Харпӑр шухӑш
Культура
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Совет Союзӗ ҫӗршывӗ ҫине фашистла Германи ешкерӗ тапӑнса килни 80 ҫул ҫитет. Ҫак вӑрҫӑ нуши-асапне фронтри ҫапӑҫусенче тӳссе ирттерсе сыхланса юлнӑ ӑру паян кунран-кун сахалланса та сахалланса пырать, «вӑрҫӑ ачисен» ӑрӑвӗ те – халь чи аслӑ ҫынсем. Анчах вӑрҫӑ историйӗ пире паян та калаҫтарать, шутлаттарать, унпа ҫыхӑннӑ асап йӗрӗ паянхи кун та пирӗн пурнӑҫ асӗнче. Патшалӑх архивӗсенче ҫӗнӗ документсене алла тытса вулама май килнипе вӑрҫӑ историйӗпе ҫӗнӗрен ҫӗнӗ тӗпчев ӗҫӗсем ҫырӑнаҫҫӗ, вӑрҫӑ темипе ҫӗнӗ кинофильмсем ӳкерӗнеҫҫӗ, следопытсен ӗҫӗ-хӗлӗ вӑрҫӑра вилнӗ чылай салтак виллине йӗрлесе тупса ӑна тӑван ҫӗре илсе килсе пытарма пулӑшать, нумаях пулмасть вӑй илнӗ «Вилӗмсӗр полк» акци халӑха пӗрлештерсе кашни киле пырса ҫапнӑ вӑрҫӑ нуши ҫинчен калаҫтарать, театрсенче вӑрҫӑ темипе лартнӑ спектакльсем кун ҫути кураҫҫӗ. Пирӗн чӑваш литературинче те вӑрҫӑ темипе ҫырӑннӑ произведенисем чылай темелле. Салтак нуши-асапне тӳссе вӑрҫӑ витӗр тухнӑ чӑваш писателӗсемпе поэчӗсем хӑй вӑхӑтӗнче чылай произведени кун ҫути кӑтартнӑ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрмарта тӑватӑ хваттерлӗ ҫурт ҫунса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Хыпар авторӗ пушар ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тухнӑ тесе хыпарланӑччӗ те, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче каҫхи 10 сехетре пулнине пӗлтернӗ. Аса илтерер: инкекре тӑватӑ ҫемье килсӗр-ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫурта 37 ҫулти арҫын чӗртсе яма пултарнӑ. Ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Вӑл арҫынна административлӑ майпа темиҫе хутчен те явап тыттарнӑ иккен, анчах ҫав этем унччен судпа явап тытса курман. Хальхинче ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 167-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Trolldrive сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне Шупашкарта ҫӗнӗ троллейбуссен маршрут ҫине тухмаллаччӗ. Анчах вӗсем курӑнмаҫҫӗ. Пӗтӗмпе 58 троллейбуса ҫула кӑларма палӑртнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, транспорт хальлӗхе обкаткӑра. Халӗ вӗсене ҫитес эрнере маршрут ҫине кӑларма палӑртнӑ. Аса илтерер: 14-мӗш троллейбуса «Солнечный» микрорайона ҫити тӑсмалла. Анчах ҫакна тумашкӑн шӑпах ҫӗнӗ троллебуссем, автономлӑ мелпе ҫӳрекеннисем, кирлӗ. Палӑртса хӑварар: Шупашкара пӗтӗмпе 68 ҫӗнӗ троллейбус килнӗ, вӗсенчен 10-шӗ ӗҫлеҫҫӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() bg.rbth.com сайтри сӑн Чӑваш Ен каллех кая юлса пыракан регион пек 1 миллиард тенкӗ пулӑшу илӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр пирӗн республикӑна ҫавӑн чухлӗ укҫа уйӑрса панӑччӗ. Ӑна пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантарма янӑ. Кӑҫал та республикӑна 1 миллиард тенкӗ килӗ. 650 миллион тенки усламҫӑсене ҫӑмӑллӑхпа тивӗҫтерме, 200 миллион тенки ҫурт-йӗр строительствин инженери инфратытӑмне проект тата строительство тума кайӗ. 150 миллион тенки ипотека кредичӗсене субсидилеме юлӗ. Палӑртмалла: 2019 ҫулта Раҫҫей правительстви экономика тӗлӗшӗнчен йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ 10 региона палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче – Чӑваш Ен те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheb.mk.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре юлашки талӑкра 50 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сывалакансем 47-ӗн пулнӑ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет. Ку таранччен республикӑра 24878 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 22694-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 2 ҫын каварлӑ вируса парӑнтарайман. Ку таранччен 1394 ҫын ҫак чире пула вилнӗ. Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирусран вилекенсем сахалланнӑ. Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен кашни кун 50 ытла ҫын чирленине палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра килте амбулатори мелӗпе тата стационарта 791 пациент сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() vk.com/urmary_online сайтри сӑн Вӑрмарта ӗнер тӑватӑ хваттерлӗ ҫурт ҫунса кайнӑ. Пушар каҫхи 10 сехетре пулнӑ. Халӗ вӑл мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Ҫурт Совет урамӗнче пулнӑ. Поселокри ҫынсем шутланӑ тӑрӑх, пушар электропралукран тухма пултарнӑ. Тепӗр верси – чӗртсе яни. Улатӑр районӗнчи Алтышево ялӗнче вара харпӑр ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Патӑрьел районӗнчи Каншел ялӗнче карта ҫуннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна чӗртсе яма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Красноармейски районӗ муниципалитет округӗ пулӗ. Ун хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле районӗ те ҫавнашкалах статуса йышӑнӗ. Ҫак икӗ района сӑнав проектне кӗртнӗ. Малашне ыттисенче те ҫавнашкал округ туса хурасшӑн. Ҫапла йышӑннӑ ЧР Патшалӑх Канашӗ ларура. Ҫӗмӗрле районне 11 ял тӑрӑхӗ кӗрет. Вӗсене юридици сӑпачӗ пек пӗтерӗҫ те полномочисем район ҫине тиенӗҫ. Ҫавӑн пекех ял тӑрӑхӗсенчи депутатсем пулмӗҫ, районтисем ҫеҫ юлӗҫ. Сӑмах май, Красноармейски районӗ муниципалитет округӗ тӑвас ыйтупа хӑй тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енри налукҫӑсем Шупашкар районӗнчи Пархикассинче регистрациленнӗ «Пучах» хуҫалӑха (ертӳҫи — Валерий Осипов) панкрута кӑларас тенӗ. Анчах суд апла тума килӗшмен. Федерацин налук службин республикӑри ӗҫченӗсем Чӑваш Енӗн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ. Унта Шупашкар районӗнчи «Пучах» ял хуҫалӑх производство кооперативне — колхоза панкрута кӑларма ыйтнӑ. Хуҫалӑх хысна умӗнчи тӳлевсемпе 866,8 пин тенкӗ парӑм пухнӑ, ҫав шутран тӗп парӑм виҫи — 616 пин тенкӗ, ытти — пеня тата штраф. Маларах асӑннӑ виҫерен виҫӗ уйӑх ытла тӳлемен парӑм виҫи 300 пин тенке яхӑнпа танлашнӑ. Суд ӑнлантарнӑ тӑрӑх, виҫӗ уйӑх ытла тӳлемен парӑм 300 пинрен иртсен ҫеҫ панкрута кӑларма пулать, ҫавӑнпа «Пучаха» хальлӗхе панкрута кӑларман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() 2gis.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре тата тепӗр спорт шкулӗ уҫӑлӗ. «11-мӗш спорт шкулӗ» бюджет учрежденийӗ Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин спорт енӗпе пӗрлештернӗ командисем валли спорт резервӗ хатӗрлессишӗн яваплӑ пулӗ. Ҫӗнӗ шкула уҫассишӗн республикӑн Спорт министерствипе Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви яваплӑ. Вӗсен йӗркелӳпе право ыйтӑвӗсене татса памалла. 11-мӗш спорт шкулне уҫасси ҫинчен калакан йышӑнӑва ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Артамонов алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫӗнӗ учреждени туса хунӑ. Ку йышӑнӑва ӗнер, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Артамонов алӑ пуснӑ. «Чӑваш Республикин закупкӑсен регионти центрӗ» хысна учрежденийӗн штачӗ 48 единицӑран тӑрӗ. Ҫӗнӗрен йӗркеленӗ предприятин тӗллевӗ — патшалӑх тата муниципалитет валли тавар туянма пулӑшасси, пулӑшу кӳрекенсемпе ӗҫ пурнӑҫлакансене шыраса тупасси. Тепӗр майлӑ каласан, контракт тытӑмӗ ҫинчен калакан федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн ӗҫлесе пырасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ял хуҫалӑх Совечӗн 1-мӗш область пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |