий

Раҫҫей шайӗнче ҫамрӑксем хушшинче хими предмечӗпе иртекен чемпионатӑн пӗтӗмлетӗвӗсене палӑртнӑ. Ҫӗмӗрле хулари 2-мӗш шкул вӗренекенӗсем асӑннӑ ӑмӑртура хӑйсене самай тивӗҫле кӑтартма пултарнӑ.

I степеньлӗ федераллӑ ҫӗнтерӳҫӗ дипломне асӑннӑ шкулӑн 9 класс вӗренекенӗ Николаев Анатолий ҫӗнсе илнӗ пулнӑ. Регионсем хушшинчи ҫӗнтерӳҫӗ дипломне Шадрина Анна (I степеньлӗ диплом) тата Фролова Анна (II степеньлӗ) тивӗҫнӗ. Районта вара чи лайӑх кӑтартӑва 10 класс вӗренекенӗн Мартынова Мариян пулнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 21

1933
91
Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ