Мӗтри Юман (чӑн ячӗ Дмитрий Петрович Петров), — чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ. 1885 ҫулхи юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Тӑхӑръял тӑрӑхӗнчи Пӳркел ялӗнче (Тутарстанӑн Пӑва районӗ) ҫуралнӑ. 1939 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗнче Ҫӗпӗрте вилнӗ.
1939 ҫултанпа СССР ҪП-ӗнче тӑнӑ.
Ялти шкулта, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче (1899-1905) вӗреннӗ, Кӑнна Кушки шкулӗнче ӗҫленӗ. Социал-революционерсен (эсерсен) партине кӗрсе ҫӗрпе ирӗклӗхшӗн кӗрешекен хресчен пӗрлӗхне йӗркелеме тытӑннӑ. 1906 ҫулта ӑна шкултан кӑларса янӑ. Тӳре-шара йӗрлесех тӑнӑ пирки унӑн ӗҫ вырӑнне пӗрмай улӑштарма тивнӗ.
1913 ҫулта Мӗтри Юман экстерн йӗркипе гимназире экзамен тытса аттестат илнӗ, Мускав Университечӗн историпе филологи уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтрах юриспруденцие вӗреннӗ, нимӗҫ, француз, грек, латин, тӗрӗк чӗлхисене ӑса илнӗ, акӑлчанла калаҫма хӑнӑхнӑ. Вӗренӳ ҫулӗсенче тӗрлӗ хаҫатсене ҫырма тӑнӑ. Анчах Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнипе университета вӗренсе пӗтерме май килмен: ӑна патша ҫарӗн поручикӗ туса хунӑ.
1921 ҫулта Чӑваш облаҫӗн ревкомӗ чӗннипе Д.П. Юман Шупашкара, Чӑваш автономиллӗ облаҫне, ӗҫлеме куҫса килнӗ.
Вӑл «Чӑваш календарӗ», «Ӗмӗрне паллӑ ҫул» повеҫсене, «Укӑлчакасси» тата «Колхоз новеллисем» драмӑсене ҫырнӑ. 1996 ҫулта «Суйласа илнисем» кӗнеке тухнӑ. И. Максимов-Кошкинскийпе пӗрле «Ял» чӑваш кинолентти валли сценари ҫырнӑ.