Чӑваш чӗлхи
![]() Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче «Чӑваш чӗлхи» фильм кӑтартӗҫ. Ҫак документлӑ ӗҫе Виктор Чугаров хамӑр патра ҫеҫ мар, ют ҫӗршывсене ҫитсе те ӳкернӗ. Фильм ӳкерес шухӑш пуҫа ӑнсӑртран килсе тухнине, ҫӳлти хӑватсем кирлӗ ҫынсемпе паллаштарнине пӗлтерет вӑл. Чӑвашла калаҫма Виктор шкулта тата ҫуллахи каникулта яла кайсан вӗреннӗ. Чӑвашла пӗлнипе тата ку чӗлхепе калаҫма пултарнипе Виктор Чугаров хӑпартланать-мӑнаҫланать. «Чӑваш чӗлхи» фильма курас текенсене ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 17 сехете, Наци вулавӑшне чӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Виктор Чугаров - маттур!