|
Ҫутҫанталӑк
![]() wallpapers.com сайтри сӑн Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче уяр ҫанталӑк тӑрӗ те ҫумӑр ҫума пуҫлӗ. Кӗҫӗр 9-14 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун вара 23-28 градус таран ӑшӑтӗ, ҫил кӑнтӑртан вӗрӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн республикӑн кӑнтӑр-анӑҫ енчи округсенче ҫумӑр ҫума пултарать. Тунтикун ҫумӑр ҫӑвӗ. Ытларикун шӑрӑхланӗ, анчах каҫ енне каллех уҫӑлтарӗ. Ытти кун 22-27 градус ӑшӑ пулӗ, каҫсерен – 15-17. Эрнекунччен кашни кун тенӗ пек аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне вӗҫӗнче ҫумӑр ҫума чарӑнӗ, шӑрӑх та кӑштах чакӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Лайӑх хыпар: Чӑваш Енри 7 тухтӑр Раҫҫей шайӗнчи конкурсра палӑрнӑ Пӗрремӗш вырӑна «Чи лайӑх терапевт» номинацире — ЧР сывлӑх сыхлавӗн ҫӗнӗ министрӗ Лариса Тарасова, «Чи лайӑх хирург» номинацире Валентин Ворончихин мала тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑна анестезиолог-реаниматологсенчен — Дмитрий Лукоянов, стоматологсенчен — Любовь Гаврилова, виҫҫӗмӗш вырӑна травматолог-ортопедсенчен Юрий Лемаев йышӑннӑ. Республикӑри онкодиспансерӑн тӗп тухтӑрӗпе Светлана Орловӑпа унӑн ҫумӗ Сергей Алексеев вара ятарлӑ премие тивӗҫ пулнӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() «За рулем» порталти сӑн Атӑлта ҫӑлавҫӑсем путакан 27 ҫулти арҫынна ҫӑлнӑ. Утӑн 15-мӗшӗнче 18:10 сехетре ҫӑлавҫӑсем Даниил Бильтяев тата Никита Козлов катерпа Атӑлта рейд ирттернӗ, шыва кӗме юраман вырӑнсене тӗрӗсленӗ. Тӗп пляжран 200 метр аяккарах вӗсем путакан ҫынна асӑрханӑ. Малтан ӑна ҫӑлав ҫаврашки парса пулӑшма хӑтланнӑ. Анчах арҫын шыв айне кайнӑ. Бильтяев шыва чӑмса арҫынна тупнӑ, Козловпа иккӗшӗ ӑна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ та тухтӑрсен аллине панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре чи маттур такисита палӑртнӑ. Ку ята Григорий Никоноров тивӗҫнӗ. Такисистсен ӑмӑртӑвне 16 водитель хутшӑннӑ. Тӗрлӗ ӗҫе пурнӑҫласа чи нумай балл пухаканни Григорий Никоноров пулнӑ. ҫӗнтерӳшӗн ӑна 15 пин тенке парса хавхалантарнӑ. Килес ҫул вӑл Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Етӗрнере пурӑнакан пер хӗрарӑм налук тӳлемен. Ӑна вырӑнти прокуратура РФ Пуҫиле кодексӗн 198-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Хӗрарӑм 2022 ҫулшӑн налук тӳлемеллине пӗлнӗ пулин те тӳлеме васкаман. Унран та ытларах — пурлӑха сутса тунӑ тупӑша пӗчӗклетсе кӑтартнӑ. Ҫапла вара вӑл 3,5 миллион ытларах тенкӗ налук тӳлемен. Суд ӑна 100 пин тенке штраф хурса панӑ. Налука вара тӳлемех тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/proc_RME сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри пӗр фирма директорӗ Мари Элти Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченне сетев пама тӑнӑ. Вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ӑна 100 пин тенкӗ сӗннӗ. Арҫынна йӗрке хуралҫисем сӗтев пама тӑнӑ чухне тытса чарнӑ. Халӗ арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 291-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшуллӗн явап тыттарма пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяпа 8 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Вӑрмар округӗнче бензин янӑ чухне арҫын ачан тумтирӗ ҫунма тытӑннӑ. Ку инкек утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче каҫхине Кивӗ Вӑрмар поселокӗнче пулнӑ. 12 ҫулти арҫын ача гаражра мопед бакне бензин яма тӑрсан шар курнӑ. Бензин хӗрсе кайнӑ двигатель ҫине тӑкӑннӑ та ачан тумтирӗ ҫунма тытӑннӑ. Амӑшӗ вӑл кӑшкӑрнине илтсе чупса пынӑ, часрах ывӑлне пулӑшнӑ. Анчах ҫав вӑхӑтра ҫулӑм хуралтӑсем ҫине куҫнӑ. Телее, пушарнӑйсем кил-ҫурта ҫунса кайм паман. Арҫын ача вара пиҫсе кайнӑ, ӑна Республикӑри ача-пӑча клиника больницине илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() chgtrk.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ӗнер Ҫӗрпӳ округӗнче «Уй кунӗ» курав уҫӑлнӑ. Ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн аграри секторӗн территорине Раҫҫейри 15 регионти 69 предприяти пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнчен 28-шӗ – техникӑпа тата ӳсен-тӑрана хӳтӗлемелли хатӗрсемпе тивӗҫтерекеннисем. Ҫӗнӗлӗхсенчен пӗри – урапаллӑ «Агромаш-Lovol 904» трактор. Ӑна Шупашкарти «Агромаш» предприяти туса кӑларнӑ. Унпа ял хуҫалӑхӗнчи йывӑр ӗҫсене пурнӑҫлама пулать. Паян курав малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() «Чеб.ру» сайтри сӑн Шупашкарти «Хӗвеллӗ» микрорайонта «Хальхи тата иртни» мурала ӳкерсе пӗтернӗпе пӗрех. Ӑна «ФормАРТ» фестивале хутшӑнакан Яна Ежова ӳкерет. Мурал Хӗвеллӗ бульварти 12-мӗш ҫурт стени ҫинче пулӗ. Яна ӑна пӗр эрне каялла ӳкерме тытӑннӑ. Халӗ ҫӳлти фона туса пӗтересси кӑна юлнӑ. Палӑртмалла: Яна Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ӗҫлет, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче магистратурӑра вӗрент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Ҫӗрпу ҫывӑхӗнче 22 ҫулти хӗр-водитель тепӗр машинӑна ҫул паманнипе инкеке лекнӗ. Каҫхи 21 сехет тӗлӗнче пулнӑ инкекре «Лада X-Ray» автомобиль рульне тытса пынӑ хӗр тӗп ҫулпа пыракан «Шкода Октавия» машинӑна ҫул паман. Инкекре иккӗн аманнӑ. «Ладӑн» 22 ҫулти водителӗ тата «Шкодӑра» хыҫалти ларкӑч синче ларса пыракан 47 ҫулти пассажир. Вӗсене иккӗшне те пульницӑна илсе кайнӑ. Ҫамрӑк водителӗн ОСАГО пулман. Унӑн водитель стажӗ — 1 ҫул.водительский стаж составляет три года. Водители прошли медицинское освидетельствование на состояние опьянения, результат отрицательный. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
