Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 10 ҫулти арҫын ачана таптаса кайнӑ троллейбус водительне 2 ҫуллӑха колони-поселение ӑсатма йышӑннӑ.
Аса илтерер: ку пӑтӑрмах каҫ кӳлӗм Винокуров урамӗнче пулнӑ. Ача телефонпа калаҫса светофор хӗрлӗ ҫутнӑ чухне ҫул ҫине тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра 55-мӗш троллейбус пынӑ. Вӑл чарӑнса ӗлкӗреймен, арҫын ачана вилмеллех таптаса кайнӑ. Руль умӗнче 39 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ.
Колони-поселенире 2 сул ларнисӗр пуҫне водителӗн транспортпа 2 ҫул ҫӳреме юрамасть.
