Ял хуҫалӑхӗ
![]() Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн ялӗнче «Исток» агрофирма ҫӗнӗ вите уҫнӑ. Ку Ҫӗнӗ ҫул умӗн парне пекех пулнӑ. Ял ҫыннисене ҫак ятпа саламлама ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. «Исток» - малалла талпӑнакан хуҫалӑх. Вӑл техникӑна, фермӑсене ҫӗнетсех тӑрать, акмалли ҫӗрсен лаптӑкне ӳстерет. 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче агрофирма выльӑх-чӗрлӗх комплексне тума пуҫланӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен 200 пуҫ ӗне валли вите тата сумалли зал хута янӑ. Халӗ ав тепӗр вите туса пӗтернӗ. Патшалӑх ферма тӑвакансене пулӑшма тӑрӑшать. Усӑ курнӑ укҫан 30 процентне хуҫалӑха тавӑрса параҫҫӗ. Ҫӗнӗ вите вара агрофирма ӗҫченӗсене савӑнтарать: унта ӑшӑ, ҫутӑ та таса. Сӑмах май, агрофирмӑра – сумалли 350 ӗне. Хуҫалӑх ку йыша тата пысӑклатасшӑн. Кӑҫал ӑратлӑ 44 пушмак пӑру туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Йӗрке хуралҫисем ашшӗ-амӑшне яланах асӑрхаттараҫҫӗ: ача компьютер умӗнче ларнӑ чухне хӑш сайтсене кӗрсе пӑхнине тӗрӗслесех тӑмалла. Ара, тӗнче тетелӗнче шӑпӑрлансемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан сайтсем пайтах. ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта бомба тума вӗрентекен сайтсем тупнӑ. Тӗнче тетелӗнчи сайтсене тӗп хулари Мускав районӗн прокуратури тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче икӗ сайт куҫ тӗлне пулнӑ. Вӗсенче килте сирпӗнекен хатӗр ӑсталама вӗрентнӗ. Ҫитменнине, сайта кашниех кӗрсе пӑхма пултарнӑ, вӑл хупӑ пулман. Прокурор кунашкал информацие Раҫҫейре сарма юраманнисен йышне кӗртме ыйтнӑ. Суд унӑн шухӑшӗпе килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрнар районӗнчи Вӑрман Кипек ялӗнче пурӑнакан ҫынсем шока кӗрсе ӳкнӗ. Ӗнер ҫӗрле унта тӗпленнӗ пӗр ҫемьене арҫын тапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи арҫын вӗсен пӳртне кӗнӗ, кил хуҫине вӗлернӗ, унтан арӑмне леш тӗнчене ӑсатма хӑтланнӑ. «Арҫын ҫемьен килне кӗнӗ, шӑв-шав илтсе ачисем вӑраннӑ. Ҫемье пуҫӗ мӗн пулнине тӗрӗслеме тухнӑ, кӗтмен хӑнапа иккӗшӗ хирӗҫсе кайнӑ. Лешӗ ачасен ашшӗн ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернӗ, арҫын ҫавӑнтах вилнӗ. Хӑна хӗрарӑма та тапӑннӑ, суранлатнӑ. Вӑл халӗ пульницӑра реанимацире выртать», - ҫапла пӗлтернӗ ял ҫыннисем. Ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. «Про Город» сайтра ҫырнӑ тӑрӑх, тискер преступление тума пултарнӑ арҫынна Шупашкарта Эгер бульварӗнче тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкара вӗҫнӗ самолетӑн Чулхулара анса ларма тивнӗ. Кун пирки www.vgoroden.ru портал пӗлтерет. Паян, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чулхулари Стригино аэропортра тӑватӑ самолет анса ларнӑ: «Мускав – Хусан», «Баку – Хусан», «Ҫӗнӗ Уренгой – Хусан», «Мускав – Шупашкар» рейссемпе вӗҫекенсем. Самолетсем мӗншӗн унта ӑнсӑртран аннин сӑлтавне хальлӗхе каламан. Кӑшт маларах асӑннӑ аоэропортра «Надым – Мускав» рейспа вӗҫекен «тимӗр кайӑк» та анса ларнӑ. Халӗ вӑл унтан вӗҫсе хӑпарнӑ ӗнтӗ. Пресс-служба пӗлтернӗ тӑрӑх, аэропорт штатлӑ режимла ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче паян пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Кӗске вӑхӑтра пулсан та пысӑк пахалӑхпа ҫӗкленине ӗнентереҫҫӗ строительсем. Асӑннӑ офисӑн малтан хӑйне ята кӗтес пулман. Вӑл «Чӑвашавтодор» предприятин пӳлӗмӗнче вырнаҫнӑ. Предприятире укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑх сиксе тухсан офис пӳлӗмӗсем пушанса юлнӑ, газпа парӑма кӗрсе кайнӑ организацине газовиксем «кӑвак ҫулӑмсӑр» хӑварнӑ. Кӑҫалхи кӗр ҫитсен пӗр вӑхӑт тухтӑрсем ҫутӑ обогревателӗсемпе ӑшӑнкаланӑ-ха, анчах апла ӗҫлеме май ҫуккине кура каярах врач Ишлейра йышӑнма пуҫланӑ. Ҫине тӑрса тата васкавлӑ тухтӑр ҫурчӗ хӑпартнӑ Мӑн Карачурара. Паян ӑна уҫма республика Элтеперӗ, ытти тӳре-шара пуҫтарӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ольга Казарина Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ЧР юстици министрӗн ҫумне Ольга Казаринӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Вӑл ведомствӑра тӑватӑ пай курьерӗ пулнӑ. Халӗ Наталья Тимофеева министрӑн виҫӗ ҫум юлнӑ: Игорь Михайлов, Алексей Вязов тата Наталия Яхатина. Ольга Казарин 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа юстици министрӗн ҫумӗ пулнӑ. Унччен вӑл ЧР Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитечӗн председателӗн ҫумӗ пулнӑ. Ольга Казарина 2007 ҫулта Мускав патшалӑх технологи тата управлени университетӗнчен «Бухгалтерский учет, анализ и аудит» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑваш парламенчӗн депутачӗ Сергей Михеев, Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Игорь Анаков, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн градостроительство, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата инфраструктура енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Александр Андрианов тата «АГУ» хысна предприятийӗ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Ершов Кӑнтӑр урамра тума пуҫланӑ ҫурт строительствипе паллашнӑ. Вӗсем ҫавна хӑпартакан «Алза» предприятире ӗслекенсемпе тата унта хӑйсен укҫине хывнисемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Маларах строрительсем Ҫӗнӗ ул валли ҫурта туса пӗтерме шантарнӑ. Анчах каярах ку вӑхӑта вӗҫлеймессине систернӗ. Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче ҫӗнӗ шупашкарсем выҫӑ тытма шухӑшланине,вӗсен ҫилли «Алза» строительство компанине тарӑхнипе тулса ҫитнине эпир пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Надежда Афанасьева Ӗнер «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» журналисчӗсем Шупашкарти каҫхи клубсенчен пӗрне 77 ҫулти кинемейпе кайнӑ. Издательство ҫурчӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Элӗк районӗнчи Хурасанти 77 ҫулти Надежда Афанасьева журналистсемпе дискотекӑна унччен те ҫӳренӗ. Хальхи шучӗпе — виҫҫӗмӗш. «Ман ачалӑх пулман, ҫамрӑклӑхпа савӑнса юлайман. Ҫавӑнпа халь май пур таран хавасланма тӑрӑшатӑп», — тенӗ иккен кинемей. Кинеми ҫапла каланине «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ Алина Изман пӗлтернӗ. Кинемипе пӗрле ҫамрӑксем карталанса ташланӑ, ӑна пӗри те тепри ыталаса сывлӑх суннӑ. Ҫынсем унпа тӑрса сӑн ӳкерӗннӗ. Вӑл дискотека ҫӑлтӑрӗ пулнӑ. Сцена ҫине тухса юрлама та ыйтнӑ — кинеми турткалашса тӑман, ҫамрӑксен кӑмӑлне тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Яланах ҫапла. Суя эрех-сӑра сутакансем Ҫӗнӗ ҫул уявӗ умӗн чӗрӗлсе тухаҫҫӗ. Ку тапхӑрта, пурте шуйханнӑ хушӑра, саккунлӑ мар тавара та сутса укҫа тума пулать-ҫке-ха. Ҫакна пакунлисем те шута илмеҫҫӗ мар. Паян Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен уйрӑмӗн ӗҫченӗсем рейда тухнӑ та тӳрех сутлӑха саккунсӑр кӑларнӑ тавара тупса палӑртнӑ. «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, полици ӗҫченӗсем сакӑр ангарта тӗнчипе паллӑ фирмӑсем ячӗпе кӑларнӑ 90 курупка эрех, коньяк, виски тата шампань эрехӗ асӑрханӑ, вӗсене пурне те суя акциз маркисемпе туса кӑларнӑ. Унсӑр пуҫне сутлӑхра 60 кӗленче сӑмакун тата 600 фанфурик пулнӑ. Усламҫӑ ҫав таварсене йӳнӗ хакпа сутнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Леонид Волков. Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ пулнӑ Леонид Волков пӗтӗм ҫӗршыв шайӗнче иртекен «Раҫҫей лидерӗсем» конкурсӑн финалне лекнӗ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Ку кӑна та мар, Чӑваш Енрен ҫак конкурс финалне унсӑр пуҫне урӑх никам та кӗреймен. Ку хыпара паянхи саманари ертӳҫӗсен чи сумлӑ конкурсӗн йӗркелӳ комитетӗнче те, Леонид Валерьевич хӑй те ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер, Леонид Волков 1975 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнче ҫуралнӑ. Вӑл — экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, экономика тата юридици енӗпе аслӑ пӗлӳ илнӗ. 2003-2010 ҫулсенче Мускав хулин правительствинче тӑрӑшнӑ. 2012-2016 ҫулсенче полпред пуканне йышӑннӑ. Ку должноҫран ӑна ун тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑран хӑтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Евдокимов Николай Евдокимович, чӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |