Чӑваш Енре виҫӗ кун ҫуллахи пек шӑрӑх ҫанталӑк тӑчӗ. Кӑнтӑрти районсенче сывлӑш 24 градус таранах ӑшӑннӑ, 30 градус ӑшӑ пек туйӑннӑ. Кунашкалли республикӑра 50 ҫула яхӑн пулман.
Паян вара кӑштах сивӗрех. Канмалли кунсенче 12-17 градус ӑшӑ тӑрӗ-ха, ҫил лӑпланӗ. Ыран хӗвел пӑхӗ, вырсарникун вара пӗлӗтленӗ. Тунтикун татах сиветӗ. Ҫӗрле «минус» пулӗ, кӑнтӑрла хӗвел пӑхать пулин те 6-11 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫил те вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.
Эрне варринче те сивӗ пулӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен ӑшӑтма тытӑнӗ, 12-17 градус пулӗ.