Хулара
![]() Семен Ислюковӑн палӑкӗ пулӗ-и? «Уҫӑ хула» порталта иртнӗ сасӑлава пӗтӗмлетнӗ. Унта 2604 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ, 1586 ҫын, патшалӑх деятельне Семен Ислюкова халалланӑ палӑк пулмалла тесе шутлать. 1018 ҫын палӑк лартассине хирӗҫ. Сасӑлав пӗтӗмлетӗвне Шупашкар хула администацийӗн архитектура тата хула строительствин управленине панӑ. Сӑмах май, Шупашкарта Семен Ислюкова халалланӑ урам пур. Вӑл – ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Паян, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 12 сехет ҫурӑра Канашри ҫӳп-ҫап полигонне Росгварди тата полицейскисем ҫавӑрса илнӗ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта мина пулма пултарать тесе шухӑшланӑ. «Мина тупнӑ теҫҫӗ. Экстреннӑй службӑсем ҫитнӗ. Кунта полици, Росгварди, тухтӑрсем, пушар служби», - пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ. Мина тупнӑ-и е ҫук-и – хальлӗхе пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() rv-ryazan.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 54 ҫулти хӗрарӑм упӑшкинчен юлнӑ 4 миллион тенке ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Ку кӑна мар, вӑл тепӗр 3,5 милллион кредит илсе каллех ултавҫа панӑ. Ҫапла вӑл 7,5 миллион тенкӗсӗр юлнӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та такам ун ячӗпе кредит илме хӑтланни пирки пӗлтернӗ. Ку ӗненнӗ, часрах банка чупнӑ, 4 млн тенке илнӗ. Банк ӗҫченӗ иккӗленнӗ, хӗрарӑм хӗрӗ валли хваттер илетӗп тесе улталанӑ. Банк ӗҫченӗ пурпӗрех ултавҫӑсем пирки асӑрхаттарнӑ, кун пирки полицие те пӗлтернӗ. Вӗсем унпа калаҫсан та хӗрарӑм укҫана куҫарса панӑ. Кайран вӑл тепӗр 3,5 миллион тенкӗ кредит илсе ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() РФ Пенси фончӗ Чӑваш Енри управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑн ӗҫлӗх службин ертӳҫи пулнӑ Леонид Шимин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унпа паян Хулари ритуал службинче 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехет те 30 минутчен сывпуллашнӑ. Леонид Шимин 74 ҫулта пулнӑ. Леонид Аркадьевич 1947 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Тутар Республикинче ҫуралнӑ. 1968 ҫултанпа Шупашкарта пурӑннӑ. Кунти «Рембыттехника», агрегатный савучӗсенче ӗҫленӗ. 1976- 1992 ҫулсенче парти тата совет органӗсенче тӑрӑшнӑ. 1996-2002 ҫулсенче Шупашкар хулин Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2002-2010 ҫулсенче Чӑваш Ен патшалӑхӑн ӗҫсӗрлӗх службинче вӑй хунӑ: департамент ертӳҫи, управлени пуҫлӑхӗ, служба пуҫлӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре ҫӗнӗ фильм ӳкерме тытӑннӑ. Кун пирки «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗнче кӗске метрлӑ «Вупӑр» фильм ӳкерӗҫ. Ӗҫе ҫак эрнере пуҫӑннӑ. Фильмӑн сценарине «Чӑвашкино» киностудин режиссер-сценарисчӗ, истори наукисен кандидачӗ Сергей Щербаков тата Ефим Оков ҫырнӑ. Сценари никӗсӗнче — чӑваш мифологийӗ. Сюжетра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, 5 студент-нимеҫӗ пӗчӗк яла культура ҫуртне юсама пыраҫҫӗ. Унта вӗсем икӗ вӑй хирӗҫтӑрӑвӗпе тӗл пулаҫҫӗ. Пӗр — вупӑр, тепри — пирӗшти. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑн кардиологи диспансерӗнче уйӑхӑн кашни виҫҫӗмӗш шӑматкунӗнче Уҫа алӑксен кунӗ иртет. Сиплев учрежденийӗн регистратурин телефон номерӗ ҫапларах: 8 (8352) 70-95-90. Уҫӑ алӑксен черетлӗ кунӗ утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртнӗ. Ҫав кун пациентсене пурӗ тӑватӑ тухтӑр: кардиолог тата чӗрепе юн тымарӗсен хирургӗ — йышӑннӑ. Республикӑн кардиодиспансерне консультацие Шупашкарти ҫынсем ҫеҫ мар, районсенчисемпе ют регионтисем те пыраҫҫӗ. Иртнӗ шӑматкун 45 ҫынна йышӑннӑ. Вӗсенчен 35-шӗн чӗрине электрокардиографи тӗпчевӗ туса тӗрӗсленӗ. Йышӑнӑва пынисенчен 23-шӗ ишеми чирӗпе аптӑрани палӑрнӑ, 12-шӗ — чӗрен гипертони чирӗпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() kveli.ru сайтри сӑнӳкерчӗксенчен хатӗрленӗ коллаж Станислав Убасси журналист чӑваш апат-ҫимӗҫне Шупашкарта тата Чӑваш Енре тутанса пӑхма май ҫукки пирки Фейсбукра ҫырнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, журналист пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарта — 100 ытла ресторан-кафе. Вӗсенчен иккӗшӗ кӑна чӑвашла ятлӑ — «Ехрем хуҫа» тата «Юлташ». Станислав Убасси ӳркенмесӗрех тӗрлӗ ҫӗре шӑнкӑравласа пӑхнӑ та пӗр 50 ресторан-каферен пӗринче те наци апачӗ ҫук тесе пӗлтернӗччӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ паян Шупашкарти ресторансенчен пӗрин менювне чӑваш апатне кӗртнине асӑрхарӗ. Апат-ҫимӗҫе уйӑрса кӑтартнӑ май «Чувашская национальная кухня» тесе ҫырнӑ. Асӑннӑ категорире — тӑватӑ тӗрлӗ апат. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() chuvsu.ru сӑн ӳкерчӗкӗ Кола ҫур утравӗнче, Баренц тинӗсӗнчи Кильдин утравӗнче иртекен шырав экспедицине Чӑваш Енри ҫамрӑксем те тухса кайнӑ. Шыравҫӑсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Кильдин утравӗнче ҫапӑҫусем пулнӑ вырӑнсене тишкерӗҫ. Мурманск облаҫӗнчи экспедицие Вырӑс географи обществипе Раҫҫейӗн Оборона министерствин Ҫурҫӗр флочӗ ирттерет. Экспедицие Раҫҫей географи обществин Чӑваш Енри уйрӑмӗ ҫумӗнче ӗҫлекен Экспедици отрячӗн ертӳҫи Дмитрий Алексеев ертсе пырать. Шырав ӗҫне Вырӑс географи обществин шырав ушкӑнӗ, «Север» шырав пӗрлешӗвӗн ушкӑнӗ, Мурманск облаҫӗн ҫар комиссариачӗн ӗҫченӗсем, Чӑваш телекуравӗн медиа-ушкӑнӗ, Ҫурҫӗр флочӗн ҫар ҫыннисем, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн «Георгиевская лента» шырав отрячӗ, Чӑваш Республикин шырав отрячӗн ҫыннисем хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() old.chuvsu.ru сӑнӳкерчӗкӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренес кӑмӑллӑ абитуриентсем кӑҫал та медицина факультетне нумай заявка тӑратнӑ: сиплев ӗҫӗ енӗпе — 1021 ҫын, педиатрипе стоматологие суйланисем — 608-шар. Ҫав вӑхӑтрах информатика енӗпе аслӑ пӗлӳ илес кӑмӑллисем — 565 ҫамрӑк, экономикӑпа менеджмент — 402, юридици — 259 ҫын. «Хыпар» хаҫат ӗнентернӗ тӑрӑх, искусство специальноҫӗсемпе вара 3-8 ҫын кӑна. «ЧПУра студент пулас текенсене хавхалантармалли майсем те тупнӑ. Акӑ абитуриентӑн харпӑр кабинечӗ урлӑ документсене тӑратнисен хушшинче лотерея ирттернӗ. Фотоаппарат, рюкзак, флешка, термокурка тата ытти парнене выляттарнӑ. «Инженер класӗсем» проекта хутшӑннисене, шкул ачисен олимпиадисенче мала тухнисене аслӑ шкула вӗренме кӗрсен хушма стипенди тӳлеҫҫӗ~~~~», — пӗлтернӗ эпир маларах асӑннӑ МИХра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи Юртукасси ялӗнче пурӑнакан Вера Блинова чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑнма тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Анчах хаклӑ тесе туянма укҫа хӗрхеннӗ. Тӗрлеме вӑл ачаранах пӗлнӗ-ха. «Хыпар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «амӑшӗ хыҫҫӑн хӗресле, яка майпа тӗрлеме хӑнӑхса пынӑ. Ҫывӑх тӑванӗсен салтака каякан ывӑлӗсем валли пӗр каҫра ал шӑлли тӗрлеме пултарнӑ». «Юнашарта пурӑнакан Ваньккан арӑмӗ, инке, наччасрах тӗрӗ валли ӳкерчӗк туса паратчӗ. «Ну, Вера, эсӗ пултаратӑн, камӑн тӗрри хитререххине ыран кайса курӑн», — тетчӗ», — аса илнӗ Вера Блинова. Клубра ӗҫлеме пуҫласан храрӑм хӑйӗн ӗмӗт-тӗллевне пурнӑҫа кӗртнӗ-кӗртнех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчакова Светлана Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |