Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Шупашкарта тата ытти хуласенче тӑван (чӑваш) чӗлхепе уса курса ӳстермелли ача сачӗсем пулмалла. Кун пек шухӑша пӗрре мар ӗнте каланӑ. Яваплӑ чиновниксем те илткеленӗ пулӗ,анчах та халлӗхе ку енпе ӗҫлени сисӗнмеҫ. Тен ытла шӑппӑн,е сахалтарах ҫын кун пирки каланӑ ? Нимех те мар,тепӗр хут та кун пирки ыйтса тата чӗнсе калӑпӑр. Ҫуккине хӑнӑхнӑран пулӗ ыйтаканӗ сахалтарах пулмалла. Ун пек ача сачӗсем пулма пултарассине те ӗнентерме ҫук теприсене. Пулман ун пекки Шупашкарта ? Тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулсенче тума тапраннӑ теҫҫӗ,кайран таҫтан чарнӑ пулмалла? Конституци енчен илсен пулмалла темелле,анчах та пирӗн Шупашкарта "чӑваш чӗлхипе ӳстермеллисем" ҫук? Хусантах тутар чӗлхипе усӑ курса ӳстермеллисем чылай , майсене,Конституципе килӗшӳллӗн туса панӑ пулать. Шупашкарта тата мӗне пула чӑваш ачисем валли тӑван чӗлхепе усӑ курса ӳстермелли майсем туса параймаҫҫӗ ? Ҫулталӑкне темиҫе сехет,е Чӗлхе Кунӗ пирки мероприятисем ирттерни ытларах ятне туни пулнине ӑнланатӑр пулӗ? Шупашкарта чӑваш ачисем пурӑнни пирки манмалла мар . |
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫу уйӑхӗ вӗҫленнӗ май иртнӗ тапхӑрти ӗҫе пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Иртнӗ уйӑхра Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ пурӗ 39 695 мӑшӑр хатӗрлерӗ — 40 пине кӑшт ҫеҫ ҫитеймест. Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче эпир 790 пин мӑшӑр тӑвайрӑмӑр, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 800 пин урлӑ каҫрӑмӑр та, уйӑха 829 пин те 887 мӑшӑрпа вӗҫлерӗмӗр. Паянах ку кӑтарту 830 пин урлӑ иртӗ ӗнтӗ. Ҫапла май миллион мӑшӑр тӑвиччен 170 пин кӑна юлчӗ. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра пирӗн миллион мӑшӑр пур та ӗнтӗ — ыттисем, пирӗн «чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» ҫук пулин те, тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенчен пухӑннисем пек выртаҫҫӗ. Кунта тӗрлӗ словарьсенчен хатӗрленӗ мӑшӑрсем, пӗр-пӗр программӑсене чӑвашлатнӑ хыҫҫӑн тунисем тата ытти йышшисем кӗреҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗнчи текстсем мӑшӑрсене хатӗрлеме ҫӑмӑллисем пулчӗҫ. Ҫак сӑлтава пулах ӗнтӗ 40 пине яхӑн мӑшӑрлама пултартӑмӑр та. Ак, калӑпӑр, Эмма Выгодскаян «Алжир тыткӑнӗнче» повеҫне (унта 3,1 пин мӑшӑрччӗ) тӑватӑ кун хушшинче мӑшӑрласа пӗтертӗмӗр. Гариф Губайӑн «Бакенщик хӗрӗ» те ҫӑмӑллӑн мӑшӑрланать — кашни кун пиншер мӑшӑр хатӗрлеме май пур. Енчен те маларах пирӗн текста тӳрлетекенсем ӗлкӗрсех пымастчӗҫ пулсан, халь ытларах енӗпе хӑвӑртлӑх мӑшӑрлакансенчен килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Роза Кондратьева Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри паллӑ ҫынсенчен пӗрне орден пама йышӑннӑ. Кун пек хисепе РФ Пенси фончӗн республикӑри уйрӑмӗн управляющийӗ Роза Кондратьева тивӗҫнӗ. Ӗҫлӗ хутра Роза Кондратьева ҫынсене пенсипе тивӗҫтерес енӗпе патшалӑх политикине пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ. Орденпа чысласси ҫинчен калакан хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Роза Кондратьева 1955 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ман Явӑшра ҫуралнӑ. 1974 ҫулта Хусанти учётпа кредит техникумӗнчен, тепӗр тӑватӑ ҫултан асӑннӑ хулари финанспа экономика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Чӑваш Енӗн Финанс министерствинче вӑл министр ҫумӗ те пулнӑ. РФ Пенси фончӗн республикӑри уйрӑмне 1997 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Халӗ Шупашкар районӗнче Чантӑрти пӗве патне машинӑпа каяймӑн, мӗншӗн тесен унти ҫул ҫине ҫынсене пытарма тытӑннӑ. Явӑшри ҫӑва сарӑлма пуҫланӑ. Анчах вӑл ҫул еннелле анлӑланать, ҫавна май вил тӑприсем ҫул ҫинчех вырнаҫнӑ. Ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен ку ҫул ирӗклех пулнӑ, машинӑпа та ҫӳренӗ. Халӗ вара унта – тин ҫеҫ купаланӑ вилтӑприсем. Халӗ водительсен тавран ҫӳреме тивет. Унччен вӗсем ҫула кӗскетме пултарнӑ. Навигаторта «Явӑш – Чантӑр пӗви» тесен вӑл водителе ҫӑва ҫинчи ҫулпа илсе каять. Унта вара – вилтӑприсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар районӗнчи Малтикас ялӗнче ӗне ферми уҫӑлнӑ. Унта 440 пуҫ вырнаҫмалӑх ферма хута янӑ. Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ комплекса пӗлтӗр ака уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Ӑна хута яма 105 миллион тенкӗ кирлӗ пулнӑ. Фермӑра ӗне сумалли ятарлӑ зал та пур. Комбинат ҫитес ҫулта шултра мӑйракаллӑ выльӑх шутне 5 пине ҫитересшӗн, унта 14 тонна сӗт суса илмешкӗн палӑртнӑ. Фермӑпа ЧР Элтеперӗ Олег Николаев паллашнӑ. Вӑл паха сӗт туса илсен конкурентсем те пулмассине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ru.depositphotos.com сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта ашшӗ-амӑшӗ ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсен ывӑлӗ пӳрнине вылямалли машина ӑшне хӗстерсе лартнӑ. Ӑна аслисем те кӑларайман. Ашшӗ-амӑшӗ каланӑ тарӑх, арҫын ача машинӑпа вылянӑ чухне пӳрнине пӑрӑх ӑшне чикнӗ. Пӳрне хӗсӗнсе ларнӑ, ниепле те тухман. Ашшӗ-амӑшӗ ачине пулӑшма хӑтланнӑ, анчах ывӑлӗн сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханнипе ҫӑлавҫӑсенех чӗннӗ. Ҫӑлавҫӑсем «Умелец» набор пулӑшнипе ачан пӳрнине ирӗке кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре пӗрремӗш хут «Географи каҫӗ» акци иртет. Пӗтӗм тӗнчери акцие Раҫҫейри географи обществи пуҫарнипе йӗркелеҫҫӗ. Сӑмах май, акцие пӗлтӗр Раҫҫейре пӗрремӗш хут йӗркеленнӗ. Ӑна Вырӑс географи обществи 175 ҫул тултарнине халалланӑ. Кӑҫал Чӑваш наци музейӗ те акцие хутшанӗ. Мероприятисем Чӑваш тӗррин музейӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗҫ те 21 сехетре вӗҫленӗҫ. Ҫак вӑхӑтра Чӑваш Енри кайӑксемпе, музейӑн геологи коллекциӗпе паллашма, чӗрчунсем пирки пӗлме май пулӗ. Музей ҫумӗнчи скверта Раҫҫей карттине пуҫтарас енӗпе ӑмӑрту иртӗ, викторина пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ыран – Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун. Ҫавна май Шупашкарта эрех-сӑра сутма чарӗҫ. Ҫакна Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн тӑвӗҫ. Анчах ку эрех-сӑрана курттӑммӑн сутассине пырса тивмест. Кафесемпе унашкал ытти заведени те ку йӗркене пӑхӑнмӗ. Унта эрех-сӑра сутӗҫ. Сӑмах май, юлашки ҫулсенче ача-пӑчапа ҫыхӑннӑ уявсенче Шупашкарта эрех-сӑра сутмаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, юлашки шӑнкӑравра тата Пӗлӳ кунӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Комсомольски салипе усӑ курман карьер хушшинчи 11 гектара яхӑн хыр вӑрманне касасшӑн. Ҫав лаптӑк «М-12» федераци ҫулне тӑвакансене кирлӗ, строительсем хӑйӑр туянма укҫа перекетлесшӗн имӗш. Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Александр Андреева депутат вырӑнти хастарсемпе тӗлпулнӑ. Организацисенчен пӗри маларах Комсомольски ял тӑрӑхне вӑрман фончӗн ҫӗрне ял тӑрӑхӗн чиккине кӗртме, унтан ҫавӑнта хӑйӑр карьерӗ йӗркелеме ыйтса сӗнӳпе тухнӑ иккен. Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче халӑх итлевӗ иртнӗ. Ял тӑрӑхӗн генпланне ылмаштарма хирӗҫлекеннисем 100 ытла ҫын тупӑннӑ. Татӑклӑ сӑмаха вырӑнти депутатсем калӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тӗмен хулинчи «Орфей» культура ҫуртӗнче чӑваш культурин «Хӗлхем» облаҫри фольклор фестивалӗ вӗҫленнӗ. Унта ача-пӑча хутшӑннӑ. Фестиваль мероприятийӗн асра юлмалли саманчӗсенчен пӗри чӑваш наци тумӗн тата декораципе прикладной ӳнерӗн хатӗрӗсен Тӗмен районӗнчи Винзили поселокӗнчен илсе килнӗ курав пулнӑ. Куравра 100 ытла ӗҫ пулнӑ. Пултарулӑх конкурсӗсем те иртнӗ. Унта 200 ытла ача хутшӑннӑ. Ҫав шутра — солистсем тата пултарулӑх ушкӑнӗсем. Фестивале Чӑваш Енрен, Екатеринбургран, Чулхуларан, Иркутск облаҫӗнчен, Сургут, Нижневартовск, Ҫӗнӗ Уренгой хулисенчи юрӑ-ташӑ ӑстисем те хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |