Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, спорт гимнастикин ветеранӗ, ӗҫ ветеранӗ, спорт гимнастики енӗпе СССР спорт мастерӗ Светлана Софронова 70 ҫул тултарать. Ҫавна май унӑн кун-ҫулне кӗскен тишкерме сӑлтав пур.
Светлана Викторовна Шупашкарта ҫуралнӑ. Вунӑ ҫулта чухне вӑл ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнче вӗренме пуҫланӑ. Унта хӗрача гиинастикӑна суйласа илнӗ.
Кӑштахран Чӑваш Ен чемпионки пулса тӑнӑ, спорт мастерӗн кандидачӗн разрядне пурнӑҫланӑ. Каярах вӑл СССР спорт мастерӗн ятне тивӗҫнӗ.
1977 ҫултанпа, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, 1-мӗш спорт шкулӗнче тренер пулса Ӗҫе кӳлӗннӗ. Хӑй ӗҫленӗ вӑхӑтра Раҫҫейӗн 7 спорт мастерне, спорт мастерӗн 20 ытла кандидатне тата пӗрремӗш разрядлӑ спортсменсене хатӗрленӗ.
Паян Светлана Викторовна олимп резервӗн 6-мӗш спорт шкулӗнче ӗҫлет.
