Культура
![]() Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарти Ю. Гагарин ячӗллӗ вулавӑшра «Вучах» литература клубне пуҫтарӑннӑ. Унта Светлана Асамат поэтпа, композиторпа, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе, Раҫҫей Писательсен союзӗн, Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗпе, Чӑваш Енри композиторсен ассоциацийӗн пайташӗпе тӗл пулнӑ. Литература клубне пухӑннӑ учительсем, пур енлӗ пултаруллӑ ҫыннӑн ӑсталӑхне хаклакансем Светлана Асаматӑн «Ҫӑка ҫеҫки ҫурӑлсан» кӗнекине хӑтланӑ. Светлана Васильевна хӑйӗн ҫинчен каласа кӑтартнӑ, литература клубне пухӑннисен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Ҫӗнӗ кӗнекери кӗске калавсенче ҫыравҫӑ чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне, унӑн шухӑшлавне, ӑс-хакӑлне кӑтартса пама панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() samara.bezformata.com сайтри сӑн Кӑҫал Республика кунӗ мӗнле иртесси пирки калаҫнӑ, ыйтусене сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: кӑҫал уяв Шупашкарта тата Ҫӗмӗрле районӗнче иртӗ. Шупашкарта Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйӗ», «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем», «Руҫ ӑстисем», «Ентешсен ҫӑлтӑрчӑкӗ» иртӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкарти кинофестиваль хӑнасене пухӗ. ЧР культура министрӗ Светлана Каликова мероприятисем кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли мерӑсене шута илсе иртессине пӗлтернӗ. Хупӑ площадкӑсенче зала 75 процент таран ҫеҫ халӑхпа тултарӗҫ. Мероприятисене хутшӑнакансен ПЦР-тестӑн кӑтартӑвӗ пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() news.nashbryansk.ru Чӑваш Енре чылай вӑхӑт шӑрӑх ҫанталӑк тӑчӗ. Юлашки кунсенче кӑштах сивӗтрӗ, ҫумӑр та ҫурӗ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех республикӑна каллех сивӗ ҫанталӑк килӗ. Хальлӗхе, шӑматкунпа вырсарникун, 22-27 градус ӑшӑ тӑрӗ. Унтан ҫанталӑк сивӗтӗ. Вырсарникун термометр 15-20 градус кӑтартӗ. Ҫитес эрнере вара тӑм ӳкме те пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() aibolit.tom.ru сайтри сӑн Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче ачасене сайра тӗл пулакан ят панӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Кун пирки пресс-служба пӗлтерет. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене Каюм, Агата, Маргарита, Амина, Аиша, Филипп ят хунӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Чылай тӗл пулакан ятсен йышӗнче вара ҫаксем: Лев, Тимофей, Артем, Иван. Хӗрсене ытларах Екатерина, Валерия, Полина, Виктория, София, Ева ятсем хунӑ. Шупашкарта ачана паллӑ «Холодное сердце» мультфильмри тӗп сӑнар ятне пани те пулнӑ. Вӑл – Эльза. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() chgpu.edu.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш наци культурине упраса хӑварас тата аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн «Уяв» халӑх фолькор ансамблӗн хормейстерне Зинаида Козловӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслас тенӗ. Хушӑва Олег Николаев Элтепер ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Аса илтерер: Зинаида Козлова — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 75 ҫул тултарнӑ. Зинаида Алексеевна 1946 ҫулхи ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Патӑрьелте ҫуралнӑ. Фольклорист, педагог. 1975 ҫулта Мускаври Гнесинсем ячӗллӗ музыка училищинчен, 1983 ҫулта Сартури патшалӑх консерваторийӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1967-1968 ҫулсенче Чӑваш радиопа телекурав хорӗнче солисткӑра ӗҫленӗ. 1984 ҫултан «Уяв» тата «Пилеш» фольклор ансамблӗсенче йӗркелӳҫӗ тата илемлӗх ертӳҫинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Шупашкарти музыка училищинче, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Александр Химушин паллӑ этнофотограф ЮНЕСКОн штаб-хваттерӗнчи курава хатӗрленет. «The World in Faces» куравра 170 ӗҫпе паллашма май килӗ. Унта тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакансем ҫынсемпе паллаштарӗҫ. Таймырпа Ҫӗнӗ Гвинейӑри Папуаран тытӑнса Етӗрне районӗнчи Орапакасси таранах. Кӑшӑлвируса пула ҫул ҫӳреме май килмен вӑхӑтра этнофотографа тусӗсем Чӑваш Ене чӗнсе илнӗ. Шупашкарта вӑл Наци музейӗнче тата Кӗмӗл управҫӑра пулса курнӑ. Унтан «Мир в лицах» (чӑв. Тӗнче сӑнӗсем) фотопроект сӑнарӗсене шырама районсем тӑрӑх тухса кайнӑ. «Кунта питӗ лайӑх ҫынсем. Ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Эпир ялта тата Сӑр юханшывӗн хӗрринче пулса куртӑмӑр», — каласа кӑтартнӑ Александр Химушин. Парижра Юлия Еремкина чӑваш фольклор управҫине мӑнукӗпе Настя Морозовӑпа тата Дарина Богоявленскаяна кӑтартӗҫ. Даринӑна «Ясна»этнокомплексра ӳкерсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫу уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче Шупашкарта хӑвӑрт утакансен Раҫҫей чемпионачӗ тата ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Регионӑн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ӑмӑртӑвӑн статусӗ Олимпиада умӗнчи шутланать. Спорт тупӑшӑвне йӗркелекенсем Шупашкара 200 ытла ҫын килсе ҫитессе шанаҫҫӗ. Вӗсен шутӗнче — спортсменсем, тренерсем, спорт енӗпе ӗҫлекен тӳре-шара. Вӗсем ҫӗршывӑн 16 регионӗнчен пухӑнмалла. Пирӗн тӑрӑхри ӑмӑртӑва ҫӑмӑл атлетика вӑйлӑ аталанакан регионсенчи спортсменсем килмелле. Тупӑшӑн тӗп старчӗсем – арҫынсем тата хӗрарӑмсем 50 тата 20 километра утасси — Шупашкарӑн Мускав ҫыранӗ хӗрринче иртмелле. Ҫамрӑксемпе юниорсем 3, 5 тата 10 пин метра «Олимпийски» стадионта ӑмӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн пӗр уйӑхри ӗҫ укҫинчен ҫуррине «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» фонда уйӑрма йышӑннӑ. Кун пирки Олег Алексеевич паян ЧР Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ. «Фонд нуши валли уйӑхри ӗҫ укҫин 50 процентне уйӑрма заявлени ҫыртӑм», – тенӗ регион ертӳҫи. Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Юрий Кислов паянхи кун тӗлне республикӑра 3 миллион тенкӗ укҫа пухнине каланӑ. Марафон вӑхӑтне вӑл ҫурла уйӑхен 1-мӗшӗччен тӑсма сӗннӗ. Марафон нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Люция Сафина Шупашкар хула администрацийӗнче паянтанпа ҫӗнӗ ӗҫ ӗҫе кӳлӗннӗ. Ахаль-махаль вырӑн та йышӑнман вӑл. Хула администрацийӗн сити-менеджерӗн экономика аталанӑвӗпе финанс енӗпе ҫумӗ пулса тӑрӑшӗ. Хула администрацийӗнчи яваплӑ тилхепене Люция Рафаэльевна Сафинӑна тыттарнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, Люция Рафаэльевна 20 ҫул ытла аудит, бухгалтер тата налук учёчӗ, бизнес аталанӑвӗ енӗпе тӑрӑшнӑ. Сафина финанспа хуҫалӑх ӗҫ-хӗлне тишкерес енӗпе пысӑк бизнес-проектсене ертсе пынӑ. 2017 ҫултанпа — муниципалитетӑн суйлав комиссийӗн председателӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Тӑван Атӑл» литературӑпа ӳнер журналӗнче Василий Кервен поэтпа, прозаикпа, критикпа, куҫаруҫӑпа, журналистпа Владислав Николаев хатӗрленӗ интервью пичетленнӗ. Материал умсӑмахӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Василий Кервен чунне «рифма, ритм мӗнне пӗлмесӗр ҫыркаланӑ сӑвӑ пеккисем» ыраттараҫҫӗ, унта палӑртнӑ тӑрӑх, «тӗрӗссипе, питӗ асапланать вӑл унашкал «пултарулӑх» тӗслӗхӗсене курсан». Хальхи чӑваш поэзийӗ пирки сӑмах хускатсан: «Юлашки вӑхӑтра Чӑваш кӗнеке издательствинче сӑвӑ кӗнекисем ытлах тухсах каймаҫҫӗ. Авторӗсем хӑйсем тӳлесе кӑларнисенчен вара чылайӑшӗ пысӑк шайрах мар. 2017-2020 ҫулсенче «Тӑван Атӑл» журналта хальхи поэзи курӑнсах каймарӗ: поэмисем пачах поэма марччӗ, сӑвӑсем вырӑнне чылай чухне айванла такмаксем, юрӑ сӑмахӗсем тухатчӗҫ. Пирӗн юрӑ сӑмахӗсем мӗн шайрине чылайӑшӗ чухлать-тӗр. Петӗр Хусанкая хӑй вӑхӑтӗнчех вӗсем тарӑхтарнӑ. Ахальтен мар ҫакӑн пек кулӑш анлӑ сарӑлнӑччӗ: — Ӑҫта васкатӑн каплах? — тесе ыйтать тет пӗр сӑвӑҫран тепри. — Сӑвӑсене журнала йышӑнмарӗҫ, композиторсене кайса парасшӑн-ха, — хуравлать тет лешӗ», — тенӗ, сӑмахран, интервьюра Василий Кервен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.03.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдорова Любовь Михайловна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |