Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ-ха. Лавккасенче, общество транспортӗнче халӑх маскӑсӑрах йышлӑн ҫӳрет. Маска тӑхӑнмалли пирки пысӑк суту-илӳ центрӗсенче приемникпа асӑрхаттарса тӑраҫҫӗ те, анчах халӑхӑн самай пайӗ ӑна итлемест, лавкка хуралҫисем те маска пирки аса илтермеҫҫӗ. Фейсбукра пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, унӑн Мускавра ӗҫлекен хӗрне пуҫлӑх Чӑваш Ене ярасшӑн пулман. Вӑл ӑна пирӗн тӑрӑхра эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ начар, апла пулсан ҫӗршывӑн тӗп хулине таврӑнсан икӗ эрне карантинта ларма тивӗ тесе асӑрхаттарнӑ. Мускаври организацире ӗҫлекен Шупашкар хӗрӗн пуйӑс ҫине туяннӑ билета каялла тавӑрса пама, канмалли кунсене ҫӗршывӑн тӗп хулинчех ирттерме тивнӗ. |
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Финанс министерствинче ведомствӑн ертӳҫи пулнӑ Николай Смирнова саламланӑ. Ӑна 65 ҫул тултарнӑ ятпа министерство ӗҫченӗсем тата Михаил Ноздряков вице-премьер — финанс министрӗ ырӑ суннӑ. Юбиляра «Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа» юбилей медалӗпе чысланӑ. Николай Васильевич пурнӑҫӗн пысӑк пайне финанс службине тата республикӑн хысна тытӑмне халалланӑ. Финанс министерствинче вӑл 32 ҫул ӗҫленӗ, ҫав шутран 18 ҫулӗнче министр тилхепипе пулнӑ. Юбиляр пирки Чӑваш Ен Финанс министерствинче ырӑпа калаҫҫӗ, унӑн тӑрӑшӑвӗ сумлӑ пулнине аса илеҫҫӗ. Николай Смирнов юбилейпе самламланӑшӑн тав тунӑ, укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва виҫсе хакласа тума сунса каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Куславкка районӗнче кӑҫалхи ака уйӑхӗнче муниципалитетӑн гимне ҫырма конкурс ирттерессине пӗлтерчӗҫ. Ыран — заявкӑсене йышӑнмалли юлашки кун. Конкурса уйрӑм ҫынсем те, предприяти-организацисемпе учрежденисем те хутшӑнаяҫҫӗ. Профессилле е хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композиторсен, поэтсен, пултарулӑх студийӗсен ӗҫӗсене те хаваспах йышӑннӑ. Конкурса камсем хутшӑнассине утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтермелле. Сӑмах май каласан, иртнӗ эрнере Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев ӗҫрен кайнӑ. Пуҫлӑх район ҫыннисене чӗнсе каланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче уй-хир пушаннӑ май кӗрхисем валли ҫӗр хатӗрлессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Хальлӗхе 45,4 пин гектар сухаланӑ. Сӑмах май, республикӑри 11 районта вырмана тухнӑ. Паянхи кун тӗлне илсен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 4,7 пин тонна ҫапса тӗшӗленӗ, тухӑҫ кашни гектартан вӑтамран 36,1 центнер тухать. Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр гектартан 26,2 центнера ларнӑ. Елчӗк районӗнче ҫӗр улми кӑларма тытӑннӑ, Куславккапа Хӗрлӗ Чутай районӗсенче пахча ҫимӗҫ пухса кӗртессипе ӗҫлеҫҫӗ. Хуҫалӑхсем выльӑх апачӗ хатӗрлессипе те ҫине тӑраҫҫӗ. Пӗр ҫул тата нумай ҫул ӳсекен курӑкран утӑ, сенажпа силос хатӗрлеҫҫӗ. Муркаш районӗнче витаминлӑ утӑ ҫӑнӑхӗ 170 тонна янтӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӑҫал шкул урати урлӑ ярса пуснисемшӗн халӗ питех те яваплӑ вӑхӑт. Пурнӑҫ ҫулӗ шкул вӗренсе пӗтернӗ чух экзамен епле тытнинчен те килет. Ҫавӑнпа та патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне кашниех лайӑх тытма ӑнтӑӑлать. Чӑваш Енре физикӑпа патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне кӑҫал 1481 ҫамрӑк тытнӑ. Вӗсенчен 4,36 проценчӗ, е 65 ача, чи пӗчӗк бала та пухайман. Шкул пӗтерекен 140 ача (9,45 процент) 81 балран ытларах илнӗ. Истори предмечӗпе кӑҫал 673 ача патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ. Вӗсенчен 23-шӗ чи пӗчӗк балл та илеймен. Экзамена хутшӑннисенчен 119-шӗ (17,68%) 80 балл ытла пухнӑ. Физикӑна 100 баллӑх пӗлнине пӗр ача кӑтартнӑ, историе — виҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() pxhere.com сӑнӳкерчӗкӗ Елчӗк районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗ ҫывӑхӗнче хирте тӑр кӑнтӑрла вут-ҫулӑм алхасма пуҫланӑ. Пушарта 15 гектар урпа ҫунса кайнӑ. Инкек утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра хуҫалӑх комбайнӗ хирте ӗҫленӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, хир карапӗ юсавсӑр пулма пултарнӑ. Комбайна ҫӑлса хӑварма пултарнӑ. Пушарпа кӗрешекенсем ҫавӑн пекех 90 ытла гектар ҫинчи тырра ҫӑлса хӑварнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра пушар 966 хутчен тухнӑ. «Хӗрлӗ автан» 23 миллион тенкӗ ытла тӑкак кӳнӗ. Инкексенче 32 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 44-ӑн суранланнӑ, 46 ҫынна ҫӑлса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() max4u.ru сайтри сӑн Юлашки талӑкра Чӑваш Енре миҫе ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ? Стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра юлашки талӑкра 45 ҫын инфекциленнӗ. Чирлисен йышӗ 6529 ҫынна ҫитнӗ. Паянхи кун валли тепӗр 49 пациент сывалнӑ. Ку таранччен 3562 ҫын инфекцие парӑнтарнӑ. Республикӑра 51 ҫын каварлӑ вируса парӑнтарайман, юлашки талӑкра вилнисем пулман. Юлашки вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирусран вилнӗ ҫынсен шучӗ тӑрук нумайланнӑ. Ҫавна май влаҫри ҫынсем ҫак ыйтӑва тишкерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() kubnews.ru сайтри сӑн Шупашкарти васкавлӑ медпулашу пульницин ҫурчӗ умӗнче арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку ӗнер пулнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу пульници умӗнче арҫын 49 ҫулта пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пульницӑри пӗр уйрӑмра сипленнӗ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Арҫын мӗнле сӑлтава тата мӗншӗн вилнине следовательсем уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев ӗҫрен кайнӑ. Ку хыпара асӑннӑ муниципалитет сайтӗнче хыпарланӑ. Пуҫлӑх район ҫыннисене чӗнсе каланине утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. «Эпӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама пӑрахма йышӑнтӑм. Ҫавӑн пирки Депутатсен пухӑвӗн ӗнерхи черетсӗр ларӑвӗнче пӗлтертӗм, ман йышӑнӑвӑма ырлама ыйтрӑм», – тесе ҫырнӑ вӑл. Андрей Васильев депутатсен командипе, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе Юрий Зоринпа килӗштерсе ӗҫлеме май килнине палӑртнӑ. Район пуҫлӑхӗнче 3,5 ҫул ытларах ӗҫленӗ вӑхӑтра тӑван тӑрӑхшӑн нумай тума ӗлкӗрнишӗн мӑнаҫланнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри шкулсенче вӗренекенсем математикӑпа патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле тытни паллӑ. 2020 ҫулта математикӑпа (профиль шайӗнче) Чӑваш Енри 3274 ҫын экзамен тытнӑ. Вӗсенчен 217-шӗ (6,6 проценчӗ) чи пӗчӗк балл та пухайман. 279 ҫамрӑк (8,5 процент) 80 ытларах балл пухнӑ. Математикӑна пирӗн республикӑри 6 ача питӗ лайӑх пӗлет. Шӑпах ҫавӑн чухлӗ ача экзамена 100 баллӑх тытнӑ. Вӗсем – Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти вӗренекенсем. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне 100 баллӑх тытнисенчен иккӗшӗ Шупашкарти 3-мӗш лицейра, 2-шӗ – 2-мӗш лицейра вӗреннӗ, тепӗр иккӗшӗ – Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |