Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх
Вероника Тимофеева страницинчи сӑнӳкерчӗк
Вероника Тимофеева страницинчи сӑнӳкерчӗк

Иркутск облаҫӗнчи Балаганск районӗнчи Бирит ялӗнче пурӑнакан Пётрпа Мария Салминсем ҫемье йӑла-йӗркене упрас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫемьепе пӗрлех чӑваш халӑхӗн культурине манӑҫа кӑлармаҫҫӗ. Ҫемьене Иркутск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн Хисеп хучӗпе хавхалантарнӑ.

Кил хуҫи хӗрарӑмӗ, Мария Степановна, «Юрӑ — халӑх чунӗ» чӑваш юррин фестивале хутшӑнать. Кил хуҫи, Петр Александрович, тӑван Чӑваш Ене ҫитсе курайманшӑн кулянать иккен.

Чӑваш ҫемйин пурнӑҫӗпе Иркутскри чӑвашсен «Юлташ» общество организацийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева паллашнӑ.

 

Ҫурт-йӗр
t.me/chuvashenkalasat каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/chuvashenkalasat каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

87 ҫулти кинемей ватлӑхра килсӗр-ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Турра шӗкӗр, ӑна никам та килӗнчен хӑваласа кӑларса яман-ха. Пӗрех ватӑ нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Вӑрӑ хӑварать, пушартан нимӗ те юлмасть тесе тӗрӗсех калаҫҫӗ.

Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Кӑкшӑм ялӗнче пурӑнакан кинемей килӗнче пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑма сӳнтерекенсем ҫулӑма сӳнтерессишӗн пӗр сехет ытла тӑрӑшнӑ. Анчах ҫурта ҫӑлса хӑварайман — 87 ҫулти хӗрарӑм пӳрчӗ ҫунса кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashenkalasat/590
 

Спорт
t.me/chuvashenkalasat каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/chuvashenkalasat каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрсем шашкӑлла выялссипе ӑмӑртнӑ. Турнира респуликӑри хӗрарӑмсен канашӗпе Спорт министерстви йӗркеленӗ.

Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен 5 парти выляма тивнӗ. Кашни патри 10 минут тӑсӑлнӑ.

Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, «шашкӑсен патша майрин кӑшӑлне икӗ пике тӑхӑннӑ». Республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсен чысне хӳтӗленисенчен Чӑваш патшалӑх университечӗн студентки Анастасия Павлова палӑрнӑ, тӗрлӗ пӗрлешӳ чысне хӳтӗлекенсенчен — Шупашкарти 1-мӗш клиникабольницинчи Марина Еремеева.

Йӗркелӳҫӗсем турнира хутшӑннӑ пур пикене те тав хучӗпе чысланӑ, илемлӗ чечекпе савӑнтарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashenkalasat/586
 

Республикӑра
spb.mk.ru сайтри сӑн
spb.mk.ru сайтри сӑн

Вӑрмар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан арҫын патне пӗр уйӑх каялла палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл брокер-мӗн. Хайхискер ӑна укҫине инвестицие хывма сӗннӗ.

Арҫыннӑн укҫи самаях пулнӑ: 2,3 миллион тенкӗ. Вӑл палламан ҫынна ӗненсе малтан 100 пин тенкӗ хывнӑ. Ятарлӑ сарӑмра тупӑшӗ ӳссе пынине сӑнасан арҫын татах укҫа хунӑ. Хальхинче - пӗтӗмпех. Ку та ҫитмен-ха. Вӑл кайса кредитсем илнӗ. Ҫапла вӑл ултавҫӑсене 6,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.

Тупӑшне счет ҫинчен илейменнине кура арҫын хӑйне улталанине ӑнланнӑ та полицие кайнӑ.

 

Вӗренӳ
"Аргументы и Факты" сайтӗнчи сӑн
"Аргументы и Факты" сайтӗнчи сӑн

Республикӑра «Земство вӗрентекенӗсем» валли вакансисем пур. Пӗтӗмпе - 15.

Вӗсене конкурс ирттерсе суйлӗҫ. Унта республикӑри тата ытти регионти педагогсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Мала тухнӑ 15 вӗрентекене 1-ер миллион тенкӗ парӗҫ, 50 пин ҫынран сахалрах пурӑнакан яла ӗҫлеме ярӗҫ. Эрнере 18 сехетрен кая мар ӗҫлеме тивӗ. «Земство вӗрентекенӗн» ялта сахалтан та 5 ҫул вӑй хумалла.

Конкурса ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫӗртмен 20-мӗшӗччен шутлама вӑхӑт парӗҫ. Вӗсем ҫав вӑхӑтра пурӑнмалли вырӑна ҫитсе условисемпе паллашма пултараҫҫӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкечӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкечӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Чӑваш наци музейӗ Уҫӑ алӑксен кунне тата ушкӑнсем валли экскурсисем ирттерессине пӗлтернӗ.

Ҫав кун Ҫар мухтавӗн музейне тата «Чӗмсӗр чикӗсен хӳтӗлевҫисем» мемориала тӳлевсӗр кӗртӗҫ.

Чӑваш наци музейӗн тытӑмӗнчи ытти музей ҫав кун «Родина Zа нами» куравпа тӳлевсӗр паллаштарӗ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче уҫӑлӗ.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Сӗнтӗкҫырми ялӗнче пурӑнакан Антонина Алексеевна хӑйӗн валли чун киленӗҫӗ тупнӑ. Вӑл ҫекӗлпе ҫыхма юратать.

Диванпа кресло ҫине сармаллисем, салфеткӑсем, кавирсем, алшӑллисем, чечексем... Йӑлтах ҫекӗлпе ҫыхать кинемей. Унӑн килӗ музей пекех пулса тӑнӑ. Хӑнасем те хитре япаласене пӑхса киленеҫҫӗ.

«Хӗллехи каҫсенче тунсӑха телевизор кӑна мар, ҫекӗлпе ҫипсем те ҫӑлаҫҫӗ. Ку нерв тытӑмне лӑплантарать кӑна мар, вӑй-хал та хушать, хаваслӑ кӑмӑл та парнелет», -тет Антонина Алексеевна.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_65396
 

Тӗн
"Союз" каналти видео скринӗ
"Союз" каналти видео скринӗ

Паян Комсомольскинчи чиркӳре служба тӑнӑ протоиерей Николай Спиридонов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Канаш епархийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл вӑрах вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн вилнӗ. Унӑн сахӑр диабечӗ пулнӑ, пӗр урине татнӑ. Николай атте 59-та пулнӑ.

Николай Спиридонов 1989 ҫулта священнике тухнӑ. Унччен Ҫӗмӗрлери тата Хӗрлӗ Чутайри чиркӳсенче служба тӑнӑ.

Николай аттепе нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Комсомольскинчи чиркӳре сывпуллашӗҫ.

Сӑмах май, пӗлтӗр «Союз» телеканал «Вторая половина» кӑларӑмра Николай аттепе Ираида матӑшкӑ пирки кӑтартнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
cheb.ruc.su сайтри сӑн
cheb.ruc.su сайтри сӑн

Синоптиксем кӑҫалхи ҫулла питӗ шӑрӑх пулассине калаҫҫӗ. Ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче вӑтам температура 25-27 градус ӑшӑ пулмалла, ку ахаль чухнехинчен темиҫе градус пысӑкрах. Сывлӑш 35 градусран ытларах та ӑшӑнма пултарать. Ҫӗртме уйӑхӗнчех шӑрӑх килме пултарать.

Ӑшӑ циклонӗсем пулас хӑрушлӑх та пур. Нӳрӗк нумайланнипе ҫумӑр чашлаттарса ҫума, аслати авӑтма, ҫил-тӑвӑл тухма пултараҫҫӗ.

Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2024 ҫулхи ҫулла чи типӗ ҫулсенчен пӗри пулмалла. Уйрӑмах – Индишӗн, Индонезишӗн, Китайшӑн, Африкӑшӑн, АПШри хӑш-пӗр штатшӑн тата Раҫҫейшӗн.

 

Кӳршӗре

Йошкар-Олара ыран «Электронная письменность в России: опыт, задачи, векторы развития» (чӑв. Раҫҫейри электронлӑ ҫырулӑх: опыт, тӗллевсем, аталану ҫул-йӗрӗ) ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртӗ. Вӑл икӗ куна тӑсӑлӗ. Чӑваш Республикинчен унта «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн» ӗҫне хутшӑнакан Николай Плотниковпа Александр Антонов хутшӑнӗҫ. Вӗсем чӑваш чӗлхине компьютер тытӑмне мӗнле кӗртни пирки каласа парӗҫ.

Конференцире ытларах енӗпе наци корпусӗсене аталантарассине, куҫаруҫӑсене хатӗрлессине, тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗре тӑван чӗлхесене кӗртессине (тӗслӗхрен, «Яндекс.Алиса» евӗр ӑслӑ колонкӑна пушкӑртла е ҫармӑсла калаҫма вӗрентессине) сӳтсе явӗҫ, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашӗҫ.

Конференцие онлайн мелпе те итлеме май пулӗ:

пленарлӑ лару (нарӑс 21, 10:00);

1-мӗш секци (нарӑс, 21, 13:30–17:00) /пирӗн докладсем кунта пулӗҫ/

2-мӗш секци (нарӑс, 21, 13:00)

«Интернет-энциклопедия РУВИКИ на языках народов России» ҫавра сӗтел.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 227, 228, 229, 230, 231, 232, 233, 234, 235, 236, [237], 238, 239, 240, 241, 242, 243, 244, 245, 246, 247, ... 3798
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 29

1885
139
Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1915
109
Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...