Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре юр хулӑнӑшӗ 1 метра ҫывхарса пырать. Сахал мар ку, анчах юр татах ҫӑвӗ-ха.
Кӗҫӗрех юр ҫума тытӑнӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, вырсарникун кӑна чарӑнӗ. Тунтикун кӑнтӑрла хыҫҫӑн вара каллех юр ҫума тытӑнӗ, анчах хальхинче йӗпе юр ӳкме пуҫлӗ. Вӑл ытларикун та ҫӑвӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн вара ҫумӑр ӳкӗ.
Ырантан термометр «плюс» таран хӑпарма пуҫлӗ. Юнкун вара пире уяр ҫанталӑк савӑнтарӗ. Анчах сивӗтет: ҫӗрле термометр 10-15 градус таран кӑтартӗ.
Эрнен иккӗмӗш ҫурринче юр кӑштах кӑна ҫӑвӗ, сивӗрех пулӗ: термометр 5-10 градус кӑтартӗ.
