Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре ҫуралнӑ Ирина Федорова Мурманск хулин 9 ҫул каялла куҫса кайнӑ. Ӑна унта куҫма мӑшӑрӗ Александр, Ҫурҫӗр флотӗнче службӑра тӑнӑскер, ӳкӗте кӗртнӗ.
Федоровсем ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсен кушакӗ чӑвашла ӑнланать. Чӑннипе, малтан мӑр-мӑр вырӑс ҫемйинче пурӑннӑ. Анчах ку чӗлхене вӑл чӑваш ҫемйине лексенех манса кайнӑ. Халӗ кушак чӑвашла каласан ҫеҫ ӑнланать.
Чӑвашла пӗлекен Пушока Рекордсен кӗнекине кӗртмен, ҫапах ҫемье унпа мухтанать: Мурманск тӑрӑхӗнчи «Чӑваш тӗнчи» наци пӗрлешӗвӗнчи тусӗсемпе пӗлӗшӗсене кушак мӗн тума пултарнине кӑтартаҫҫӗ.
Палӑртмалла: Мурманск облаҫӗнче 4 пине яхӑн чӑваш пурӑнать. Унти карапсемпе шыв айӗнче ишекен кимӗсенче Чӑваш Енри ҫӗр-ҫӗр каччӑ ӗҫлет.
Влад Маскай // 3957.56.0551
2018.11.08 00:47 | |

Ман шухăшăм чăваш чĕлхи пирки. Пирĕн Енче, Пушкăртра, "тĕпленсе ларать" тесе йывăç пирки çеç калаççĕ. Çурт лартса,хватер илсе ăçта та пулин кайса пурăнма тытăннине - "тымар янă" теççĕ. "Тĕплени" - каснă йывăçăн тункатине кăларни тесе ăнланма вĕреннĕ эпир.
Çавăнпа Чăваш Ене ку сăмахпа усă курма чарса пулмĕ тетĕп, анчах пур чăвашсем те тĕрĕс ăнланмалла çырни-калаçни вырăнлăрах пек туйăнать мана. Ырă сунатăп сире, тăвансем.
Тархасшăн ан çиленĕр.
"Вĕçкĕнлĕрех" стилĕр те килĕшмест мана: "пукансăр юлни", "тилхепине парĕç" текеннисем. Првительство çинчен çыратпăр пулсан - шÿлесерех калани вырăнсăр пек янравĕ сăмахсен...