Республикӑра
![]() Шупашкар хулин ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ тата тӗп пайӗсенче машинӑсем валли ҫӗнӗ парковкӑсем пурӗ 10 ҫӗрте уҫӑлнӑ. Вӗсем ӑҫта пулассине «Уҫӑ хула» порталта халӑх шухӑшне шута илсе палӑртнӑ. «Хулари парковка вырӑнӗсене йӗрке пултӑр, меллӗх тата хӑрушсӑрлӑх хуҫалантӑр тесе йӗркелетпӗр. Вырӑна ҫитсен машинӑна ӑҫта лартасси пирки шухӑшламалла марри меллӗ пулнипе килӗшетӗр пулӗ», — шухӑшлать Алексей Ладыков сити-менеджер. Малтанхи уйӑхра парковкӑсем тӳлевсӗр ӗҫлӗҫ. Кайран тӳлевсӗр сехет упранса юлӗ. Тӳлевлӗ парковкӑсем ҫӗршыври 30 ытла хулара пур: Мускавра, Питӗрте, Воронежра, Белгородар, Рязаньте, Тулӑра, Калугӑра, Тверьте, Чулхулара, Хусанта, Пермьре, Краснодарта, Ставропольте, Дон ҫинчи Ростовра, Екатеринбургра, Тӗменте, Курскра, Сочире, Красноярскра, Севастопольте, Ярославльте, Новосибирскра, Махачкалара, Ӗпхӳре. Ун пеккисем Омскра, Волгоградра, Самарӑра тата ытти хулара та уҫӑлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри хӑш-пӗр ҫынна чысласси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ. Хальхинче ку списока халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракансем тивӗҫнӗ. Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе икӗ ҫынна чысланӑ: Ҫӗмӗрлери халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрӑн уйрӑмӗн специалистне Людмила Буковининӑна тата Чӑваш Республикин ӗҫлӗх центрӗн пайӗн пуҫлӑхне Елена Горбатовӑна. «Чӑваш Республикин социаллӑ хӳтлӗхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Шӑмӑршӑри халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӗн уйрӑмӗн заведующийӗ Светлана Павлова, РФ Пенси фончӗн Вӑрнар районӗнчи управленийӗн пай пуҫлӑхӗ Ирина Семенова тата Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн Вӑрмар районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Семёнова тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Ҫыхӑнура» порталти сӑн Чӑваш Ен тӗп хулинче регион шайӗнчи «Аптека ҫурчӗ, XIX ӗмӗр вӗҫӗ» культура еткерӗн объектне юсама пуҫӑннӑ. Вӑл Бондарев урамӗнчи 13-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ, Шупашкарти аптекӑллӑ пӗрремӗш ҫурт пек паллӑ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби каланине «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра ҫурт фасадне юсаҫҫӗ, чӳречесене ҫӗнетеҫҫӗ. Ӗҫ докуменчӗпе килӗшӳллӗн, чӳречесене малтанхи пекех упраса хӑварӗҫ. Вӗсене пластиклипе ылмаштармӗҫ, ҫавӑн пекех чӳречесен малтанхи тӗсӗ те сыхланса юлӗ. Алӑксене юсанӑ чухне те ҫавӑн пекех тӑвӗҫ. Юсав хакӗ 5,6 миллион тенкӗпе танлашать. Ӗҫе «Фирма «РИС» ТМЯП ирттерет. Сӑмах май, ку ҫуртра вырнаҫнӑ 1-мӗш №-лӗ аптека юсав вӑхӑтӗнче те хупӑнмӗ, ахаль чухнехи пекех ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Кӑҫалхи ҫурла (август) уйӑхӗнче Чӑваш Республикинче театроведени науки пуҫланса кайни 55 ҫул ҫитет. Уяв, теес килет те, калама вара хал ҫитмест.… Театроведени науки ХIХ-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче Германире пуҫланса кайнӑ. Берлин университетӗнче литература уйрӑмӗнче ӗҫлекен Макс Герман ҫӗнӗ наука — театроведени науки — шутласа кӑларать. Унччен театрсенчи спектакльсене пьеса енӗпе пахаланӑ, пьеса — спектаклӗн тӗп шӑнӑрӗ шутланнӑ. Театрта лартакан спектакльсене хакласа Макс Герман литературовед хӑй статйисенче пьесӑпа спектакль хушшинчи пысӑк уйрӑмлӑхсене палӑртать. Драматург ҫырнӑ пьеса литературӑпа кӑна ҫыхӑннӑ пулсан, режиссер лартнӑ пьеса драматургпа, актерсемпе, режиссёрпа, художникпе, балетмейстерпа, музыкантпа ҫыхӑнать, спектакль кураканпа хӗмленсе халӑх ӑс-тӑнӗ ҫине пысӑк витӗм кӳрет. Ҫак ученӑй театр искусстви тӗрлӗ искусствона ҫыхӑнтарса халӑха пӗр пысӑк туйӑма пӗрлештерсе витӗм кӳме пултаракан ҫӗнӗ наукӑна — театроведени наукине — ҫирӗплетет. Раҫҫейре вӑл вӑхӑтра, ХIХ-мӗш ӗмӗрӗн вӗҫӗнче тата ХХ-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче, пӗтӗмӗшле театр аталанӑвӗн хӑйне евӗр вырӑнне пӑхса тухнӑ В. |
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев социаллӑ пулӑшу паракан сферӑн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене професси уявӗпе саламланӑ. «Эсир — шанчӑклӑ та тимлӗ пулӑшуҫӑсем, пурнӑҫра йывӑрлӑха лекнисене эсир пулӑшатӑр, пӗчченлӗхрен хӑтаратӑр, ыранхи куна шанма вӑй-хӑват паратӑр. Ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатасси — патшалӑхӑн стратеги пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗ. Эсир ырми-канми ӗҫлени социаллӑ политика ыйтӑвӗсене татса пама, ачаллӑ ҫемьесене ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ йышши мелсемпе пулӑшма, социаллӑ контрактсене пурнӑҫа кӗртме май парать. Ку ӗҫре сирӗн тивӗҫӗр вышкайсӑр пысӑк», — тесе ҫырнӑ саламра республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх. Ӗнер Куславкка районӗнчи «М-7» автомобиль ҫулӗ ҫинче икӗ пысӑк машина ҫапӑннӑ. Вӗсем ирхи 10 сехетре инкеке лекнӗ. «Скания» тата ҫур прицеплӑ «КамАЗ» пырса ҫапӑннӑ хыҫҫӑн «КамАЗ» водителӗ инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ, «Скания» водителӗпе пассажирӗ суранланнӑ. Инкек хыҫҫӑн ҫул ҫинче машинӑсене иртсе ҫӳресси пӗр вӑхӑтра йывӑрланнӑ. Кайран ҫула уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкарти шкулта вӗренекен Наталья Ершова «Что? Где? Когда?» вӑйӑ валли хӑйне евер ыйту шухӑшласа тупнӑ та укҫа выляса илнӗ. Унӑн ыйтӑвӗ юрӑ-кӗвӗпе ҫыхӑннӑскер пулнӑ. Ку ыйтӑва кевер тата хрусталь тӑманасен хуҫи Борис Левин хуравланӑ. Ҫук, вӑл тӗрӗс хурав парайман. Наталья панӑ ыйту вара кӑшӑлвирус этючӗ пулнӑ. Чӑнах та, халӗ ку тема питӗ анлӑ сарӑлнӑ. Борис Левин вара ку кӗвӗ чикансен пулнине каланӑ, ҫапла майпа йӑнӑшнӑ. Шупашкарти шкул ачи 90 пин тенкӗ выляса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Кӑҫал кӑрлач-ака уйӑхӗсенче республикӑра 6167 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 995 ҫын ытларах. Пӗлтӗр 5172 ҫын вилнӗ. Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫын вилесси 19,2 процент ӳснӗ. Ача ҫураласси вара чакнӑ. Ку тапхӑрта, пӗлтӗрхи ҫак уйӑхсемпе танлаштарсан, 92 пепке сахалрах ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫапла майпа республикӑра халӑх йышӗ 2680 ҫын чакнӑ. Ҫулталӑк каялла ку кӑтарту 1593 ҫынпа танлашнӑ. 2019 ҫулта карлач-ака уйӑхӗсенче 5139 ҫын вилнӗ, 3721 ача ҫуралнӑ. Халӑх йышӗ 1418 ҫын чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче пурӑнакан 40 ҫулти арҫын ӗҫсе лартсан питех те пуҫтахланма юратнӑ. Кутӑнскер арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑмпа пӗрмай хирӗлнӗ. Хайхисем уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗрле пурӑннӑ. Ашшӗпе амӑшӗ хирӗҫнине вӗсен 13 ҫулти ывӑлӗ те курма-чӑтма-тӳсме тивнӗ. Амӑшне хӳтӗлеме тӑрсан ашшӗ ывӑлне те тиркемен – ӑна та тӳпкеленӗ. Ҫакӑн пек тӗслӗхсем пӗлтӗрхи аван уйӑхӗнчен тытӑнса кӑҫалхи кӑрлаччен тӑсӑлнӑ. Арҫынна суд 3 ҫул та 3 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Муркаш районӗнчи Кашмаш шкулне ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗччен туса пӗтермелле. Анчах ӗҫ вӑхӑтпа килӗшӳллӗн пымасть. Кун пирки ЧР вӗренӳ министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ. Шкулти ӗҫссене 45 процент ҫеҫ пурнӑҫланине каланӑ министр. Палӑртмалла: подрядчикпе 147,1 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ алӑ пуснӑ, 49,2 миллион тенкипе усӑ курнӑ ӗнтӗ. Шкул патне ҫул та тумалла. Кун тӗлӗшпе ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче 11,7 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ. Анчах ӗҫе ниепле те пуҫӑнма ҫук, мӗншӗн тесен строительсем стройматериалсене ҫул ҫине хурса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |