Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
ukrainianwall.com сайтри сӑн
ukrainianwall.com сайтри сӑн

Сехет йӗпписене куҫармалла-и е ҫук-и? Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем ку ыйтӑва пӑхса тухӗҫ, парламент итлевӗ пулӗ.

Унччен республикӑри хуласемпе районсенче ҫак ыйтӑва сӳтсе явӗҫ. Сӑмах май, 2018 ҫулхи ҫулла Патшалӑх Канашӗнче ку ыйтӑва ҫӗленӗ. Ун чухне пур министр та сехет йӗппине куҫарассине хирӗҫ пулнӑ. Ҫав ҫулах ку ыйтӑва Чӑваш Енӗн общество палатинче пӑхса тухнӑ. Унта та чылайӑшӗ хирӗҫ пулнӑ.

Палӑртмалла: халӗ хӗвел ирхи 3 сехет ҫурӑра тухать, каҫхине 8 иртни 20 минутра тӗттӗмленет.

 

Культура

Чӑваш Республикин Наци вулавӑшне Игорь Улангин художник тата кӗнеке кӑларакан Библиотекӑсен кунӗ умӗн паха парнепе савӑнтарнӑ.

Уҫӑ кӑмӑллӑ ҫав ҫын хӑйӗн «Free poetry» издательствинче 2020 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑ «Ниже сна» кӗнекене парнеленӗ. Пурӗ — 34 экземпляр. Унӑн авторӗ — Польша поэчӗ Кшиштоф Шатравский. Сӑвӑсене Евгения Доброва вырӑсла куҫарнӑ. Автор ыйтнипе кӗнекесене республикӑн хулисемпе районӗсенчи вулавӑшсене ҫитерсе парӗҫ.

Кшиштоф Шатравский (1961 ҫулта ҫуралнӑ) – эссеист, культуролог, литература тата музыка критикӗ, тӑлмач, Польша писателӗсен ассоциацийӗн президенчӗ, Варми тата Мазур университечӗн профессорӗ, ҫыравҫӑ. Нимӗҫ, акӑлчан, еврей, вырӑс чӗлхисенчен куҫарать.

 

Республикӑра

Ҫӗртме уйӑхӗнче эрнере 5 кун ӗҫлекенсем 3 кун канӗҫ. Ку Раҫҫей кунӗпе ҫыхӑннӑ, ӑна ҫӗртмен 12-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл шӑматкуна лекнӗрен тунтикун та кантарӗҫ. Ҫӗртмен 11-мӗшӗнче ӗҫ кунӗ 1 сехет маларах вӗҫленмелле.

Кӑҫал Республика кунӗ кӗҫнерникуна лекет. Регионти саккунпа килӗшӳллӗн, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ канмалли кун шутланать. Анчах Раҫҫейри филиалсем, урӑх хулари компанисем ӗҫтешӗсене хӑйсен кӑмӑлне кура кантараҫҫӗ.

Ҫапах ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кансан та тепӗр кун тулли ӗҫ кунӗ шутланать.

 

Культура

Шупашкарти пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль пуҫланиччен пӗр уйӑхран та катӑлчӗ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 21-25-мӗшӗсенче пулӗ. Вӑл районсемпе хуласенче те иртӗ.

Унта Раҫҫейре ӳкернӗ фильмсемпе пӗрлех Индире, Беларуҫра, Польшӑра, Францире, Чехинче тата Данире калӑпланисене кӑтартӗҫ.

Этника тата регионсенчи кино программине Чӑваш Енри, Чечняри, Калмӑк Республикинчи, Пушкӑртстанри, Бурят Республикинчи, Якут Республикинчи, Хакас Республикинчи, Тутарстанри, Байкал тӑрӑхӗнчи, Свердлов облаҫӗнчи тата Тыва Республикинчи 17 ӗҫ кӗнӗ.

Кинофестиваль программинчи фильмсене Шупашкарта ҫеҫ мар, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Сӗнтӗрвӑрринче, Шупашкар, Патӑрьел, Вӑрмар, Пӑрачкав, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Йӗпреҫ, Вӑрнар, Элӗк районӗсенче пурӑнакансене те тӳлевсӗр кӑтартӗҫ.

 

Культура
 Максим Жучин
Максим Жучин

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫӗнӗ худрук ӗҫе кӳлӗннӗ. Унпа ӗнер худканашӑн ларӑвӗнче культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова паллаштарнӑ. Театрӑн илемлӗх ертӳҫинче Максим Жучин тимлеме тытӑннӑ.

Культура учрежденийӗнче Максим Юрьевича пӗлеҫҫӗ. Унччен вӑл театрта тӗп режиссёрта тӑрӑшнӑ.

Максим Жучин Питӗрти Н.А. Римский-Корсаков ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче «вокал искусстви» тата «музыка театрӗн режиссёрӗ» специальноҫсене алла илнӗ. Мариинкӑри тата Михайловский театрсенче, Питӗрти Камера музыка театрӗнче, унти Оперӑпа балет театрӗнче тӑрӑшнӑ. Вӑл — Питӗрти консерваторин опера хатӗрлевӗн кафедрин преподавателӗ, ученӑй канашӗн яваплӑ секретарӗ.

 

Культура

«Дуняша Style» фолк-ушкӑн нумаях пулмасть Питӗрти фестивальтен таврӑннӑ. Чӑваш Енри ӑста коллектив халӑх юррисен «Добровидение» пӗтӗм тӗнчери музыка фестивальне хутшӑннӑ. Асӑннӑ мероприяти Славян культурин кунӗнче, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, иртнӗ. Фестивалӗн гала-концерчӗ «Сибур Арена» спортпа концерт комплексӗнче пулнӑ.

Фестиваль кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртнӗ. 2016 ҫулта ӑна Совет Союзӗн Геройӗ, Валентина Терешкова космонавт, СССР халӑх артисчӗ Иосиф Кобзон, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Нилов пуҫарнӑ. Хальхи вӑхӑтра фестиваль попечителӗсен шутӗнче — «Справедливая Россия» парти ертӳҫи Сергей Миронов, Рф Патшалӑх Думин халӑх хушшинчи ӗҫемпе тимлекен комитечӗн ертӳҫи Леонид Слуцкий, Раҫҫейӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Нелли Кобзон тата ытти политик, усламҫӑ, общество ӗҫченӗ.

 

Ҫул-йӗр

Чӑваш Енри районсене ҫулпа ҫыхӑнтарасшӑн. Ҫакӑн пирки республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Владимир Осипов министр хӑйӗн докладӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, регионти ҫулсене урапа ҫулӗпе ҫыхӑнтарнине пӗтерсе асфальт сарасшӑн.

2021 ҫулта Сӗнтӗрвӑррипе Куславкка районӗсене ҫыхӑнтаракан муниципалитетсем хушшинчи ҫула сарассипе ҫыхӑннӑ проекта хатӗрлесе пӗтермелле. Приоритетлӑ тепӗр объект — Элӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗсене асфальт ҫулпа ҫыхӑнтарасси.

 

Пӑтӑрмахсем
elt-shop.ru сайтри сӑн
elt-shop.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре электросамокатпа ярӑнса ҫын вилнӗ. Кунашкалли пирӗн патра пӗрремӗш хутчен пулнӑ.

Ку ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ. Арҫын электросамокатпа пынӑ чухне ӳкнӗ те шӑп пандус ҫине ҫапӑннӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ, унта вӑл пӗр эрне выртнӑ хыҫҫӑн вилнӗ. Самокатӑн хӑвачӗ 250 ватт ытла пулнӑ.

ҪҪХПИ ӗҫченӗсем самокатсен тӗлӗшпе рейд ирттерме палӑртнӑ. Иртнӗ кунсенче 18 ҫынна штрафланӑ. Вӗсем тротуарпа мар, ҫулпа пынӑ сӑмах май, самокатсемпе ярӑнса аяк пӗрчисене хуҫнӑ тӗслӗхсем те пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72001
 

Ял хуҫалӑхӗ
pxhere.com сайтри сӑн
pxhere.com сайтри сӑн

Кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, ӗне усракансене укҫан пулӑшаҫҫӗ. Пӗрремӗш 40 ҫын субсидие илме документсем тӑратнӑ ӗнтӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет.

Укҫана паян тӳлеме тытӑннӑ. 40 ҫынна укҫана куҫарса панӑ ӗнтӗ. Пӗтӗмпе 201700 тенкӗлӗх.

Пӗр ӗнешӗн – 2400 тенкӗ, икӗ ӗнешӗн – 3400-шер тенкӗ, виҫӗ тата ытларах ӗнешӗн 4400 тенкӗшер параҫҫӗ. Кӑҫал ӗне усракансене пулӑшас тӗллевпе хыснаран 171,4 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. Субсидие 35 пин ытла ҫын илейӗ. Ӑна тивӗҫес тесен вырӑнти администрацие заявлени ҫырса памалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/71986
 

Статистика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канмалли кунсенче пилӗк ҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳксе шар курнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ – ачасем. Кун пирки Катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ пӗлтерет.

Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 8 ҫулти арҫын ача йывӑҫ ҫинчен ӳксе пульницӑна лекнӗ. Ҫав кунах Ҫӗнӗ Шупашкарта иккӗмӗш хутри чӳречерен 1 ҫулти ача тухса ӳкнӗ. Йывӑр суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Ҫӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта 43 ҫулти арҫын чӳречерен тухса ӳкнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу бригади пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл унта вилнӗ.

Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Сосновкӑра, Шупашкар районӗнче арҫынсем ҫурт тӑрринчен ӳкнӗ. Вӗсем те пульницӑна лекнӗ. Шупашкарта виҫҫӗмӗш хутран ӳкнӗ арҫын реанимацире выртать.

 

Страницӑсем: 1 ... 1119, 1120, 1121, 1122, 1123, 1124, 1125, 1126, 1127, 1128, [1129], 1130, 1131, 1132, 1133, 1134, 1135, 1136, 1137, 1138, 1139, ... 3856
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.03.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑнӑҫлӑ эрне, сире халӗ улталама, ҫавӑрса илме йывӑр. Тен, питӗ ӑслӑ ҫынпа паллашатӑр. Юрату сирӗн пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ӑна куҫран вӗҫертмелле мар. Харпӑр пурнӑҫри, ӗҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма тӑрӑшӑр.