Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Ыран, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта Nordtroll NTR-120MT музей троллейбусӗ ҫула тухӗ. Унӑн номерӗ – 1091.

Ку троллейбуса Ҫӗнӗ Шупашкара 1997 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче илсе килнӗ, ҫурлан 26-мӗшӗнче ӑна маршрут ҫине кӑларнӑ. Вӑл – Раҫҫейре тата тӗнчере Nordtrol-120MTr моделӗн юлашки экземплярӗ.

2023 ҫулта ҫак троллейбус музей экспоначӗн статусне тивӗҫнӗ.

 

Хулара

Ыран Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ май Шупашкарти «Модӑсен ҫурчӗ», «Наци конгресӗ» тата «Дзержинский» урамӗ чарӑнусем патӗнчен иртсе ҫӳрекен общество транспорчӗ 23 сехет те 59 минутчен ӗҫлӗ. Ҫавӑн пекех муниципалитетчен хушшинчи 101с тата 331 маршрутсем часах ҫӳреме пӑрахмӗҫ.

Ҫавӑн пекех 1, 4 тата 8-мӗш маршрутсем ҫинче троллейбуссем ытарах ҫӳрӗҫ. Уяв мероприятийӗсем вӗҫленнӗ май 61 тата 62-мӗш троллейбуссен пӗр пайӗ маршрутсене улӑштарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrans21
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарта кӑҫал Ҫӗнтерӳ кунне анлӑн паллӑ тӑвӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ мероприятисен планӗпе паллаштаратпӑр.

10.00–11.20 сехетсенче «Ҫӗнтерӳ» мемориал паркӗнчи Нихӑҫан сӳнмен ҫулӑм патне чечексем хурӗҫ.

11.30–12.00 сехетсенче «Ҫӗнтерӳ эстафети» иртӗ («Ҫӗнтерӳ» мемориал паркӗнчен пуҫласа Хӗрлӗ тӳрем таран).

12:00–13:30 сехетсенче Ленин проспектӗнчен пуҫласа Республика тӳремӗ таран парад пулӗ.

12:30–14:30 сехетсенче «Вилӗмсӗр полк» акци иртӗ (Наци библиотекинчен пуҫласа Хӗрлӗ тӳрем таран).

12:00–14:00 сехетсенче «Ҫӗнтерӳ эстафети» пулӗ: Хӗрлӗ тӳремри сцена ҫине спорт федерацийӗсем тухӗҫ.

14:00–20:00 сехетсенче Хӗрлӗ тӳремре «Ҫӗнтерӳ летопиҫӗ» концерт иртӗ.

16:00–19:30 сехетсенче «Ҫӗнтерӳ майӗ» ретроспектива иртӗ. Ӑна Ленин проспектӗнче, Карл Маркс урамӗнче, Республика тӳремӗнчӗ курма пулать).

20:00–22:00 сехетсенче Хӗрлӗ тӳремре «Эпир астӑватпӑр, эпир мӑнаҫланатпӑр» концерт иртӗ.

Уяв 22:00 сехетре фейерверкпа вӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Куславкка округӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» мемориал комплексӗ патӗнчӗ 1,6 гектар ҫӗр ҫинче «80» хисеп евӗр йывӑҫсем лартасси пирки пӗлтернӗччӗ. Акци иртнӗ.

Ҫав вырӑна Сӗнтӗрвӑрри питомникӗнчи 3 пин ытла хыр хунавӗсене лартнӑ. Ҫавӑн пекех унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Сталинград ҫапӑҫӗвӗнче сыхланса юлнӑ тирек йывӑҫӗн хунавӗ ӳсӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_761508
 

Республикӑра
dzen.ru сайтри сӑн
dzen.ru сайтри сӑн

Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрринчи ҫыран хӗрринче «Чӑваш Ен тутисем» гастрономи фестивалӗ иртӗ. Унта 17 команда хутшӑнӗ.

Фестивальте тӗрлӗ апат-ҫимӗҫе тутанса пӑхма май пулӗ. Кунсӑр пуҫне шеф-поварсемпе кондитерсем ӑмӑртӗҫ. Вӗсем наци апат-ҫимӗҫне хатӗрлӗҫ. Ҫавӑн пекех хуран кукли пӗҫерес енӗпе ӑсталӑх класӗ пулӗ.

Тӗслӗхрен, Кироври поварсем икерчӗпе тӗлӗнтерӗҫ. Фестивале Шупашкарти тата Сӗнтӗрвӑрричнчи техникумсен командисем те хутшӑнӗҫ.

Мероприяти 15 сехетре пуҫланӗ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне — сывлӑх сыхлав министрне Владимир Степанова ӗҫрен кӑларнине маларах хыпарларӑмӑр-ха. Паянах тепӗр хушупа Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тепӗр ҫумне — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрне Дмитрий Краснова та ӗҫрен кӑларнӑ. Вӑл та ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен ҫемҫе пукана пушатӗ.

Дмитрий Краснов та ӗҫрен хӑй кӑмӑлӗпе каяс тенӗ-мӗн.

Министр хӑйӗн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл Олег Николаев командинчех юлӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти строитель ултавҫӑсен капкӑнне пиллӗкмӗш хутчен ҫакланнӑ.

Хальхинче ӑна ултавҫӑсем инвестицие укҫа хывса тупӑш курма сӗннӗ. Телефонпа шӑнкӑравлакан ҫынсене строитель ӗненнипе арҫын телефонта ятарлӑ приложени вырнаҫтарнӑ, QR-код урлӑ укҫа куҫарса янӑ. Ултавҫӑсене куҫарса пана укҫана каялла илме май килменнине ӑнланса илне хыҫҫӑн вӑл хӑйне шӑнман пӑрпа лартса янине ӑнланса илнӗ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне — сывлӑх сыхлав министрне Владимир Степанова ӗҫрен кӑларнӑ.

Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Степанова ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ.

Вице-премьер ӗҫрен хӑй каяс тенӗ-мӗн. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ хушура палӑртса хӑварнӑ.

 

Хулара
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн

Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, Шупашкарта хӑрушсӑрлӑх мерисемпе тивӗҫтерес тесе мобильлӗ ҫыхӑну чӑрмавлӑрах ӗҫлеме пултарӗ. Ҫавӑн пекех хӑш-пӗр ҫӗрте транспорта ҫӳреттермӗҫ.

Аса илтерер: кӑҫал Шупашкарта ҫар техникин парачӗ, «Вилӗмсӗр полк», «Ҫӗнтерӳ ҫуртисем» акцисем иртӗҫ, каҫхине салют пулӗ. Ҫавӑн пекех вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тумтирӗн «Ҫӗнтерӳ моди» ретро-фестиваль йӗркелӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти арҫын хӗрарӑмпа киленес тесе укҫасӑр юлнӑ. Ҫавӑн пирки пенсири ҫын йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.

Тӗнче тетелӗнче вӑл интимлӑ пулӑшу кӳрекен хӗре чӗнсе илме май пурри пирки пӗлтерӳ курнӑ. Унта кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравласан менеджер текен ҫын телефона тытнӑ, укҫана тӳрех тӳлесе хумаллине пӗлтернӗ. Ӳсӗр арҫын укҫана куҫарса панӑ, кайран менеджер текен ҫын патне хӗр хӑҫан килет тесе ҫине-ҫине шӑнкӑравлама тапранса кайнӑ. Лешсем кашнинче укҫа куҫарма ыйтнӑ. Ҫапла пенсионер 48 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Тата куҫаратчӗ пулӗ те, килне арӑмӗ пырса кӗнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 124, 125, 126, 127, 128, 129, 130, 131, 132, 133, [134], 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, 142, 143, 144, ... 4023
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.11.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӗтре ӑшӗнчи кӗпер тӑрӑх чупнӑ пекех: ҫул курӑнмасть пулсан та вӑй кӗнине туятӑр. Пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Плансем тӑрук улшӑнни хӑрушӑ мар, хӑш чухне планланинчен урӑхларах тусан та юрать. Эрне вӗҫӗнче эсир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине туятӑр.

Чӳк, 01

1896
129
Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ.
1930
95
Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1930
95
«Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1933
92
Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ.
1934
91
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ.
1958
67
Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
65
Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
13
Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...