Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Шупашкарти Лапсар проездне тинех юсама пуҫланӑ. Шӑтӑк-путӑкла ҫав ҫул пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. Нумаях пулмасть лав вырӑнтан хускалнӑ.

Чӑваш Енӗн Строительство министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, юсав ӗҫне ҫанталӑк май парсан тӳрех тытӑннӑ. «Объект ҫав тӑрӑхри районсенче пурӑнакансемшӗн ҫеҫ мар, экономикӑшӑн та пӗлтерӗшлӗ», — тесе хыпарлать маларах асӑннӑ ведомство. Унта пысӑк промышленность предприятийӗсем вырнаҫнӑ.

 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Николай Семёновпа Зоя Илларионова режиссерсем ӳкернӗ «Парӑм» фильма Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль программине кӗртнӗ. Тӗп роле Зоя Илларионова калӑплать. Ӑна ыран, ҫy yйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Ҫамрӑксен театрӗн пысӑк залӗнче 18:00 сехетре курма май пулать. Тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.

Сюжечӗ интереслӗ: хӗрарӑма тухтӑpceм усал шыҫӑ атланнине пӗлтернӗ. Вӑл вара вилнӗ амӑшне тӗлӗкре пӗрмай курать. Лешӗ парӑма татма тата анатри чӑвашсен йӑлине пӑхӑнма ыйтать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкартан Чулхулана кайма тухнӑ автобус паян инкеке лекнӗ. Транспортра экскурсие кайма тухнӑ шкул ачисем ларса пынӑ. Автобус Чулхулана ҫитеспе умри ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ.

Ачасене вӑхӑтлӑха ҫывӑхри шкула вырнаҫтарнӑ. Унтан вӗсене Шупашкара илсе килнӗ. Ачасем шар курман.

Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, машинӑсем те ытлашши шар курман.

 

Вӗренӳ
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Прокуратура Тӑвай округӗнчи Енӗш Нӑрваш шкулӗнче мӗн пулса иртнине тӗрӗслӗ.

Сӑлтавӗ акӑ мӗнре: юлашки шӑнкӑравра шкулта 10-мӗш класра вӗренекен пӗр хӗрача тухса калаҫнӑ чухне ӑна директор тата хӑш-пӗр учитель сӑмахсемпе кӳрентернине пӗлтернӗ. Видеона тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Ӑна Интернет хӑрушсӑрлӑхӗн лигин пуҫлӑхӗ Екатерина Мизулина асӑрханӑ.

 

Республикӑра
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Патӑрьелте шаплатнӑ сасӑ илтӗннӗ. Ҫынсем хӑраса кайнӑ, кун пирки йӗрке хуралне пӗлтернӗ.

Кун хыҫҫӑн ҫулсене пӳлнӗ, тӗрӗслев пуҫарнӑ.

Мӗн пулнӑ-ха унта? Патӑрьелти пӗр ҫурт никӗсӗ аннӑ иккен. Ҫавна май темиҫе чӳрече ҫурӑлнӑ.

Йӗрке хуралҫисем вырӑна тӗрӗслесен нимӗнле сирпӗнекен хатӗр те тупман. Патӑрьел администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, лару-тӑрӑва куҫран вӗҫӗртмеҫҫӗ.

 

Раҫҫейре
proza.ru сайтри сӑн
proza.ru сайтри сӑн

Ҫӗршыв Правительстви килте слон,акула, крокодил усрама чарнӑ. Ку списокра ытти чӗр чун та пур. Пурӗ – 121 чӗрчунпа тискер кайӑк.

Килте тигр, упа, пингвин, бегемот, наркӑмӑшлӑ ҫӗленсемпе эрешменсем усрани те саккуна пӑсни пулӗ.

Ку ҫӗнӗлӗх кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑй илет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-152992737_6500378
 

Хулара
chgtrk.ru сайтри сӑн
chgtrk.ru сайтри сӑн

Ҫулла Шупашкартан Калининграда тата Махачкалана самолетсем вӗҫме тытӑнӗҫ.

Калининграда ҫӗртмен 20-мӗшӗнче рейс уҫӗҫ. Шупашкартан самолет ытларикун тата эрнекун вӗҫӗ, каялла – юнкун тата шӑматкун.

Махачкалана вара самолет ҫӗртмен 21-мӗшӗнчен вӗҫме тытӑнӗ. Рейс юнкун тата шӑматкун пулӗ, каялла – кӗҫнерникун тата вырсарникун.

Рейссене Airbus 320 самолетсем пурнӑҫлӗҫ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

ЧР Ял хуҫалӑх министерстви хӑш предприятисем субсиди тивӗҫнине палӑртнӑ. Ку укҫапа вӗсем студент-практикантсене вӗрентме пултараҫҫӗ. Ку йыша «Мега ЮРМА», «Комминтерн» ЯХПК, «Ленинская искра» ОПХ» колхоз тивӗҫнӗ. Предприятисем килӗшӳ тунӑ ӗнтӗ, студентсене практика вӑхӑтӗнче ӗҫшӗн тата пурӑннӑшӑн тӳлеме укҫа илнӗ.

Палӑртмалла: ку п роект «АПК кадрӗсем» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13958
 

Республикӑра

Ҫак кунсенче Улатӑрта Мускав урамӗпе Октябрь Революцийӗн тӳремӗ пӗрлешнӗ ҫӗрте МиГ-29 истребителе постамент ҫине вырнаҫтарнӑ.

Самолета хулана ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче илсе ҫитернӗ, ҫав кунах ӑна пуҫтарма тытӑннӑ. Кайран сӑрласа постамент ҫине вырнаҫтарнӑ.

Сӑмах май, Улатӑрта Тӑван ҫӗршывшӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланиччен аэроклуб пулнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хулара 46-мӗш саппас авиаци полкӗ вырнаҫнӑ.

 

Персона
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти кивӗ пӗр ҫуртра Николай Ашмарин ӑсчахӑн ал ҫырӑвӗсене тупнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтерет.

Николай Ашмарин — паллӑ лингвист, этнограф, 17 томлӑ чӑваш чӗлхи словарӗн авторӗ.

Хулари пасар урамӗнчи ҫурт унчченхиллех упранса юлнӑ. Унта ученӑй Шупашкара килсен чарӑнса тӑнӑ.

Ивановсем 2019 ҫулта ҫав ҫурта туяннӑ, кайран ӑна йӗркене кӗртме тытӑнсан мачча тӑрринче хутсемпе сӑнӳкерчӗксем, алырусем асӑрханӑ.

Хутсене ӗненсен, ҫуртӑн пӗрремӗш хуҫи сӑра вӗретекен завод директорӗ пулнӑ. Кайран ҫав ҫурта Емельян Захаров туяннӑ, вӑл Николай Ашмаринпа пӗр шухӑшлӑ ҫын пулнӑ.

100 ҫул ларакан йывӑҫ пӳртре Ашмарин Шупашкара килсен ларса ӗҫленӗ сӗтел те пур-мӗн.

 

Страницӑсем: 1 ... 94, 95, 96, 97, 98, 99, 100, 101, 102, 103, [104], 105, 106, 107, 108, 109, 110, 111, 112, 113, 114, ... 4004
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне хастар иртӗ: калаҫусем, ҫӗнӗ теллевсем, пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем... Ӗҫре хаюллӑнах ҫӗнӗ шухӑшсем сӗнӗр — вӗсене ырлӗҫ. Харпӑр пурнӑҫра пӗтӗмлетӳсем тума ан васкӑр, уйрӑмах — эрне варринче. Эрне вӗҫнелле хушма тупӑш тума майсем пулӗҫ.