Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.0 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче — ҫӗнӗ прокурор

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 17.06.2026 16:08 | 59 хут пӑхнӑ
Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Хӗрлӗ Чутай округӗнче малашне ҫӗнӗ прокурор ӗҫлӗ. Ку вырӑна Раҫҫей Тӗп прокурорӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн юстицин кӗҫӗн канашҫи Артур Белов йышӑннӑ.

Артур Белов 1989 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗн филиалӗнчен вӗренсе тухсан вӑл 2013 ҫултанпа Чӑваш Ен прокуратуринче аслӑ специалистра ӗҫленӗ. 2017-2021 ҫулсенче Чӑваш транспорт прокурорӗн пулӑшуҫи тата аслӑ пулӑшуҫи пулнӑ. 2021 ҫултанпа Шупашкарти Калинин районӗн прокуратуринче, республика прокуратуринче тата Тӑвай районӗн прокуратуринче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. 2024 ҫултанпа вара Улатӑрти районсен хушшинчи прокурорӑн ҫумӗ пулнӑ.

Чӑваш Ен прокурорӗ Эдуард Гиматов Хӗрлӗ Чутай районӗн прокуратурин коллективне ҫӗнӗ прокурорпа паллаштарнӑ.

#Хӗрлӗ Чутай районӗ, #прокуратура, #прокурорсем, #ӗҫ вырӑнӗсем, #Улатӑр районӗ, #Шупашкар, #Тӑвай районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем