Республикӑра
![]() gtrk.tv сайтри сӑн Юлашки икӗ кунра Чӑваш Енре ҫил вӑйланчӗ. Асӑрхануллӑ пулма Инкеклӗ лару-тӑру министерстви те асӑрхаттарнӑччӗ. Ҫил ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа та вӗрнӗ. Вӑйлӑ ҫиле пула хӑш-пӗр районти ялсем ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Анчах нумайлӑха мар, кӗске вӑхӑтрах юсанӑ. Вӑрнар районӗнче тӑватӑ ялта ҫутӑ сӳннӗ. Муркаш районӗнче те тӑватӑ ялта ҫутӑ сӳннӗ. Йӗпреҫре те пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Электричествӑпа ҫыхӑннӑ аварие паян ир валли ҫеҫ пӗтернӗ. Унта 12 кил ҫутӑсӑр пулнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнче те авари бригади ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури ЧР экономика министрӗ пулнӑ Владимир Аврелькин тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Унпа пӗрле пӗр шухӑшлӑ пулнӑ Сергей Анисимов («Тасатакан биологи сооруженийӗн» экс-директорӗ) тата «Ордер» тулли мар яваплӑ общество директорӗ Ольга Филиппова та суд сакки ҫине ларнӑ. Судья Владимир Аврелькина пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4,5 ҫуллӑха яма йышӑннӑ. Унӑн кунсӑр пуҫне 3 ҫул патшалӑх тата муниципалитет службинче должноҫ йышӑнма юрамӗ. Анисимовпа Филипповӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Палӑртмалла: прокурор Аврелькина колоние 6,5 ҫуллӑха ӑсатма, 500 пин тенкелӗх штрафлама ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти 31-мӗш шкулта Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ ертсе пыракан пӗрремӗш кадет класӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтерет. Ҫак кадет класӗнче вӗренекенсем, 5-мӗш классем, присяга тытнӑ. Тивӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлама, педагогсемпе наставниксем ыйтнине яланах тӳрре кӑларма тупа тунӑ ачасене «Юнармия» юхӑман пайташӗсен удостоверенине панӑ. Ҫак класра вӗренекенсем 11-мӗш класчен истори, обществознани, правоведени предмечӗсене тарӑннӑн вӗренӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() otzovik.com сайтри сӑн Раҫҫейри макарон туса кӑларакан «Макфа» компани Шупашкарти компанирен 10 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн. «Коммерсантъ» пӗлтернӗ тӑрӑх, пысӑк производитель пирӗн патри компание пӗр пекрех тавар паллипе усӑ курнӑшӑн суда панӑ. Шупашкарти компани «Вакма» ятлӑ. Вӑл ҫак ятпах макарон туса кӑларать. Ячӗ «Макфа» пекрех. Ҫитменнине, хутаҫӗ те «Макфӑнни» пек симӗс тӗслӗ. Ҫакӑншӑн Мускаври компани Шупашкарти фирмӑна ку ятпа макарон кӑларттарма чарасшӑн. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку автор правине пӑсни. Суд ларӑвӗ кӗҫех, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн сайтӗнче Саккунлӑх тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен комисси ертӳҫин Игорь Иголкинӑн ҫырӑвне ӗнер пичетленӗ. Унта сӑмах муниципалитет служащийӗсен шалӑвне ӳстересси пирки пырать. Хула пуҫлӑхӗ тата депутатсем ҫапла шухӑшланине палӑртнӑ унта. Асӑннӑ категорие кӗрекен тӳре-шаран шалӑвӗ пӗчӗкки пирки нарӑсӑн 14-мӗшӗнче шӑрҫаланӑ ҫырӑва Игорь Иголкин (вӑл — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ) Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ӑсатнӑ. Политика вӑййине тӗшмӗртекенсем ҫак ҫырӑва провокаци тесе хаклаҫҫӗ. Олег Николаев пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫине чакарма хирӗҫ пулнине, вӑрҫӑ ветеранӗсене республика хыснинчен Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне 25-шер пин тенкӗ пама йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтерчӗ-ха. Социаллӑ пурнӑҫ енчен халӑхӑн сахал хӳтлӗхлӗ пайне пулӑшма тӑрӑшнӑ вӑхӑтра тӳре-шара шалу ӳстерме ыйтни, чӑн та, тӗлӗнмелле пек туйӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() vladtime.ru сайтри сӑн Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче ирхине васкавлӑ медпулӑшӑва арҫын шӑнкӑравланӑ та сывлама йывӑр пулнине пӗлтернӗ. Вырӑна ҫитнӗ тухтӑрсем тахикарди пулнине палӑртнӑ, эмелсемпе сиплеме тытӑннӑ. Анчах ку пулӑшман. Арҫын тӑнне ҫухатнӑ, чӗри тапма чарӑннӑ. Тухтӑр ҫухалса кайман – кӑкӑрӗ тӗлӗнчен виҫӗ хутчен ҫапнӑ. Кун хыҫҫӑн пациент тӑна кӗнӗ. Шурӑ халатлисем 60 ҫулти арҫынна леш тӗнчерен тавӑрнӑ. Катастрофа медицинисен тата васкавлӑ медпулӑшӑвӑн республикӑри центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫыннӑн чӗрине ӗҫлеттерсе ярсан ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Н. Плотников тунӑ сӑн ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ертсе пыракан планеркӑра Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ уяв пирки калаҫнӑ. Унта хутшӑнакансем пулӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти П.Хусанкай ячӗллӗ культура керменне тата «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплексне уяв тӗлне юсаса ҫӗнетмелле. Олег Николаев кун валли укҫа тупмаллине, тӗп хуламӑрти ҫак паллӑ вырӑнсене илем кӗртмеллине палӑртнӑ. П.Хусанкай ячӗллӗ культура ҫуртне 1965 ҫулта хута янӑ. Ӑна халӗ юсаса ҫӗнетмелле. Ун ҫывӑхӗнчи асӑну комплексне унпа пӗрлех хӑтлӑх кӗртме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене Олег Николаева вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑ хыҫҫӑн республика правительствинче самай улшӑну пулса иртрӗ. Унӑн тытӑмӗнче те, министр тилхепине пӗрисенчен илсе ҫӗнӗ ҫынсене тыттарнипе те. «Советская Чувашия» хаҫат Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пӗтӗмӗшле ҫулне шутласа кӑларнӑ. 855 ҫул иккен. Тата правительствӑра хӗрарӑмсем нумайланнине асӑрханӑ. Экономика пӗлӗвӗллисем те йышланнӑ. Чи ҫамрӑкки — Алла Салаева. Вӑл 40 ҫулта. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шанчӗҫ. Сывлӑх сыхлав министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Степанов — 41 ҫулта. 42 ҫултисем — ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Артамонов, строительство министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Героев, ӗҫ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алена Елизарова. Чи асли — спорт министрӗн тивӗҫсене пурнӑҫлакан Виктор Богаратов. Вӑл — 61 ҫулта. Хӑй Олег Николаев, сӑмах май, 50 ҫулта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() https://ok.ru/group/58346482237486 сӑнӳкерчӗкӗ Свердловск облаҫӗнчи Чӑваш культура центрӗн ертӳҫи Герман Пупин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пирки Тӗмен хулинчи наци культурине аталантарма пулӑшакан «Землячество-Ентешлӗх» фонд ертӳҫи Алексей Павлов Фейсбукра пӗлтернӗ. Герман Пупин Елчӗк районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. Екатеринбург хулинче тата Свердловск облаҫӗнче чӑваш культурине, йӑли-йӗркине аталантарас тӗлӗшпе вӑл сахал мар ӗҫ туса ирттернӗ. Маларах асӑннӑ Алексей Павлов Герман Пупин ҫемйипе тата ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле чунтан хурланнине пӗлтернӗ. Герман Пупин, сӑмах май каласан, — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн Петр Пупинӑн тӑванӗ. Пупинсен ашшӗ те ӳнере ӑнланакан ҫын пулнӑ. Вӑл хӑй тӑватӑ класс ҫеҫ пӗтернӗ пулин те Васнецовӑн, Нестеровӑн, Левитанӑн тата ыттисен картинисене кӑмӑлланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паянхи планерка. Cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе кӑҫал 75 ҫӳл ҫитет. Ҫавна май вӑрҫӑ ветеранӗсене федераци бюджечӗ шучӗпе 75-шер пин тенкӗ парӗҫ. Кунсӑр пуҫне республика хыснинчен те укҫа уйӑрма шухӑшлаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Республикин Правительствинче паян ирпе ирттернӗ канашлура сӑмах хускатнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев вӑрҫа хутшӑннисене 25-шер пин тенкӗ хушма укҫа уйӑрассине ырланӑ. Ун валли хыснара укҫа тупма май пур иккен. Ҫапла вара Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсем 100-шер пин тенкӗ илӗҫ. Олег Николаев Чӑваш Республикин ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗхӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алена Елизаровӑна тивӗҫлӗ саккун проектне вӑраха хӑвармасӑр хатӗрлеме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |