Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре класс ертӳҫисемпе кураторсене ачасен халӑх тетелӗнчи страницисене тӗрӗслесе тӑма ыйтнӑ. Вӗсемсӗр пуҫне ку ӗҫе «Ашшӗсен канашӗ» тата кибердружинниксем тӑвӗҫ.
Ку ыйту пирки Правительствӑра иртнӗ терроризмпа кӗрешекен комиссин ларӑвӗнче ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Алевтина Федорова каласа кӑтартнӑ. Халӑх тетелӗсенчи страницӑсене ачасем террорист ан пулччӑр тесе тӗрӗслӗҫ.
Сӑмах май, халӗ кибердружинниксен ретне 17 шкулта вӗренекен 113 ача кӗнӗ. Ҫичӗ шкулта вӗренкен кибердружинниксем тӗнче тетелӗнче усӑ курма юраман информацие тупса палӑртас енӗпе тӗллевлӗн ӗҫлеҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем ҫакнашкал тӑватӑ сайта тупнӑ.
Пĕр хĕрарăм // 1402.42.7817
2018.11.04 10:25 | |
Класс ертÿçисене çав кăна çитменччĕ-ха.... | |
Agabazar // 2873.63.9902
2018.11.07 15:55 | |
Кам ыйтнӑ? Вӗрентӳ министрӗ — ҫӗнӗ ҫын. Кудряшов хушаматлӑ. Кам вӑл? Информаци ниҫта та тупса вулама ҫук. | |
