Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Чӑваш Енре ҫул ҫитмен ҫамрӑка шыраҫҫӗ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Юлашки хутчен ӑна 21 сехетре «Илем» кафе патӗнче курнӑ.

Дмитрий Гаврилов – 14 ҫулта. Вӑл Муркаш районӗнчи Москакассинче пурӑнать. Нумаях пулмасть Дима амӑшӗпе ҫапӑҫса кайнӑ-мӗн. Ывӑлӗ Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи каникул хыҫҫӑн уроксене сиктернӗшӗн аслисем ятланӑ.

Амӑшӗ Ирина Гаврилова каланӑ тӑрӑх, унччен вӑл килтен нихӑҫан та тухса кайман. Вӑл ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Ял ҫумӗнче – федераци ҫулӗ. Амӑшӗ ывӑлӗ ӑҫта кайма пултарнине ӑнланмасть.

Полицейскисем Димӑна шырама тытӑннӑ. Вӑл хура-симӗс тӗслӗ куртка, хура калпак, джинс шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна кам курнӑ – полицие шӑнкӑравлӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39296
 

Спорт

Кӑрлач уйӑхӗн 12–14-мӗшӗсенче Францири Фонт Ромео курортӗнче фристайлӑн слоуп-стайл дисциплини енӗпе Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев хутшӑннӑ.

Арҫынсен тупӑшӑвӗнче Раҫҫей спортсменӗсенчен нихӑшӗ те квалификацие пурнӑҫлайман. Краснодар крайӗнчи Денис Некрасов — 28-мӗш, Чӑваш Енри Дмитрий Мулендеев 33-мӗш пулнӑ.

Хӗрарӑмсен тупӑшӑвӗ пынӑ кун вара ҫанталӑк япӑх тӑнӑ. Ҫакӑ та квалификацие пурнӑҫлама чӑрмантарнӑ ахӑртнех. Раҫҫей спортсменӗсенчен чи лайӑххи пулса Лана Прусакова 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Тӗнче кубокӗн тепӗр тапхӑрӗ кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Италири Зайзер-Альмӑра иртӗ.

 

Экономика

«Росинформбюро» информаци агентстви хыпарланӑ тӑрӑх, 2017 ҫулта «Техмаш» концерн ҫӗнӗ производство хута ярӗ.

Шупашкарти В.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗнче снарядсем кӑларма тытӑнӗҫ. Ку савут концерн йышне кӗрет.

Сӑмах май, «Техмаш» Тутарстанра пӗчӗк калибрлӑ боеприпассен автоматизациленӗ производство корпусӗсене те хута яма хатӗрленет.

«Техмаш» ӑслӑлӑхпа производство концернӗ — боеприпассем тата ятарлӑ химисем кӑларакан тытӑмри холдинг компанийӗ. Ӑна 2011 ҫулта «Ростех» патшалӑх корпорацийӗ хута янӑ. Ун йышне боеприпас тытӑмӗнчи 50 организаци кӗнӗ.

 

Персона
Энтип Ваҫҫи поэт
Энтип Ваҫҫи поэт

Энтип Ваҫҫи (Василий Антипов) поэт паян 80 ҫул тултарнӑ. Самар облаҫӗнчи Клевлӗ районӗнчи Хура шыв ялӗнче ҫуралнӑскер вӑтам шкултан вӗренсе тухсан ялти клуб заведующийӗнче, чукун ҫул ҫыхӑнӑвӗн юсав бригадин бригадирӗнче, слесарьте тӑрӑшнӑ. Чӑваш Республикине куҫса килсен те вӑл стройкӑра ӗҫленӗ.

Стройкӑран калем ӗҫӗ ҫывӑххине Энтип Ваҫҫи нумай тиражлӑ хаҫатӑн тата вырӑнти радиовещани редакторӗнче чухне тарӑннӑн ӑнланса илнӗ. 1974—1977 ҫулсенче Энтип Ваҫҫи Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗнче тата тӗп редакторӗнче вӑй хунӑ. Каярах вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен тата СССР Писателӗсен союзӗ ҫумӗнчи литературӑн аслӑ курсӗнчен вӗренсе тухнӑ, ун хыҫҫӑн Чӑваш Республикин Писательсен союзӗн литконсультанчӗ тата правлени председателӗн ҫумӗ пулнӑ, Чӑваш Республикин Вӑрман министерствинче ӗҫленӗ.

Энтип Ваҫҫи 1977 ҫултанпа СССР Писателӗсен союзӗн членӗ. Тӑван литературӑри ҫитӗнӳсемшӗн ӑна «Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ» хисеплӗ ят панӑ. Унӑн паллӑрах кӗнекисем: «Ҫӑлкуҫ» (1974), «Алӑри асамат» (1976), «Туслӑх кӑшӑлӗ» (1977), «Пыл ҫунӑ ир» (1979), «Юрату юрри» (1984), «Самана» (1967).

Малалла...

 

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗмӗрле хулинче амӑшӗпе ывӑлӗ шаурма сутакан хӗрарӑма тапӑннӑ. Пӑтӑрмахӗ пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче сиксе тухнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ суту-илӳ точкине кӗрсе кайса сутуҫӑна тытса унӑн пуҫне кирпӗч стена ҫумне ҫапнӑ, кайран питӗнчен алӑпа шӑлса панӑ. Унтан вӑл хӗрарӑма ҫӳҫрен ярса илнӗ. Унтан вӑл хайхи мӑйӗ патне ҫӗҫӗ илсе пырса укҫа тапӑннӑ.

29 ҫулти ывӑлӗпе пулнӑ 61 ҫулти амӑшӗ те хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине хӳтӗлеме ӑнтӑлнӑ курӑнать. Вӑл сутуҫӑн сумкине ярса илнӗ те ывӑлӗпе иккӗшӗ тарнӑ. Сумкӑра 3,5 пин тенкӗлӗх пуянлӑх пулнӑ-мӗн.

Усалланнӑ амӑшӗпе ывӑлне суд 7 ҫул та 1 уйӑхлӑха хупмалла тунӑ. Каччӑна ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатнӑ, амӑшне — пӗтӗмӗшле режимлине.

 

Ял пурнӑҫӗ

Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Ачча ялӗнче пурӑнакан уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсем вырӑнти Культура ҫуртне бойлер-чейник парнеленӗ. Парнене ял ҫыннисем вырӑнти культура ӗҫченӗсем Ҫӗнӗ ҫулпа ирттернӗ аукцион вӑхӑтӗнче тыттарнӑ.

Аукциона Хӗл Мучи ертсе пынӑ, ӑна Юр Пике пулӑшнӑ. Аукцион лочӗ — тӗлӗнтермӗш япаласем пулнӑ. Теприсем питӗ хаклӑ-чаплӑ япаласемех пулман та, анчах ертсе пыракансем ӑна ырланине-мухтанине кура туяннӑ. Аукционӗ, сӑмах май, япалине кӑтартмасӑр, ӑна хаклани тӑрӑх иртнӗ. Мӗн сутнине тавҫӑракан япалине тӳлевсӗрех тыттарнӑ.

Аукциона пуҫтарӑннӑ ял ҫыннисем вырӑнти Культура ҫуртне бойлер-чейник парнелени Хӗл Мучипе Юр Пикене те тӗлӗнтернӗ. Ара, вӗсен парни мар-ҫке: ял халӑхӗ пухнӑ укҫапа туяннӑскер.

 

Тӗнче тетелӗ

Павел Дуров йӗркелесе пуҫарса янӑ тепӗр мессенджер Telegram ҫӗнелсе тухать: унта ҫывӑх вӑхӑтра чӑваш чӗлхине кӗртмелле. Кун пирки Фейсбукри «Ирӗклӗх» ушкӑнра Yuman Yagut-Timӗr‎ хыпарланӑ.

Telegram — пӗр-пӗринпе хутшӑнмалла приложени. Ӑна «Контактра» халӑх тетелне пуҫарса янӑ Раҫҫей усламҫи, программисчӗ, Википединче хыпарланӑ тӑрӑх, тенкӗллӗ миллиардер, Павел Дуров, пуҫарнӑ.

Telegram мессенджера пуҫарас шута пултаруллӑ ҫамрӑк 2011 ҫултах тытнӑ. Шифр технологине унӑн пиччӗшӗ, Николай, вӑл — математик, йӗркеленӗ. 2013 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ҫӗнӗ мессенджера iOS платформа никӗсӗ ҫинче ӗҫлеттерсе янӑ.

Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче Телеграмм блог-платформӑпа пуянланнӑ. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче асӑннӑ мессенджер урлӑ янӑ ҫырусене ҫавсен авторне хуратмалли функци (ҫав ҫырӑва илнӗ ҫын ун хыҫҫӑн ӑна вулаймӗ) кӗртнӗ.

 

Республикӑра
Анна Кузнецовапа Михаил Игнатьев Элтепер
Анна Кузнецовапа Михаил Игнатьев Элтепер

Чӑваш Енре ача-пӑча хӳтӗлевҫи пулатех. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗршыври шӑпӑрлансен омбудсменне Анна Кузнецована шантарса каланӑ. Унпа Михаил Васильевич ӗнер Мускавра тӗл пулнӑ.

Республика ертӳҫи Анна Кузнецована хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ку енӗпе мӗнпур нормативлӑ актсене йышӑннӑ. Ачасен РФ Президенчӗ ҫумӗнчи уполномоченнӑйӗпе пӗрле пулса пирӗн тӑрӑхри ҫак кандидата ҫирӗплетӗҫ.

Чӑваш Енри пӗчӗккисен омбудсменӗ Вячеслав Рафинов республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланнӑ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхра ку должноҫе пӗтересси пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Анчах кун пек йышӑну обществӑра та калаҫу самай ҫуратрӗ, РФ Федераци Канашӗн спикерӗ Валентина Матвиенко та ку должноҫе сыхласа хӑварма ыйтнӑччӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Вӗренӳ министрӗн экс-ҫумӗ Светлана Петрова
Вӗренӳ министрӗн экс-ҫумӗ Светлана Петрова

Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствинче 15 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн тивӗҫлӗ Светлана Петрована, юлашки вӑхӑтра вӑл министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн пуканне йышӑнатчӗ, канӑва ӑсатнине эпир пӗлтернӗччӗ. Светлана Петрова тӗлӗшпе хушӑва республика Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче кӑларнӑччӗ.

Пуҫлӑх тилхепине чипер тытса ларнӑ ҫӗртенех тивӗҫлӗ канӑва кайнине тӗрлӗрен йышӑнакансем пулчӗҫ. Хӑшӗсен шучӗпе, Светлана Петрова ӗҫрен пӑрахнӑ хыҫҫӑн тӑван республикӑмӑрӑн вӗренӳ отраслӗ калама ҫук пысӑк ҫухату тӳснӗ. Апла пулин те сӑнавҫӑсене хӑш-пӗр самант тӗлӗнтернӗ. Александр Белов журналист, сӑмахран, «уйрӑм пенсионерсене» тивӗҫекен «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль Светлана Владимировнӑна тивӗҫменнине асӑрханӑ.

Асӑннӑ статьяра Светлана Петрова пенсие кайма шут тытни ППЭ валли оборудовани туянмалли тендерта саккуна пӑснипе, ҫавӑншӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнипе ҫыхӑнма пултарнине палӑртнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2222, 2223, 2224, 2225, 2226, 2227, 2228, 2229, 2230, 2231, [2232], 2233, 2234, 2235, 2236, 2237, 2238, 2239, 2240, 2241, 2242, ... 3624
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...