Политика
Улатӑр районне Нина Шпилевая ертсе пырӗ Улатӑр район администрацине ертсе пынӑ Николай Романов виҫӗмкун ӗҫрен кайнӑ. Район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ хыпарта отставкӑна кайма ыйтса пуҫлӑх хӑй кӑмӑлӗпе ҫырнине ӗнентернӗ. Николай Романов ыйтӑвне пӑхса тухма районти Депутатсен пухӑвӗ кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче черетсӗр ларӑва пуҫтарӑннӑ. Пуху иртессине тӑватӑ кун маларах сайтра хыпарланӑччӗ. Пухӑва Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗнчен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗпе Игорь Николаевпа ҫав пайри Анатолий Алексеев консультант та хутшӑннӑ. Улатӑр район администрацине вӑхӑтлӑха ертсе пыма муниципалитетӑн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумне — йӗркелӳ пайӗн пуҫлӑхне Нина Шпилеваяна шаннӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра конкурс ирттерсе район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Григорий Алексеев профессор Паян медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Григорий Алексеев профессор 90 ҫул тултарнӑ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайтӗнче ӑна халалласа вырнаҫтарнӑ пысӑк статьяра юбилей уншӑн кӑна мар, ӗҫтешӗсем пулнисемшӗн, тӑванӗсемшӗн тата Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав отраслӗн историйӗпе кӑсӑкланакансемшӗн пӗлтерӗшлине палӑртнӑ. Григорий Алексеевич 1927 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрӑмҫут ялӗнче ҫуралнӑ. Тем тӗрлӗ медальпе орден кавалерӗ пулса тӑриччен вӑл нумай вӗреннӗ, нумай ӗҫленӗ. 1942 ҫулта ҫичӗ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл Ҫӗрпӳри фельдшерпа акушер шкулне кӗнӗ. Фельдшерта тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл Мускаври стоматологи институтне вӗренме кӗрет. Тӑван тӑрӑха хӗрлӗ дипломпа таврӑннӑ специалиста кӗҫех республика пульницине тӗп тухтӑрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама шанаҫҫӗ. Шӑл тухтӑрӗсене 1960 ҫулта Шупашкарта вӗрентме тытӑнаканни те вӑлах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Чӑваш Енри икӗ районта пурӑнакан ҫынсем ҫулсене юртан тасатманран кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Кунашкал ыйту Элӗк тата Етӗрне районӗсенче сиксе тухнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ку ыйту сивӗчленсех пырать. Тӗслӗхрен, тӑватӑ полосаллӑ ҫул иккӗллӗ ҫеҫ юлнӑ. 2016 ҫулта ҫак икӗ районта тата Муркаш, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче ҫулсене юртан тасатассишӗн урӑх организаци яваплӑ пулнӑ. Кӑҫал ку тивӗҫе пурнӑҫламашкӑн урӑх подрядчик выляса илнӗ. Унӑн ертӳлӗхӗ каланӑ тӑрӑх вара, кунашкал япӑх ҫулсем вӗсене ун умӗнхи организацирен юлнӑ. Халӗ вӗсем раштав уйӑхӗнче тата кӑрлачри каникулта ҫунӑ юра тасатаҫҫӗ-мӗн. «Чӑвашупрдор» ҫирӗлетнӗ тӑрӑх вара, ҫӗнӗ подрядчик тӗрӗс мар сведенисем панӑ: техника сахалрах-мӗн, реагентпа та ҫавӑн пекех лару-тӑру. ЧР транспорт министрӗ Михаил Резников килес умӗн организаци, ахӑртнех, ҫитменлӗхсене пӗр кунра пӗтерме шухӑшланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Асламассене халалласа уяв иртӗ Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Мария Асламаса тата унӑн ывӑлне, «Камерата Брно» чех оркестрӗн дирижерне, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ Алексей Асламаса хисеплесе асӑну каҫӗ иртмелле. Уява министерствӑсемпе ведомствӑсен, ӑслӑлӑх учрежденийӗсен, культура тата вӗренӳ учрежденийӗсен пайташӗсем, студентсем, Асламассен тӑванӗсем пуҫтарӑнмалла. Музыка ӳнерӗн ӗҫченӗсем Инна Асламас, Татьяна Асламас, Алексей Аcламас, Антон Асламас, Марина Соприко, Динара Федотова, Дмитрий Семкин «Спешите жить» (Пурӑнма васкӑр) концерт программи хатӗрлеҫҫӗ. Уява пухӑннисем Асламассен династийӗпе курав урлӑ те паллашайӗҫ. Мероприяти 18 сехетре акт залӗнче пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енре ҫул ҫитмен ҫамрӑка шыраҫҫӗ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Юлашки хутчен ӑна 21 сехетре «Илем» кафе патӗнче курнӑ. Дмитрий Гаврилов – 14 ҫулта. Вӑл Муркаш районӗнчи Москакассинче пурӑнать. Нумаях пулмасть Дима амӑшӗпе ҫапӑҫса кайнӑ-мӗн. Ывӑлӗ Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи каникул хыҫҫӑн уроксене сиктернӗшӗн аслисем ятланӑ. Амӑшӗ Ирина Гаврилова каланӑ тӑрӑх, унччен вӑл килтен нихӑҫан та тухса кайман. Вӑл ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Ял ҫумӗнче – федераци ҫулӗ. Амӑшӗ ывӑлӗ ӑҫта кайма пултарнине ӑнланмасть. Полицейскисем Димӑна шырама тытӑннӑ. Вӑл хура-симӗс тӗслӗ куртка, хура калпак, джинс шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна кам курнӑ – полицие шӑнкӑравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Кӑрлач уйӑхӗн 12–14-мӗшӗсенче Францири Фонт Ромео курортӗнче фристайлӑн слоуп-стайл дисциплини енӗпе Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев хутшӑннӑ. Арҫынсен тупӑшӑвӗнче Раҫҫей спортсменӗсенчен нихӑшӗ те квалификацие пурнӑҫлайман. Краснодар крайӗнчи Денис Некрасов — 28-мӗш, Чӑваш Енри Дмитрий Мулендеев 33-мӗш пулнӑ. Хӗрарӑмсен тупӑшӑвӗ пынӑ кун вара ҫанталӑк япӑх тӑнӑ. Ҫакӑ та квалификацие пурнӑҫлама чӑрмантарнӑ ахӑртнех. Раҫҫей спортсменӗсенчен чи лайӑххи пулса Лана Прусакова 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Тӗнче кубокӗн тепӗр тапхӑрӗ кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Италири Зайзер-Альмӑра иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
«Росинформбюро» информаци агентстви хыпарланӑ тӑрӑх, 2017 ҫулта «Техмаш» концерн ҫӗнӗ производство хута ярӗ. Шупашкарти В.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗнче снарядсем кӑларма тытӑнӗҫ. Ку савут концерн йышне кӗрет. Сӑмах май, «Техмаш» Тутарстанра пӗчӗк калибрлӑ боеприпассен автоматизациленӗ производство корпусӗсене те хута яма хатӗрленет. «Техмаш» ӑслӑлӑхпа производство концернӗ — боеприпассем тата ятарлӑ химисем кӑларакан тытӑмри холдинг компанийӗ. Ӑна 2011 ҫулта «Ростех» патшалӑх корпорацийӗ хута янӑ. Ун йышне боеприпас тытӑмӗнчи 50 организаци кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Энтип Ваҫҫи поэт Энтип Ваҫҫи (Василий Антипов) поэт паян 80 ҫул тултарнӑ. Самар облаҫӗнчи Клевлӗ районӗнчи Хура шыв ялӗнче ҫуралнӑскер вӑтам шкултан вӗренсе тухсан ялти клуб заведующийӗнче, чукун ҫул ҫыхӑнӑвӗн юсав бригадин бригадирӗнче, слесарьте тӑрӑшнӑ. Чӑваш Республикине куҫса килсен те вӑл стройкӑра ӗҫленӗ. Стройкӑран калем ӗҫӗ ҫывӑххине Энтип Ваҫҫи нумай тиражлӑ хаҫатӑн тата вырӑнти радиовещани редакторӗнче чухне тарӑннӑн ӑнланса илнӗ. 1974—1977 ҫулсенче Энтип Ваҫҫи Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗнче тата тӗп редакторӗнче вӑй хунӑ. Каярах вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен тата СССР Писателӗсен союзӗ ҫумӗнчи литературӑн аслӑ курсӗнчен вӗренсе тухнӑ, ун хыҫҫӑн Чӑваш Республикин Писательсен союзӗн литконсультанчӗ тата правлени председателӗн ҫумӗ пулнӑ, Чӑваш Республикин Вӑрман министерствинче ӗҫленӗ. Энтип Ваҫҫи 1977 ҫултанпа СССР Писателӗсен союзӗн членӗ. Тӑван литературӑри ҫитӗнӳсемшӗн ӑна «Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ» хисеплӗ ят панӑ. Унӑн паллӑрах кӗнекисем: «Ҫӑлкуҫ» (1974), «Алӑри асамат» (1976), «Туслӑх кӑшӑлӗ» (1977), «Пыл ҫунӑ ир» (1979), «Юрату юрри» (1984), «Самана» (1967). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗмӗрле хулинче амӑшӗпе ывӑлӗ шаурма сутакан хӗрарӑма тапӑннӑ. Пӑтӑрмахӗ пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче сиксе тухнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ суту-илӳ точкине кӗрсе кайса сутуҫӑна тытса унӑн пуҫне кирпӗч стена ҫумне ҫапнӑ, кайран питӗнчен алӑпа шӑлса панӑ. Унтан вӑл хӗрарӑма ҫӳҫрен ярса илнӗ. Унтан вӑл хайхи мӑйӗ патне ҫӗҫӗ илсе пырса укҫа тапӑннӑ. 29 ҫулти ывӑлӗпе пулнӑ 61 ҫулти амӑшӗ те хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине хӳтӗлеме ӑнтӑлнӑ курӑнать. Вӑл сутуҫӑн сумкине ярса илнӗ те ывӑлӗпе иккӗшӗ тарнӑ. Сумкӑра 3,5 пин тенкӗлӗх пуянлӑх пулнӑ-мӗн. Усалланнӑ амӑшӗпе ывӑлне суд 7 ҫул та 1 уйӑхлӑха хупмалла тунӑ. Каччӑна ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатнӑ, амӑшне — пӗтӗмӗшле режимлине. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |