Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищин студенчӗсемпе вӗрентекенӗсем «Сурхури! Кӗркури!» кӗнеке кӑларнӑ. Унта чӑвашсен йӑла-йӗрке юррисене кӗртнӗ. Вӗсем ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн 100 пин тенкӗ грантне ҫӗнсе илнӗ. Кӗнекене шӑпах ҫак укҫапа кӑларнӑ та.
Училищӗри студентсемпе преподавательсем иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчех йӑла-йӗрке юррисене пухма пуҫланӑ. Халӗ ав чи лайӑххисене пӗр ҫӗре пухса кӗнеке кӑларнӑ. Ӑна Людмила Петухова, Григорий Салюков, Ирина Яковлева вӗрентекенсем хатӗрленӗ. Ӑслӑлӑх редакторӗ – искусствоведени докторӗ тата профессор Михаил Кондратьев.
Чӳкӗн 4-мӗшӗнче 13 сехетре училищӗре йӑла-йӗрке юррисен пуххин хӑтлавӗ иртӗ.
Влад Маскай // 3957.56.0551
2018.11.02 23:09 | |

Юрăсен пуххине хатĕрлеме пысăк ăсталăх та, тăван халăха çÿлĕ шая çĕклес вăй-хал та, тарăн ăс-тăн та çитернĕ вĕсем!
Михаил Кондратьевĕ те мĕнлерех тата! Ырми-канми тăрăшакан çын музыка анинче! Унăн ытти кĕнекисем те - пысăк
пахалăх чăваш халăхĕшĕн.
Çирĕп сывлăх,çĕнĕ çитĕнÿсем тума Турă ункай парса пытăр сире хăвăр ĕçĕрте. Тав сире!