Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Спорт

Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче мотоциклистсем тупӑшнӑ. Мотокросс валли ятарлӑ ҫул хатӗрленӗ.

Ӑмӑрту кӑҫалхипе пӗрремӗш хут мар ӗнтӗ иртет.

Хӗллехи мотокроса тӗрлӗ регионти: Самар, Чӗмпӗр, Киров облаҫӗсенчи, Тутарстанри, Мари Элти, Мӑкшӑ Республикинчи тата Чӑваш Енри тӑватӑ ытла теҫетке спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсем тимӗр ута пӑрлӑ ҫул ҫинче те ҫӑмӑллӑн парӑнтарма пултарнине кӑтартса панӑ.

Мотокросс ветеранӗсем те, куракансем те ӑмӑртупа чунтан киленнине, тупӑшу илемлӗ те асра юлмалла иртнине палӑртнӑ.

Сӑмах май, ӗнерпе паян пирӗн республикӑра спортпа туслӑ ҫемьесемпе ветерансен йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ иртмеллеччӗ. Анчах йӗлтӗр ҫулӗ пӑрлаккине кура ӑна каярах йӗркелӗҫ.

 

Республикӑра

Александр Каратев кӑҫал ҫулла темиҫе уйӑхлӑха савнипе вӑрҫӑнса кайнӑ. Хайхискер «Давай, поженимся» кӑларӑма заявка янӑ. Ӑна унта ӳкерӗнме 2-3 уйӑх чӗннӗ. Раштав уйӑхӗнче Саша тинех килӗшнӗ.

Пирӗн ентешӗн Питӗрти, Челепири арҫынсемпе тупӑшма тивнӗ. Анчах савни пӑхма килнӗ хӗрарӑм Сашӑна суйланӑ. Вӑл кӑларӑмра купӑс каласа, ташласа тӗлӗнтернӗ.

Александр Лариса Гузеевӑпа, Роза Сябитовӑпа куҫа-куҫӑн курса калаҫнӑ. «Кӑларӑмра чылай япалана ҫавӑрттарса хураҫҫӗ. Тӗслӗхрен, унчченхи хутшӑнусене тата хӗртен уйрӑлнине ытлашши вӑйлӑ «хитрелетрӗҫ». Халӗ савни умӗнче те аван мар», - тенӗ Саша. Ара, вӗсем мирлешнӗ вӗт.

Савни суйлама килнӗ хӗрарам – Питӗртен. Сашӑпа иккӗшӗн хутшӑну йӗркеленеймен. Хӗр унчченхи каччипе мирлешнӗ. Халӗ пирӗн ентешпе вӗсем туслӑ.

Пирӗн ентеш ӳкерӗннӗ кӑларӑм кӑрлач уйӑхӗнче эфира тухӗ. Хӑш кунӗ хальлӗхе паллӑ мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/47027
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта ҫӳп-ҫап ешчӗкӗнче ача виллине тупнӑ. Ӑна пӗр предприяти ӗҫченӗсем кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче асӑрханӑ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ача тин кӑна ҫуралнӑ.

Ача сывӑ е чӗрӗ ҫуралнӑ? Хальлӗхе паллӑ мар. Унӑн амӑшне йӗрке хуралҫисем шыраҫҫӗ. Следовательсем ача ҫуралнӑ свидетельствӑна тата вӑл мӗнле вилнине палӑртаҫҫӗ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управлений ӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, суд-медицина тӗпчевӗ ирттерӗҫ. Вӑл ача вӑхӑтра е маларах, сывӑ е чӗрӗ ҫуралнине палӑртма май парӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/47030
 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енри виҫӗ хӗрарӑм сӑн ӳкерчӗкрен шикленсе банк карточки ҫинчи укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене вӗсем ӗнер пӗлтернӗ.

Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑм телефонӗ ҫине «Что будем делать с фото?» (чӑв. Сӑн ӳкерчӗкпе мӗн тӑвӑпӑр?) смс-ҫыру килнӗ. Унта сӑн ӳкерчӗк пӑхмалли каҫҫа кӑтартнӑ. Хӗрарӑм ҫав каҫҫӑпа кӗме хӑтланнӑ та телефонӗ хытса ларнӑ. Унтан ҫав номерпе ҫыхӑнтарнӑ банк картти ҫинчен 3 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 27-ри хӗрарӑм патне те ҫавӑн пекрех ҫыру килнӗ, сӑнӳкерчӗксене уҫласа илмелли каҫҫа кӑтартнӑ. Вӑл каҫӑпа иртсен банк счечӗ ҫинчен 4500 тенкӗ ҫӗтнӗ.

Шупашкарти 26-ри хӗрарӑм сӑнӳкерчӗкрен шикленнипе 33 пин тенкӗ ытла ҫухатнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://21.xn--b1aew.xn--p1ai
 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Этнография чувашского народа» ятпа ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑxӗсен институчӗн ӑсчахӗсем пухса хатӗрленӗ. Ӗҫ ушкӑнне истори ӑслӑлӑxӗсен тухтӑpӗ В.П. Иванов тухӑҫлӑ ертсе пынӑ.

Ҫaк паха кӗнекере чӑвашсем ӑҫтан пулса кайни, халӑx йышӗ, наци тумтирӗ, капӑpлӑxӗсемпе апат-ҫимӗҫӗ, ҫeмье тата халӑх пурнӑҫӗ, йӑли-йӗрки, ӑруран ӑpӑва куҫнӑ пултарулӑхӗпе ӑcталӑxӗ, ӗненӗвӗ, ӳнерӗ тата ытти ҫинчен тӗплӗ ҫырса кӑтартнӑ.

Унсӑр пуҫне кӗнекене терминcен словарьне уйрӑммӑн кӗpтнӗ. Ҫaвӑнпа та вӑл вӗрентекенсемпе студентсемшӗн, аслӑ классенче ӑс пухакан ачасемшӗн тата чӑваш халӑxӗн истoрийӗпе, культурипе кӑcӑкланакансемшӗн усӑллӑ та кирлӗ пулма тивӗҫ.

 

Персона

Ӗнер, кӑрлач уйӑxӗн 4-мӗшӗнче, экономика ӑслӑлӑxӗсен тухтӑpӗ, Раҫҫeйри вӗpeнӳ академийӗн академикӗ, Чӑваш Енри профессиллӗ acлӑ пӗлӳ парассине йӗpкелекенсен пӗри, общество тата патшалӑx ӗҫченӗ Лев Кураков профессор 75 ҫyл тултарнӑ.

Юбилейпе Лев Пантелеймоновича Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Патшалӑх Канашӗн председателӗ Валерий Филимонов, Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗсем Николай Маловпа Леонид Черкесов тата ыттисем саламланӑ.

Михаил Игнатьев ентеш Чӑваш Енре кӑна мар, тулашра та ят-сум ҫӗнсе илнине палӑpтнӑ, Лев Кураков ертсе пыракан Ваттисен канашӗ, Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен ассамблейи, вӑл хутшӑннипе уҫӑлнӑ Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ республикӑpa тӗпленнӗ нацисемпе националноҫсене туслӑ хутшӑнура аталанма пулӑшнине асӑннӑ.

 

Спорт

Дмитрий Губерниев спорт комментаторӗ Чӑваш Енри биатлон центрӗ кирлине спортӑн ҫак енӗпе иртекен Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнче те, виҫҫӗмӗшӗнче те тӳрӗ эфирта каланине Чӑваш халӑх сайчӗ __/news/17834.html|пӗлтернӗччӗ_ . Хальхи вӑхӑтра кубокӑн тӑваттӑмӗш тапхӑрӗ иртет. Ӗнер Германинчи Оберхофра хӗрарӑмсем спринта чупрӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче те комментатор Чӑваш Енри биатлон центрӗ пирки аса илчӗ. Анчах вӑл хальхинче строительсене ӳпкелерӗ.

Тӗрӗссипе чӑрмавӗ — ҫӗрте. РФ харпӑрлӑхӗнчи вӑрманпа усӑ курма Раҫҫей Правительстви ирӗк пани кирлӗ пулнӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-служби ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Дмитрий Медведев премьер-министр ҫӗре Шупашкарти олимп резервӗллӗ 2-мӗш спорт шкулӗн харпӑрлӑхне куҫарма йышӑннӑ.

 

Ҫул-йӗр

Шупашкарти автотранспорт предприятийӗ Шупашкар районӗнчи Шомик, Атӑльял, Хорнсор, Кипечкасси ялӗсенче пурӑнакансене хӑйне евӗр Ҫӗнӗ ҫул парни хатӗрленӗ. Асӑннӑ предприяти 120-мӗш «Шомик — Шупашкар» маршрутпа пассажирсене турттарма пуҫланӑ та расписание ылмаштарнӑ.

Кун пирки вӑл тӑрӑхри Атӑльялта пурӑнакан ҫын Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫатӑн халӑх сечӗсенчен пӗринче пӑшӑрханса пӗлтернӗ.

Маларах ку маршрутпа Шомикри Александр Портнов усламҫӑ пассажирсене турттарнӑ. Ҫула вӑл ирех, 5 сехет те 45 минутрах, тухнӑ. Автопредприяти ирхи рейса пӗтернӗ хыҫҫӑн ирпе ӗҫе каякансене ҫул ҫӳреме йывӑрланса кайнӑ. «Пӗрремӗш рейспа ҫынсем садике, пульницӑна, троллейбус управленине, савутсене, хурала ҫӳренӗ», — пӑшӑрханса хыпарланӑ унта.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-40545094_23710
 

Хулара
Ирина Петрова
Ирина Петрова

Шупашкарта 26 ҫулти хӗр ҫухалнӑ. Тӑванӗсем ӑна шыраҫҫӗ, ыттисенчен те пулӑшу ыйтаҫҫӗ.

Ирина Петрова «Солнечный» микрорайонта пурӑнать. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхи 8 сехет те 30 минутра ӗҫе тухса кайнӑ, анчах вӑл унта ҫитмен. Ирина «53-мӗш шкул» чарӑну еннелле утнӑ, унӑн «Волжский» суту-илӳ центрне ҫитмелле пулнӑ.

Килтен тухса кайнӑранпа Иринӑн телефонӗ сӳннӗ. Вӑл киле килменнине кура тӑванӗсем полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Ара, вӑл унччен ун пек нихӑҫан та ҫухалса ҫӳремен.

Ирина Петрова кӑвак куртка, тӗттӗм кӑвак джинс шӑлавар, хура сапожки тӑхӑннӑ пулнӑ, хӑмӑр сумка ҫакнӑ, шурӑ хутаҫ йӑтнӑ. Ӑна курнӑ тӑк 8 937 371 7779 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/47009
 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енри аслӑ шкулта вӗреннӗ арҫын Чечняра полицейские вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки www.kavkaz-uzel.eu сайт пӗлтерет.

Кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чечняри Шалинск районӗнчи Автуры ялӗнче ШӖМӗн полици уйрӑмӗн пуҫлӑхне тапӑннӑ. Пакунлӑ ҫынна апат-ҫимӗҫ лавккинчен тухнӑ чухне ҫурӑмӗнчен персе вӗлернӗ. Вӑл йывӑр сурана пула вилнӗ. Ӑна вӗлернӗ ҫын «Тайота» машинӑна ларса тарнӑ. Кӗҫех арҫынна тупнӑ. Тытса чарнӑ чухне вӑл хирӗҫ тӑнӑ, ҫавӑнпа ӑна персе пӑрахма тивнӗ.

Полицейские Автуры ялӗнче пурӑнакан 27 ҫулти каччӑ вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл Чӑваш Енре юридици факультетӗнче вӗреннӗ, полицире ӗҫленӗ. Анчах ӑна боевиксемпе ҫыхланнӑшӑн судпа айӑпланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/47011
 

Страницӑсем: 1 ... 2229, 2230, 2231, 2232, 2233, 2234, 2235, 2236, 2237, 2238, [2239], 2240, 2241, 2242, 2243, 2244, 2245, 2246, 2247, 2248, 2249, ... 3939
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑр пӗлмен ӗҫе пуҫӑнма сӗнмеҫҫӗ. Информаци ҫителӗксӗрри тата кирлӗ опыт ҫукки палӑртнине ҫӗнсе илме чӑрмантарӗҫ. Иккӗленӳллӗ мероприятисене хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Хальхи вӑхӑтра асӑрханулӑх - ӗҫри чи лайӑх канашҫӑ.

Утӑ, 16

1964
61
Евдокимов Николай Евдокимович, чӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...