Ял хуҫалӑхӗ
![]() Патӑрьел районӗнчи Тикеш ялӗнче ӗҫлесе пурӑнакан пӗр фермер кӳршӗсене... шыв ӗҫме кансӗрлет. Ҫапла пӗлтернӗ Инстаграмри @batyrevo_sos страницӑра. Асӑннӑ ушкӑнӑн администраторӗ патне мессенджерсенчен пӗринче пӗлтерекен тупӑннӑ. Тикешри фермер мӑйракаллӑ шултра выльӑха 30 пуҫ тытать иккен. Кӗтӗве янӑ выльӑха ялти ҫав хастар электрокӗтӳҫпе асӑрхаса тӑрать. Тислӗк шывне вӑл пахчана уҫласа тӑкать-мӗн. Ҫӗр айӗнчи шыв вараланнӑран фермерӑн кӳршисем ҫӑлти шыва ӗҫеймеҫҫӗ, ҫутҫанталӑкӑн ҫак ырлӑхне вӗсен лавккаран туянма тивет. Хыпара вуланисенчен пӗрисем фермера ӳрӗклӗхшӗн ырласа унӑн кӳршисене ҫӑхавҫӑсем тесе хурлаҫҫӗ, теприсем кӳршӗсене шеллеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Улатӑрта икӗ эрнене яхӑн вӑйлӑ ҫумӑр тавраш пулман. Паян унта курӑкпа тата пахчаҫимӗҫ кӗтнӗ ҫумӑр ҫуса савӑнтарнӑ. Ҫутҫанталӑкӑн хӑйӗн саккунӗ те – Улатӑрта пӑр та ҫунӑ. Шултра пӑра ҫынсем ӳкерсе илнӗ. Сӑнӳкерчӗкре самай пысӑк пӑр купи сӑнланнӑ. Ҫитес вӑхӑтра Улатӑрпа ҫывӑх районсенче те пӑр ҫума пултарӗ. Кун пек хӑрушлӑх Патӑрьелпе Шӑмӑршӑ районӗсенче пурри пирки «Погода в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри ҫутҫанталӑк) проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() w-dog.ru сайтри сён Икӗ эрнене яхӑн ӗнтӗ республикӑра ҫумӑр ҫуманччӗ. Ӗнер вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫукаларӗ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн пата Хура тинӗҫ ҫывӑхӗнчи циклон килме пултарать. Уйрӑмах республикӑн хӗвел анӑҫ районӗсенче ҫумӑр ытларах ҫӑвӗ. Унта пӗр эрнере 1 тӑваткал метр ҫине 20 литр шыв ӳкме пултарӗ. Ҫапах, синоптиксем систернӗ тӑрӑх, ҫуллахи шӑрӑхра ҫумӑр хӑш вырӑнта ҫӑвассине татӑклӑн калама ҫук. Пӗр ялта хӗвел пӑхнӑ хушӑра тепринче ҫумӑр чашлаттарма та пултарать. Лайӑх хыпар: унчченхи пек ҫанталӑк тӑрук сивӗтмӗ. Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче вара антициклон килӗ, 30 градус шӑрах тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Партас ялӗнче пушар пулнӑ. Унта ҫурт тӑрри ҫуннӑ. Ҫулӑм тухнине кӑнтӑрла ҫитеспе, 11 сехетре, асӑрханӑ. Йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Юрать-ха, йӑлтах кӗлленмен, тӑрри ҫеҫ сиенленнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ачасем шӑрпӑкпа вылянӑран тухнӑ. Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта та пушар алхаснӑ. Терешкова урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра хваттер ҫунма пуҫланӑ. Шалти отделка сиенленнӗ, сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ. Ӗҫ-пуҫа малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 17 сехет ҫурӑра «Канаш – Йӗпреҫ» автоҫул ҫинче шурӑ тӗслӗ ҫӑмӑл машина кювета чӑмнӑ. Унта вӑл вӑхӑтра транспорт та нумай ҫӳремен ӗнтӗ. Машина темиҫе хутчен ҫаврӑнса юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ. Шел те, аварире ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Машинӑра виҫӗ ҫын пулнӑ. Пӗр пассажирка вилмеллех аманнӑ. Сӑмах май, Ҫӗрпӳ районӗнче те авари пулнӑ. Унта «Лада Грантӑра» пулнӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян хӑш-пӗр тӑрӑхра ҫумӑр ҫунӑ. Канаш районӗнче вара самаях вӑйлӑ чашлаттарнӑ, аслати те авӑтнӑ. Ухман ялӗнче инкек пулнӑ. Ҫынсем пурӑнакан ҫурта аҫа ҫапнӑ. Ҫавна май пушар тухнӑ. Ку инкек паян 16 сехетсенче пулнӑ. «Про Город» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе шар курнӑ ҫынсем пирки хыпар пулман. Аса илтерер: синоптиксем Чӑваш Енре вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чулхулара ҫӗртме уйӑхӗн 1-4-мӗшӗсенче халӑхсем хушшинчи музыка олимпиади иртнӗ. Унта хутшӑннисем хӑйсен пултарулӑхне музыкӑпа инструмент ӳнерӗ: фортепиано, вӗрсе каламалли инструментсем (флейта, гобой, кларнет, фагот, саксофон), халӑх инструменчӗсем (баян, аккордеон, гитара) енӗпе кӑтартса панӑ. Олимпиадӑна Чулхулари М.И. Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗ йӗркеленӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Раҫҫейри тата Китайри музыка училищисенче, ӳнер колледжӗсенче тата консерваторисенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекен виҫҫӗмӗш курс студенчӗ Михаил Прокопьев (вӑл гобой калать) олимпиадӑра ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чулхуларан Шупашкара Атӑл тӑрӑх «Валдай 45Р» карап ҫӳреме тытӑнӗ. Ҫав кун транспорт сӑнавлӑ мелпе ҫула тухӗ. Ку хыпара Инстаграмри «Стратегии развития Нижегородской области» (чӑв. Чулхула облаҫӗн аталанӑвӗн стратегийӗ) страницӑра пӗлтернӗ. Шыв ҫийӗн ҫӳрекен транспорт Чулхуларан ирхи 6 сехетре хускалмалла. Ҫул ҫинче вӑл 5 сехете яхӑн килӗ. Шупашкарта туристсем уҫӑлса ҫӳрӗҫ, кунти паллӑ вырӑнсемпе паллашӗҫ. Чулхулана «Валдай45Р» 15 сехет те 30 минутра тухса кайӗ, унти Рождественский пристане 20 сехет те 30 минута ҫитӗ. Юханшывпа уҫӑлса ҫӳренӗшӗн билет хакӗ 2500 тенкӗпе танлашӗ. ⠀ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Раҫҫейӗн «HeadHunter» онлайн-платформи ҫӗршывӑн федерацин Атӑлҫи округӗнчи предприяти-организацисенче епле шалу сӗннине тишкернӗ. Пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнчипе танлаштарсан пирӗн республика кӑҫал пӗр позици ҫӳлерех йышӑннӑ. «HeadHunter» палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри ӗҫ сӗнекенсем уйӑхсерен вӑтамран 38 914 тенкӗ (2019 ҫулта 39 068 тенкӗ пулнӑ) тӳлеме хатӗр. Пӗлтӗрхинчен ку вӑл 567 тенкӗ нумайрах. Шалӑва лайӑх тӳлекен регионсен шутӗнче — Пушкӑртстан, Тутарстан, Ӗрӗнпур облаҫӗ, Удмурт Республики. Пермь тӑрӑхӗнче те япӑх мар. Мари Элта, Сарту, Киров тата Пенза облаҫӗсенче пирӗн патринчен сахалрах шалу сӗнеҫҫӗ. «HeadHunter» онлайн-рекрутинг платформипе 350 пин ытла компани усӑ курать, унта 50 млн ытла резюме вырнаҫтарнӑ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш районӗнчи Вӑрманкас Енӗш ялӗнче пурӑнакан вӑйпитти арҫын пӑтӑрмаха икӗ хутчен ҫакланнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, ун пирки пакунлисене килтисем евитленӗ. Иккӗмӗшӗнчен, ҫавскер йӗрке хуралҫисемпе пуҫтахланма именмен. Пакунлисем киле пыни тарӑхтарнӑран вӑл вӗсене хирӗҫ сенӗкпе сиксе тухнӑ. 38 ҫулти арҫын ҫивӗч вӗҫлӗ ӗҫ хатӗрӗпе чикессипе хӑратнӑ. Пакунлисем арҫынна тытса чарса аллине сӑнчӑрланӑ. Кайран ӑна йӗрке хуралҫисем хӑйсемпе лартса кайнӑ. Йӗрке хуралҫисене хирӗҫ тӑнӑ арҫынна 5 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пулать. Пуҫиле ӗҫе Канаш районӗнчи суд пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |