Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: уйӑхлӑх

Чӑвашлӑх
Литература музейӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Литература музейӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ уйӑхӑн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн наци музейӗ ҫулсерен иртекен чӑваш чӗлхипе литературин «Ялан янӑра, чӑваш чӗлхи!» уйӑхлӑхне пуҫарнӑ.

Акци пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче чӑваш ҫамрӑкӗсен форумӗпе уҫӑлнӑ. Ӑна «Хавал» ушкӑн тата Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ ирттернӗ.

Уйӑхлӑх пуҫланнӑранпа Чӑваш наци музейӗн «Контактра» страницинче чӑваш халӑх поэчӗн Юрий Сементерӗн сӑввисене Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем вуланине вырнаҫтарса пыраҫҫӗ.

Литература музейӗнче (юнкунсерен 14 сехетре) тата Чӑваш тӗррин музейӗнче (кӗҫнерникунсерен 16 сехетре) уйӑхӗпех чӑвашла экскурсисем иртеҫҫӗ.

Ытти кӑсӑклӑ мероприяти те уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче самай пулса иртмелле.

 

Чӑваш чӗлхи
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫласа Чӑваш наци музейӗ «Ялан янӑра, чӑваш чӗлхи!» ятпа чӑваш чӗлхи уйӑхлӑхне ирттерме палӑртса хунӑ. Вӑл шӑп та лӑп пӗр уйӑха тӑсӑлӗ.

Уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче тӗрлӗ темӑпа экскурсисем, занятисемпе ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлӗҫ. Вӗсем культура епле йӗркеленнипе, ҫырулӑхпа чӑваш литератури епле пуҫланса кайнипе паллаштарӗҫ.

Наци музейӗн ӗҫченӗсем руна паллисем ҫинчен каласа кӑтартӗҫ, «Уяв» тата «Киремет карти», «Чӑваш Енӗн асамлӑ ҫырӑвӗсем» интерактивлӑ занятисем, «Вупӑр» вӑйӑ ирттерӗҫ.

Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ, Литература музейӗ, Чӑваш тӗррин музейӗ те кӑсӑклӑ программӑсем хатӗрлесе хунӑ.

 

Чӑваш чӗлхи
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш наци музейӗнче чӑваш чӗлхипе литературине халалланӑ «Ялан янӑра, чӑваш чӗлхи!» уйӑхлӑх пырать. Вӑл пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Уйӑхлӑха Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Музей ачасемпе аслисене чӑваш халӑхӗн историйӗпе культурине халалланӑ тӗрлӗ темӑллӑ экскурсисене, ӑсталӑх сехечӗсене йыхравлать.

Чӑваш наци музейӗ чӑвашсен историйӗпе, культурипе тата этнографийӗпе паллаштарать. К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗпе Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ те чӑваш фольклорӗпе литературин пуян тӗнчине йыхравлаҫҫӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 28

1927
99
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ.
1954
72
Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă.
1966
60
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ.
1986
40
Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1990
36
Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ