Республикӑра
![]() amp.politeka.net сайтри сӑн Комсомольски районӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ подрядсене хӑйӗн ывӑлне панӑ. Ҫакна тӗрӗслев палӑртнӑ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ 2018 ҫулта пилӗк килӗшӳ тунӑ: ҫӳп-ҫап пуҫтарса илсе тухма, юр хырма, вырӑнти ҫулсене пӑхса тӑма. Ку тӗллевпе хыснаран 30 пин тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ку подряда тата укҫана пуслӑхӑн ывӑлӗ илнӗ. Ҫапла майпа ертӳҫӗ коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснӑ. Прокуратура ял тӑрӑхӗн депутатсен пухӑвӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() v-kurse.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульницинче Кардиологи диспансерӗн тухтӑрӗсемпе пӗрле йывӑр операци туса ирттернӗ. Пациент Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ пулнӑ. Унӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ. 92 арҫын Шупашкарта пурӑнать. Вӑл больницӑна йывӑр чирсемпе лекнӗ. Ӳпке шыҫҫи аталаннӑ, ҫитменнине, унӑн чӗри япӑх ӗҫлеме тытӑннӑ. Чӗрере унӑн ытти кӑлтӑксем те пулнӑ. Ҫак йывӑр чирсене пула ветеран вилме пултарнӑ. Ветерана операци вӑхӑтӗнче вӑхӑтлӑх кардиостимулятор лартнӑ. Вӑл чӗрене минутра 55 хутчен тапма май парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() dipaul.ru сайтри сӑн ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви 127 ҫынна тӗллевлӗ вӗрентме хатӗр. Ведомство ординатура программипе вӗренес кӑмӑллисенчен документсем йышӑнма пуҫланӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра 17 специальноҫпе 71 вырӑн хатӗрленӗ. Ытларахӑшӗ - «Педиатри», «Терапи», «Анестезиологи татареаниматологи» специальноҫсемпе. Шупашкарти тухтӑрсене хатӗрлемелли институтра тӗллевлӗ вӗренекенсем валли 46 вырӑн хатӗр. Министерство тӗллевлӗ вӗренме ытти региона та ярать. Вӗсен йышӗнче – Мускав, Чӗмпӗр, Мӑкшӑ Республики, Пушкӑртстан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() gtrkkursk.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ сахалланса пынине хыпаланӑччӗ. Паянхи статистика вара савӑнтармасть: пӗр талӑкра 60 ҫын инфекциленнине тупса палӑртнӑ. Ку кӑна мар-ха, иртнӗ талӑкра кӑшӑлвирусран тепӗр 1 ҫын вилнӗ. Эпидеми пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре ку вирусран 33 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Палӑртмалла: ӗнер кӑшӑлвируспа чирлӗ 58 ҫынна тупса палӑртнӑ, унччен – 51. Ку таранччен республикӑра 5194 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 2940-шӗ сывалнӑ. Иртнӗ талӑкра 20 ҫын инфекцие парӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Елена Бараева архивӗнчи сӑн Ҫӗмӗрлере 15 ҫулти хӗрача ҫухални пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Ӑна халӗ те тупайман. Аса илтерер: Софья Дмитриевна Бараева ҫӗртме уйӑхӗн варринче ҫухалнӑ. Вӑл Ҫӗмӗрле хулинче, килӗнчен, ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 23 сехет хыҫҫӑн тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫта пулни халӗ те паллӑ мар. Хӗрачана полицейскисем шыраҫҫӗ. Кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Амӑшӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, Софья Шупашкарта пулма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() m.in-news.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри тӳре-шара шалу тӳлес ыйтупа канашлу ирттернӗ. Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче ӗҫ законодательствине пӑснӑшӑн должноҫри ҫынсене 129 хутчен, предприятисене 57 хутчен, уйрӑм усламҫӑсене 18 хутчен штрафланӑ. Вӗсене 3,3 миллион тенкӗлӗх штраф ҫырса панӑ. Асӑрхаттару хучӗсене 42 хутчен шӑрҫаланӑ. Шалу парӑмӗ кӑҫалхи пилӗк уйӑхра 12,7 миллион тенкӗлӗх чакнӑ. Парӑмлӑ предприятисем хушшинче панкрут-предприятисем те пур. Ун пеккисен парӑмӗ – 50,5 миллион тенкӗ. Уйрӑмах пысӑк парӑмли – Улатӑрти пӗчӗк температурӑллӑ холодильниксен савучӗ. Вӑл 16,2 миллион тенкӗ парӑм пухнӑ. Предприятие панкрута кӑларнӑ, унта конкурс управленийӗ туса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарти аэропорт тинех унчченхилле ӗҫлеме тытӑннӑ. Ку хыпара аэровокзал Инстаграмра паян пӗлтернӗ. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен самолетсем Мускава ирпе те, каҫпа та вӗҫме тытӑннӑ. Рейссене пурнӑҫлаканни — «Победа» авиакомпани. Ирхи самолет Мускава Шупашкартан 10 сехет те 10 минутра хускалать, каҫхине — 21 сехет те 45 минутра. «Smartavia» авиакомпани эрнекунсерен Симферополе вӗҫет. Унӑн самолечӗ 9 сехет те 30 минутра каять. «Nordwind» авиакомпани самолечӗсем тунтикун Шупашкартан 19 сехетре вӗҫсе кайӗҫ, эрнекун — 12 сехетре. Сочине кӗҫнерникунпа вырсарникун «Победа» илсе ҫурӗ. Шупашкартан унӑн самолечӗ 20 сехетре тапранӗ. Авиакомпани малтанласа ытларикуна палӑртнӑ рейссем ку уйӑхра пулмӗҫ. «Победа» Шупашкара Питӗрпе те ҫыхӑнтарӗ. Унӑн самолечӗсем ытларикунсерен, кӗснерникунсерен тата шӑматкунсерен вӗҫӗҫ. Шупашкартан 11 сехет те 45 минутра хускалӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енри тата тепӗр предприяти панкрута тухнӑ. Ҫапла вара юлашки икӗ ҫулта ултӑ предприяти тӗлшпе суд ҫавӑн пек йышӑну кӑларнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Ен Арбитраж сучӗ «Старко» фирма пирки ҫапла йышӑннӑ. Унта конкурс управленийӗ йӗркеленӗ. Конкурс управляющийӗ пулма Владимир Митюхина ҫирӗплетнӗ. Вӑл 2021 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ӗҫлӗ. «Старко» фирма Шупашкарти Юханшыв порчӗ ҫывӑхӗнче «Ривьера» тата «Альбатрос» пурӑнмалли комплекссем хӑпартма пуҫланӑ. Анчах хута ярса пӗтереймен. Асӑннӑ строительствӑна пайҫӑ пулса хутшӑнакансен ятарлӑ реестра кӗме конкурс управляющине ыйтмалла. Ҫакна виҫӗ уйӑхра туса ӗлкӗрмелле. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: (8352) 31-71-05, 34-67-55. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Етӗрне районӗнче ӗнертенпе ҫӗнӗ пуҫлӑх ӗҫӗ тытӑннӑ. Унӑн кандидатурине ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине вырӑнти ҫынна, ял хуҫалӑх пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Александр Семенова тыттарнӑ. Конкурса хутшӑннӑ тепӗр ҫын та — вырӑнтисемех. Вӑл — Алексей Иванов, Гостехнадзор инспекцийӗн Етӗрне районӗнчи аслӑ инспекторӗ — инспекци пуҫлӑхӗ. Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Андрей Софронова ӗҫрен кӑларассине Чӑваш халӑх сайчӗ ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Софронова хӑй ирӗкӗпе заявлени ҫырма Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хистенӗ. Асӑннӑ пуҫлӑхӑн ӗҫрен кайма тивни вӑл тӑрӑхра кӑшӑлвируспа чирлекенсем йышлӑ пулнипе ҫыхӑннӑ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн тӗп художникӗ Валентин Федоров хӑйӗн 60 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Валентин Федоров Йӗпреҫ поселокӗнче 1960 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Тӑван поселокри 1-мӗш шкулта вӗреннӗ, 1978 ҫулта Шупашкарти художество училищине пӗтернӗ. 1990 ҫулта вӑл Мускаври МХАТри шкул-студире спектаклӗн тулаш формине йӗркелес, сцена художникӗ-технологӗ пулас ӑсталӑха алла илнӗ. Малтан вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче художникӗ-постановщикӗ пулса ӗҫлет. 1989 ҫултанпа Оперӑпа балет театрӗнче тӗп художникра тӑрӑшма тытӑннӑ. 2017-2018 ҫулсенче унта директор пулса ӗҫленӗ, халӗ каллех тӗп художникра тӑрӑшать. Валентин Федоров – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн II степеньлӗ орден медалӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |