Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑваш чӗлхи

Паян Буряти Республикинче «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑна чи лайӑх вӗрентекен» конкурсӑн юлашки тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Унта Чӑваш Республикин чысне Шупашкар хулин хавшак сывлӑхлӑ ачасен 2-мӗш шкулӗн вӗрентекенӗ Ираида Васильевна Матьянова хӳтӗлет.

«Атьӑр-ха ӑна ӑнӑҫу сунар», — тесе ҫырнӑ Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗ Анна Егорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall573959132_1765
 

Раҫҫейре
life.er.ru сайтри сӑн
life.er.ru сайтри сӑн

Агродиктант ҫырса пӗлӗве тӗрӗслес килет-и? Апла Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнӑр.

Вӑл юпа уйӑхӗн 8-12-мӗшӗсенче пӗрремӗш хут иртӗ. Ӑна кирек мӗнле те ҫырма пулать: лапама килсе те, агродиктант.рф сайтра онлайн майпа та.

Акцие Ял хуҫалӑх ӗҫченӗн кунне халаллӗҫ. Унта хутшӑнакансен 30 ыйтӑва хуравлама тивӗ: вӗсем ӳсен-тӑран ҫитӗнтерессипе, выльӑх ӗрчетессипе, хальхи агротуризмпа тата органика ҫӗр ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15282
 

Хулара

Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫуртра ритуаллӑ пулӑшу кӳрекен лавкка уҫнӑ. Илпек урамӗнчи ҫуртсенчен пӗринче вырнаҫнӑ ку лавкка унта пурӑнакансене килӗшмен.

Лавккана хурлӑхлӑ ҫынсем ялан кӗрсе тухнине, кӑшӑлсемпе тупӑксем йӑтнине кунсерен пӑхса ларни темле хавас ҫын кӑмӑлне те пусарӗ. Ҫитменнине тата ун пек лавккана пурӑнмалли ҫуртра уҫма юрамасть.

Кӑлтӑка Шупашкарти Ленин районӗнчи прокуратура тупса палӑртнӑ. Суд усламҫӑна унта суту-илӳ тума чарнӑ.

 

Раҫҫейре

Раҫҫей Федерацийӗнче паян пӗрремӗш хут Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисен кунне уявлаҫҫӗ.

Ку уяв чи ҫамрӑк уявсенчен пӗри — йӗркелессе ӑна кӑҫал ҫӗртмен 5-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Уяв кунӗ валли Расул Гамзатов ҫуралнӑ кунне суйланӑ.

Уява йӗркеленӗ май Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисене упрасси тата вӗсене аталантарасси, патшалӑх енчен системӑллӑ пулӑшу парасси, ҫӗршывӑн чӗлхе уҫлӑхне пӗтӗмӗшле хӳтӗлесси питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пулнине асӑннӑ.

Эпир те, Чӑваш халӑх сайчӗ, сире ҫак уявпа саламлатпӑр! Пирӗн чӑваш чӗлхи ытти чӗлхесемпе тан аталанса пытӑр тесе пӗтӗм вӑя хурӑпӑр!

Тӗплӗнрех уяв ҫинчен РУВИКИн чӑваш уйрӑмӗнче вуласа пӗлме пулать.

Сӑмах май, ӗнер, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ 20 ҫул тултарчӗ. Икӗ уяв ҫумма ҫуммӑн пыни пирӗн халӑхшӑн питӗ аван пулӑм пулнине палӑртмалла.

 

Ҫутҫанталӑк
zakon.kz сайтри сӑн
zakon.kz сайтри сӑн

Ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулӗ?

Паянтан кашни кун тенӗ пекех хӗвел савӑнтарӗ. Ырантан паянхи пекех шӑрӑхах пулмӗ.

Ку эрнере кӑнтӑрласерен 17-22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен – 4-9. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Кӗҫнерникун хӑш-пӗр ҫӗрте ҫумӑр ҫума пултарать.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «карчӑк ӑшши» иккӗмӗш декада вӗҫӗнче пӗтӗ. Сентябрӗн 21-22-мӗшӗсенче пӗрремӗш хут тӑм ӳкме тата йӗпе юр ҫума пултарать.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ хӑйӗн ҫӗнӗ сезонне Мускаври Е.В. Колобов ячӗллӗ «Ҫӗнӗ опера» театр сцени ҫинче уҫнӑ. Унта Музыка театрӗсен «Видеть музыку» X фестивалӗ иртет иккен.

Шупашкарти театр 65-мӗш юбилей сезонӗнчи А. Петровӑн «Мы хотим танцевать» музыка камитне кӑтартнӑ.

 

Вӗренӳ

Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ вӑтам шкулта тӑрӑшнӑ хӗрарӑма пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларса янӑ. Анчах саккуна пӑсса кӑларса янӑ-мӗн.

Хӗрарӑм пус усса ларакан йышши пулман, саккуна та аван пӗлнӗ, ҫавна май вырӑнти прокуратурӑна пулӑшу шыраса кайнӑ. Хӗрарӑма ӗҫе кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен каялла илмелле тунӑ. Анчах ӑна тепӗр тӑватӑ кунтан, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ҫеҫ, илнӗ.

Прокуратура хута кӗнӗ хыҫҫӑн хӗрарӑма ӗҫе 2024 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗччен илмелле тунӑ.

 

Раҫҫейре
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарпа Евпатори тӑванла хуласем пулса тӑрӗҫ. Чӑваш Енӗн тӗп хулипе Крымри хулана тӑванлашни ҫинчен калакан килӗшӗве ҫывӑх вӑхӑтра хатӗрлеме палӑртаҫҫӗ.

Аксаков шухӑшланӑ тӑрӑх, асӑннӑ документа йышӑнсан хуласем культура, социаллӑ пурнӑҫ тата ҫамрӑксен ыйтӑвӗпе килӗштерсе ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ҫав шутра Шупашкар ачисем Евпатори хулинче канайӗҫ.

Шупашкар хулин паянхи ун тӗлне тӑванла тӑхӑр хула: Санта-Клара (Куба), Эгер (Венгри), Гродно (Беларуҫ), Рунду (Намиби), Аньцин (КНР), Сухум (Абхази), Лима (Перу), Торез (ДНР) тата Хэфей (КНР).

 

Раҫҫейре
dzen.ru сайтри сӑн
dzen.ru сайтри сӑн

Паян Уйӑх йӑлтах тӗтӗмленнине курма май пулӗ. Кун пекки астрономире – сайра тӗл пулакан тӗслӗх. Уйӑх тӗтӗмленнине 18:28 сехетрен пуҫласа 23:12 сехетчен курма пулать. Чи вӑйлӑ тӗттӗмленнӗ вӑхӑт – 21:12 сехетре.

Тӗттӗмленнӗ вӑхӑтра Уйӑх хӗп-хӗрлӗ тӗслӗ пулӗ. Ҫакна «юнлӑ Уйӑх» та теҫҫӗ.

Астрономсем палӑртнӑ тӑрӑх, Уйӑх тӗттӗмленнине ахаль куҫпах курма пулать. Хулари ҫутӑран аяккарах сӑнасан вӑл тата лайӑхрах курӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14714
 

Культура
culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли черетлӗ сезона Андрей Эшпай (1925–2015) композитор суралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ концертпа уҫӗ. «Ты одна в моей судьбе» (чӑв. Манӑн шӑпамра эс пӗртен-пӗрре) концерта авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йыхравлаҫҫӗ.

Программӑра ӑстан «Прелюд памяти Е.К. Голубева», «Венгерские напевы», «Рефрен», «Праздничная увертюра», Увертюра и вальс из кинофильма «Звезда экрана», «Русская Босса-Нова», «Песня о криницах» тата ытти янӑрӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, 142, [143], 144, 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151, 152, 153, ... 4121
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кӑштах хӑвартлӑха чакарса пӗччен пулас, тӗллевсем пирки шутлас килӗ. Шлати сасса итлесе тӗрӗс йышӑну тӑвӑр — кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр. Пулӑмсене ан васкатӑр — кашнин хайӗн вӑхӑчӗ.

Пуш, 22

1860
166
Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
1900
126
Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ.
1902
124
Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1912
114
Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1935
91
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ.
1935
91
Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1940
86
Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ.
1972
54
Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ.
2001
25
Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
2001
25
Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...