Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Чӑваш Енри икӗ объект Раҫҫейри агротоуризм атласне кӗнӗ. Вӗсем – Улатӑр округӗнчи «Зеленая долина» кану бази тата Канаш округӗнчи «Мелилотус» кооператив.

Атласа РФ Ял хуҫалӑх министерстви хатӗрленӗ. Унта 100 ытла объект кӗнӗ. Чылайӑшӗ «Агротуризм» грантпа хута янӑскерсем. Сӑмах май, вӑл 2022 ҫултанпа ӗҫлет.

Палӑртмалла: Чӑваш Енре 7 ял хуҫалӑх производителӗ хӑнасене ялта йышӑнмашкӑн инфраструктурӑна аталантарма субсиди илнӗ. Пӗтӗмпе - 59,1 миллион тенкӗлӗх.

 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Новосибирскра наци йӑли-йӗркин «Россия многоликая» фестивал-конкурс иртнӗ. Чӑваш Енрен унта Вӑрнар округӗнчи Культура ҫуртӗнчи «Санар» купӑсҫӑсен ансамблӗ хушӑннӑ.

Пирӗн ентешсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӗсен пултарулӑхӗ нумайӑшне тӗлӗнтернӗ. Илемлӗ купӑс сасси залра ларакансене килӗшнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_17626
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнарта «Евгений Онегин» моноспектакль кӑтартнӑ.

Моноспектакле Александр Пушкинӑн «Евгений Онегин» сӑвӑлла романӗ тӑрӑх Дмитрий Михайлов режиссёр лартнӑ.

Ӗҫе курма зал тулли халӑх пуҫтарӑннӑ. Ҫамрӑксем уйрӑмах йышлӑ пулнӑ: Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗн студенчӗсем, шкул ачисем; учительсем, театра юратакан ытти ҫын.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ыран, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Людмила Сачкова прозаикӑн, публицистӑн, драматургӑн, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн пултарулӑхне хаклакансем пуҫтарӑнӗҫ. Автор хӑйӗн икӗ кӗнекепе кун ҫути курнӑ «Сиксе юхать Хула ҫырми» тата «Иртнӗ кунсен куҫҫулӗ» романӗпе паллаштарӗ.

Романӑн пӗрремӗш кӗнекинчи пулӑмсем XI–XIII, XVI тата XIX ӗмӗрсенче чӑваш ялӗнче пулса иртеҫҫӗ. Иккӗмӗшӗнче — Граждан вӑрҫин тапхӑрӗнче.

Мероприяти акт залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.

 

Сӑвӑҫ юбилейӗ умӗнхи калаҫуран

«Тӑван Атӑл» журналта «Ҫав-ҫав ҫыравҫӑ ман пурнӑҫра» ятлӑ ярӑм уҫас шутпа Арсений Тарасов тӗремен манпа темиҫе хут та калаҫрӗ «Виталий Петрович, эсӗ паллӑ тӗпчевҫӗ, ҫеҫпӗлҫӗ. Ҫавӑнпа санран «Ҫеҫпӗл манӑн пурнӑҫра» ятлӑ эссе журналӑн чӳк кӑларӑмӗ валли ҫырса пама ыйтатӑп», — терӗ. Эпӗ чӗркелесе пӑрахрӑм та, журнала юрӑхлӑ пулаймарӗ. Тен, Чӑваш халӑх сайтне каймӗ-ши тесе ярса паратӑп.

 

Вталий Станьял. Ку ярӑм, паллах, вырӑнлӑ. Пирӗн ӑстрӑмри нумай ача пурнӑҫӗнче куккӑш-пиччӗш мар, кӗнеке ҫул уҫакан пулчӗ. Мана йывӑр вӑхӑтра тӗрек, чӑтӑмлӑх параканӗсем кӗнеке геройӗсем Виталий Бонивур, Павел Корчагин, Зоя Космодемьянская, Олег Кошевой, Александр Матросов пулчӗҫ. Леонид Агаковӑн вӑрҫӑ ачисене хытӑ мухтаттӑмӑр.

Ҫеҫпӗле ялти шкулта чухне ӑша илеймен. Вӗрентмен те ӑна йӗркеллӗ. Ячӗшӗн ҫеҫ сӑввине вӗренӳ кӗнеки тӑрӑх янраттаркаланӑ.

Арсений Тарасов. Эппин, чӑваш поэтне эсир хӑҫан ҫывӑх туйма пуҫланӑ?

— Аслӑ шкулта Ҫеҫпӗл ман пурнӑҫа тӳррӗн пырса кӗчӗ.

Малалла...

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Уҫӑ театр» проекта хута ярӗ.

Проекта хутшӑнакансем валли режиссёрсемпе, культурӑри тата литературари экспертсемпе тӗлпулусем иртӗҫ. Ӑсталӑх сехечӗсем те йӗркелеме палӑртнӑ.

Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Шуйттан чури» мистикӑллӑ драма кӑтартӗҫ. Ухсай Яккӑвӗн хайлавӗ тӑрӑх спектакле епле лартни ҫинчен Наталия Сергеева режиссёр тата тӗп сӑнарсене калӑплакан Алексей Герасимов тата Евгений Урдюков каласа кӑтартӗҫ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Мерчен» хӑна пӳлӗмӗнче Анатолий Печниковӑн «Илӗртӳллӗ манми Чӑваш ен» нота пуххине хаклама пуҫтарӑнӗҫ.

Мероприятие музыкантӑн 70 ҫулхине тата пултарулӑхӗнчи 55 ҫулхине халаллӗҫ.

Кӗнекене пахалама культура, ӳнер тата литература ӗҫченӗсем, ӗҫтешӗсем, ентешӗсем пуҫтарӑнӗҫ. Программӑна «Чун юрлать» кӗнекепе иллюстраци куравӗ, культура ӗҫченӗсен пултарулӑхӗ, автор юррисен «Савнӑ Чӑваш Енӗм!» концерчӗ илем кӳрӗ.

Анатолий Печников Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Туктамаш ялӗнче ҫуралнӑ. Педагог, композитор, РФ халӑх вӗрентӗвӗн отличнике, Чӑваш Енри композиторсен ассоциацийӗн членӗ. Шупашкар районӗнчи Иккасинчи культура ҫуртӗнче «Ҫӑлкуҫ» вокал ансамбльне тата «Ҫамрӑк хуткупӑсҫӑ» кружока 35 ҫул ытла ертсе пынӑ.

 

Персона
николай архивӗнчи сӑн
николай архивӗнчи сӑн

Николай пулӑ тытма юратать. Ку – унӑн чун киленӗҫӗ. «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче те вал кун пирки нумай ҫырса кӑтартать.

Хальхинче Николай Атӑла пулӑ тытма кайсан ҫӑрттанпа кӗрешнӗ. Ӑна туртса кӑларас тесе унӑн самаях тарлама тивнӗ. Ара, 5 килограмм ытларах таякан пулла туртса кӑларма ансат мар вӗт.

Ҫапах тӑрӑшсан-тӑрӑшсан, кӗрешсен-кӗрешсен опытлӑ пулӑҫ ҫӑрттана туртса кӑларнах.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/kvokernik
 

Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче пурӑнакан ватӑсем Пӗтӗм Раҫҫейри финанс чемпионачӗн пӗтӗмлетӳллӗ тапхӑрне хутшӑннӑ. Чемпионат куҫӑнсӑр майпа иртнӗ.

Унта ҫӗршыври 78 команда хутшӑннӑ. Пирӗн респблика чысне регион шайӗнчи ӑмӑртура пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ Надежда Быченкова, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене тухнӑ Светлана Чекменева тата Людмила Спиридонова хутшӑннӑ.

 

Республикӑра
Ҫемье архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк
Ҫемье архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк

Чӑваш Енри нумай ачаллӑ тепӗр ҫемьене РФ Президенчӗ Владимир Путин «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Ӑна Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Макаровсем тивӗҫнӗ.

Владимир Александровичпа Альбина Викторовна тӑватӑ хӗр ӳстереҫҫӗ: Анастасия, Екатерина, Ульяна тата Татьяна. Ҫемье пуҫӗ колхозра водительте ӗҫленӗ, шкул автобусӗпе ачасене илсе ҫӳренӗ, почтальон пулнӑ. Халӗ кил хуҫалӑхне тытса пырать, ватӑ амӑшне пӑхать. Татьяна Викторовна хими, биологи тата географи предмечӗсене вӗрентет.

 

Страницӑсем: 1 ... 150, 151, 152, 153, 154, 155, 156, 157, 158, 159, [160], 161, 162, 163, 164, 165, 166, 167, 168, 169, 170, ... 3912
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 09

1918
107
Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ.
1945
80
Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ
1958
67
Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ.
1965
60
Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...