Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ вӑтам шкулта тата Куславкка районӗнчи Энтри Пасарӗнчи вулавӑшра паллӑ ҫыравҫӑсемпе тата театр ӗҫченӗсемпе тӗлпулусем иртнӗ.
«Кӗнеке + Театр» ят панӑ мероприятие Раҫҫейри театр ӗҫченӗҫен союзне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. Тӗлпулӑва вулавӑш ӗҫченӗсем, учительсем, вулакансем тата аслӑ классенче вӗренекенсем пырса ҫитнӗ.
Хӑнасен йышӗнче чӑваш халах поэчӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Асамат; Николай Максимов прозаик, журналист, куҫаруҫӑ; Раиса Воробьёва писатель тата педагог пулнӑ. Унсӑр пуҫне сумлӑ та ӑста ҫынсенчен пуҫтарӑннӑ йышпа Ҫеспӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалах ҫамрӑксен театрӗн пултаруллӑ артисчӗ Виталий Сергеев ҫӳренӗ.
