Культура
![]() Иртнӗ канмалли кунсенче республикӑри самай районта Акатуй иртрӗ. Республика шайӗнчи ҫав уяв ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти «Амазония» паркра иртӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти 12 сехетре пуҫланса 21 сехетченех пырӗ. Уяв вӑхӑтӗнче йӗркелеме палӑртнӑ пултарулӑх лапамӗсенче чӑваш халӑхӗн историйӗпе тата хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштарӗҫ. Уявра ярмӑрккӑ-куравсем ӗҫлӗҫ, фольклор ансамблӗсен тата эстрада ушкӑнӗсен, культура ҫурчӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗсем тата ытти те пулӗ. Кире пуканӗ йӑтакансемпе, кӗрешекенсемпе пӗрлех ытти спорт ӑмӑртӑвӗ те иртӗ. Акатуя Раҫҫейӗн тӑхӑр регионӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем килсе ҫитӗҫ: Мускавран — «Атӑл» чӑваш хорӗ, Питӗртен — «Юрату» - чӑваш фольклор ансамблӗ, Тӗмен облаҫӗнчи Анат Тавда районӗнчен — «Йӑмра» чӑваш юррин халӑх ансамблӗ, Самар облаҫӗнчен — «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ, Чулхуларан — «Чулхула чӑвашӗсем» ансамблӗ, Тутарстанран — «Туслӑх» ансамбль, Ӗрӗнпур облаҫӗнчен — «Нарспи» фольклор ушкӑнӗ, Чӗмпӗр облаҫӗнчен — «Шанӑҫ» чӑваш юррин ансамблӗ, Сарту облаҫӗнчен — «Эмине» ансамбль. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫак кунсенче пирӗнтен чылайӑшӗ хӑйӗн леш тӗнчере канлӗх тупнӑ тӑван-пӗтенне асра тытнине палӑртса ҫӑва ҫине кайса килме васкать. Шупашкар хулинче пурӑнакансенчен самайӑшӗ Шупашкар районӗнчи Явӑш патӗнчи масар ҫине каять. Машинӑллӑ ҫынсем кӑна мар, ҫуран ҫӳрекенсем те Чапаев ячӗллӗ савут патӗнчи тӳрӗ ҫула суйлама тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах вӑл япӑхса пӗтнӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫула ҫынсем юсама ыйтаҫҫӗ-ха, анчах предприятин санитари зони шутланакан ҫӗр ҫинче ҫул тума май ҫук. Апла пулин те ҫав ҫула вак чул сарса, грейдерпа якатма йышӑннӑ. Ӗҫе «Дорэкс» организаци пурнӑҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Шупашкар хулинче учреждени-организаци ячӗсене чӑвашла ҫырма тӑрӑшни савӑнтарать. Ҫав вӑхӑтрах тепӗр чухне йӑнӑшсем каяҫҫӗ. Ҫавӑн пеккисенчен пӗрне Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова асӑрханӑ. Кӑлтӑка курнӑскер сӑн ӳкерсе илсе Фейсбукри хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ. «Ырӑ пуҫарӑва вӗҫне ҫитерме темшӗн-ҫке пирӗн тепӗр чухне вӑхӑт ҫитмест... Ҫак вывескӑсене чӑвашла куҫарнӑ чух ятарласа йӑнӑш туман-ха. Ҫапах та чӗлхене упрассипе аталантарасси пирки калаҫатпӑр пулсан ҫавӑн пек кӑлтӑксенчен пӑрӑнма май ҫуках-ши? Чарӑну тата шкул ячӗсенчи йӑнӑшсене ҫывӑх вӑхӑтра тӳрлетессе шанас килет...», — палӑртнӑ хӑйӗн шухӑшне Лидия Филиппова (вырӑсларан Таисия Ташней куҫарнӑ). Редакцирен: Лидия Филиппова «Ҫӗҫпӗл ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ» чарӑнӑвӑн ятӗнче те йӑнӑш тупнӑ. Куҫару авторӗ Геннайдий Дегтярев ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, вырӑсла «Театр юного зрителя им. М. Сеспеля» ята чӑвашла куҫарнӑ чухне вулама ҫӑмӑл варианта суйланӑ: «Ҫеҫпӗл М. ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ» илемлӗ мар, «Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ» тени вара ытла вӑрӑм. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче Людмила Сачкован «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн редакторӗ – О.Л. Федорова, кӗнекене ӳкерчӗксемпе И.Е. Калентьева тата А.И. Алексеев илемлетнӗ. Ҫыравҫӑн ҫӗнӗ кӗнекине 11 калавпа повесть кӗнӗ. Хайлавӗсенче автор пурнӑҫри тӗрлӗ тӗслӗхе ытарлӑн сӑнланӑ. Вӗҫкӗн автан, сӑмахран, ҫӑла кӗртсе ӳкернӗ, Шампик йытта вара хӑйӗн хуҫине инкекре пулӑштарнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнеке вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Чулхула облаҫӗнчи Кулебаки хулинче ҫитес уйӑхра II Микула патшан юланутлӑ пӗрремӗш кӳлепине вырнаҫтарӗҫ. Ӑна утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хӗн-асап курнӑ сӑваплӑ Михаил (Гусев) храмӗ умӗнче лартӗҫ. Хальхи вӑхӑтра скульптурӑна хатӗрлесе пӗтерес ӗҫ пырать. Кӳлепене хатӗрлеме халӑхран 5 миллион тенкӗ пуҫтарнӑ. Скульптура авторӗ — Ирина Макарова. Унччен вӑл Серафим-Дивеево мӑнастирӗ валли патша ҫемйин палӑкне ӑсталанӑ пулнӑ. Храм настоятелӗ Николай Болдырев ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, патшана вӗлернӗшӗн вырӑс халӑхӗ ҫине ылхан ӳкнӗ. Ун шухӑшӗпе вырӑс халӑхӗн 1613 ҫулхи Земски соборта Романовсен династине панӑ тупана сутнӑшӑн ӳкӗнес пулать. «Ваттисем каланӑ тӑрӑх, II Микулай мӗнле ҫын иккенне ӑнланса илеймесӗр Раҫҫей ура ҫине тӑмӗ. Эпир ҫылӑхлӑ, эпир тупа тунине сутнӑ», — ӑнлантарнӑ Николай атте. Аса илтеретпӗр, II Микулай патшана Уралканаш йышӑнӑвӗпе 1918 ҫулта утӑ уйӑхӗнче, 16-мӗшпе 17-мӗш кун хушшинчи ҫӗр хушшинче персе пӑрахнӑ. Ку вӑл юлашки вӑхӑтра патшасене чысласа лартнӑ пӗрремӗш палӑк мар. Нумай пулмасть, ҫӗртмен 5-мӗшӗнче, Питӗрте III Александра халалланӑ скульптурӑна уҫнӑччӗ. Палӑка уҫнӑ ҫӗре Владимир Путин Президент та хутшӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑма наркотик упранӑшӑн айӑпланӑ. Унӑн килӗнче 100 грамм ытла наркотик тупнӑ. Ҫакӑ паллӑ: вӑл пӗлтӗрхи ҫурла-чӳк уйӑхӗсенче хӑйӗн килӗнче кантӑр ӳстернӗ, вӑррине вара тӗнче тетелӗ урлӑ туяннӑ. Наркотик хутӑшне вӑл сутма хатӗрленмен. Ӳссе ҫитсен кантӑра типӗтнӗ, упранӑ. Кайран ӑна полицейскисем тупнӑ. Пӗтӗмпе 104 грамм пулнӑ. Суд хӗрарӑм айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() islamdag.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре мӗнле ҫанталӑк кӗтет? Ӗнерхи ҫумӑрсем республикӑна ӑшӑ фронт илсе килнӗ. Паян ҫанталӑк кӑшт уҫӑрах, ҫил те вӑйлӑрах. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» синоптикӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Атӑл тӑрӑх сивӗ фронт иртсе кайӗ. Ҫавна май каллех ҫумӑр, пӑр ҫума пултарӗ. Аслати авӑтнӑ чухне ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Кӗҫнерникун 20-25 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле 9-14 градус тӑрӗ. Канмалли кунсенче каллех шӑрӑх пулӗ. Ҫил хӗвеланӑҫӗнчен вӗрӗ. Ҫитес эрнере вӑл та лӑпланӗ, 30 градусран ытларах шӑрӑх пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() mybryansk.ru сайтри сӑн Чылай регионта кӑшӑлвирус тӗлӗшпе лару-тӑру йывӑрланса пырать. Ҫавна май каллех чарусем йышӑнма тытӑннӑ. Тӗслӗхрен, Мускавра ҫӗртме уйӑхӗн 15-19-мӗшӗсенче ҫӗнӗ чарусем вӑйра пулӗҫ. Хула мэрӗ организаци-предприяти ӗҫченӗсене май килнӗ таран дистанци мелӗпе ӗҫлеттерме ыйтнӑ. Ваттисене вара килте е дачӑра юлма сӗннӗ. Мари Элте те ӗҫлекен ҫынсен 30 процентне дистанци мелӗпе ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Ӗнертен пуҫласа утӑн 5-мӗшӗччен ачасене суту-илӳ центрне ашшӗ-амӑшӗсӗр кайма чарнӑ. Ача-пӑча вылямалли центрсене вӑхӑтлӑха хупнӑ. Бурятире, Ханты-Манси автономи округӗнче, Мурманск облаҫӗнче, Хабаровск крайӗнче, Вологда облаҫӗнче те чарусем йышӑннӑ. Чӑваш Енре хальлӗхе улшӑнусем ҫук. Пирӗн патра кӑшӑлвирусран талӑкне 4 ҫын таран вилет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарта Раҫҫей Паттӑрӗ Дамир Юсупов ячӗпе сак вырнаҫтарнӑ. «Мягая посадка» ятлӑ вӑл. Паттӑр пирӗн тӑрӑха виҫӗ кунлӑха килнӗ. Астӑватӑр пулӗ: 2019 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗнче Дамир Юсупов пилот Жуковский ҫывӑхӗнчи куккурус уйӗнче самолета ӑнӑҫлӑ антарса лартнӑ. Мускавран Симферополе вӗҫме тухнӑ самолет тӳпере чарлансем ҫине пырса кӗнӗ, ун хыҫҫӑн двигательсем ӗҫлеме пӑрахнӑ. Борт ҫинчи 233 ҫын чӗрех юлнӑ. Палӑртмалла: 2000-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Дамир Юсупов Шупашкарта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан икӗ арҫынна хӗре пусмӑрланӑшӑн явап тыттарма пултараҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем 39 тата 40 ҫулсенчи икӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ та ӗнтӗ. Пӑтӑрмах ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав кун пӗр хӗр маларах эпир асӑннӑ арҫынсенчен пӗрне, 40 ҫулти вӑйпиттие, ӗҫлесе пулӑшнӑ. Кайран хайхи тата унпа пӗрле пулнӑ тепӗр арҫын хӗре хӗненӗ тата пусмӑрланӑ. Ҫынна ушкӑнпа пусмӑрланӑ тесе арҫынсене хупса хунӑ. Тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |