Сывлӑх
![]() Стоматологи поликлиникин сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти хула стоматологийӗнче ҫак уйӑхра цифра шӑл техникин лабораторийӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Лаборатори — хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 3-мӗш поликлиникӑра. Хулари стоматологин йышӗнче ортопеди стоматологийӗн 7 уйрӑмӗ, 2 зуботехника лабораторийӗ, Хальхи вӑхӑтри ортопеди технологийӗсен центрӗ ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» организаци ҫул укҫине хаклатассине пӗлтернӗ. Билет хакӗ раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӳсӗ. Плацкарт пуйӑспа тата пӗтӗмӗшле вакунпа инҫе ҫула тухакансен хальхинчен 11,6 процент ытларах тӑкакланма тивӗ. Чукун ҫулпа груз турттаракансен те ытларах тӳлеме лекӗ. Пурӗ 13,8 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Бичурин тата хальхи самана» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ыран, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, «Культура» Чӑваш Енри турист маршручӗсемпе паллаштаракан кӑларӑм эфира тухӗ. «Неизвестные маршруты России. Чувашия. Из Чебоксар к Мокринскому мосту» кӑларӑм 11 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Ун вӑхӑтӗнче пирӗн тӑрӑхри кӑсӑклӑ маршрутсемпе паллаштарӗҫ. Ҫав шутра — Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейпа та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан 7 ҫулти Тимур патруль машинипе ярӑнма тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Кун пирки амӑшӗ йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Професси уявӗ умӗн полицейскисем ача патне хӑнана килнӗ. Вӗсем Тимура вылямалли икӗ полици машини тата техника пирки кӗнеке парнеленӗ. Ку кӑна мар. Йӗрке хуралҫисем ачана пылак парнепе савӑнтарнӑ. Чӑн-чӑн фуражка та парнеленӗ. Кайран вӗсем Тимура патруль машинипе ярӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче пирӗн республикӑн тӗп хулинче Мускаври театр спектаклӗсене кӑтартаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Мускав облаҫӗнчи драмӑпа камит театрӗ хӑйӗн спектаклӗсене кӑтартать. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Лопе де Вегӑн «Собака на сене» камитле мюзиклне кӑтартнӑ, паян — Антон Чеховӑн хайлавӗпе лартнӑ «Любовь? Любовь! Любовь…» ӗҫе. Ыран, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ногинскри Дидье Каронӑн детективлӑ, психологилле историне, «Фальшивая нота» спектакле курма чӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Димитровграда концертпа кайӗ. 100 ҫулхи коллектив Самар облаҫӗнчи ҫав хулара чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулӗ. Концерт программине вырӑс, чӑваш, тутар, мари, мӑкшӑ тата пушкӑрт халӑхӗсен культурипе пуянлатӗ. Паллӑ наци композиторӗсен хайлавӗсем, илемлетнӗ халӑх юррисем, хальхи вӑхӑтри композицисемте пулӗҫ. Программӑна «Пӗрлехи ҫемьере» сюита вӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Пӑрачкавра пурӑнакан хӗре патшалӑх ӗҫе вырнаҫма пулӑшнӑ. Кун пирки республикӑн Ӗҫ министерстви пӗлтернӗ. Анна Россейкина Улатӑрти чукун ҫул транспорчӗн техникумӗнче вӗреннӗ. Анчах вӑл специальноҫпа ӗҫ тупайман енне ӗҫлӗх центрне кайнӑ. Унта вӑл ӗҫсӗрлӗх пособийӗ илсе тӑнӑ. Кӗҫех ӑна Пӑрачкав районӗн хаҫатӗнче ӗҫлеме сӗннӗ. Вӑл унта корреспондент пулса тӑрӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Етӗрнери музейӗн сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрнери ӳнерпе краеведени музейӗнче паллӑ художник-живописҫӑн, Раҫҫейри художниксен союзӗн пайташӗн Фёдор Анисимовӑн «Волжские пейзажи» (чӑв. Атӑлҫи пейзажӗсем) куравӗ ӗҫлет. Курав чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлӗ. Паянхи кун тӗлне куравпа 119 ҫын паллашма ӗлкӗрнӗ. Юпа уйӑхӗнче музейра Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн Константин Долгашевӑн куравӗ ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫемье архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Улатӑрта пурӑнакан мӑшӑр «ылтӑн туйне» паллӑ тунӑ. Александр Михайловичпа Татьяна Николаевна Васякинсем 50 ҫул каялла пӗрлешнӗ те паянхи кун та килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем 1974 ҫулта ҫемье ҫавӑрнӑ. 1977 ҫулта Улатӑра пурӑнма куҫнӑ, хальхи вӑхӑтра та унта кун кунлаҫҫӗ. Мӑшӑр пӗр хӗр ҫуратса ӑна ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ икӗ мӑнукӗпе Матвейпа тата Кристинӑпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ӗнер каҫхине Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 1-мӗш ҫуртри 1-мӗш корпусра пушар тухнӑ. Унта пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте ҫулӑм тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра килте 44 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Ӑна ҫӑлавҫӑсем тӗтӗмлӗ хваттертен тухма пулӑшнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министрествин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм 16 тӑваткал метр карса тунӑ маччана, шалти отделкӑна сиенленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |