«М-12» федераци ҫулне тума хушма укҫа уйӑрнӑ. Нухрат «Мускав – Чулхула – Хусан» ҫула тӑвас ӗҫсене 30,1 процент хӑвӑртлатасса шанаҫҫӗ. Ҫав тӗллевпе тата тепӗр 81,7 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ.
Машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли ҫула хута ярсан Мускавран Хусан хальхи пек 12 сехет каяс вырӑнне 6,5 сехетре ҫитейӗн. Строительствӑна 2024 ҫул тӗлне туса пӗтересшӗн, анчах унӑн сыпӑкӗсене пӗчӗкшерӗн 2022 ҫултанах хута ярса пыма тытӑнасшӑн. Проекта пурнӑҫлама 650 млрд тенкӗ кирлӗ пулӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Магистраль Мускав, Улатимӗр тата Чулхула облаҫӗсем, ҫавӑн пекех Чӑваш Енпе Тутарстан урлӑ иртӗ.
Ҫула маларах Хусана ҫитиччен ҫеҫ сарас тенӗ, РФ Президенчӗ Владимир Путин хушнипе Екатеринбурга ҫитерме йышӑннӑ. Ҫапла вара ҫул Пушкӑртстан, Пермь тата Свердловск тӑрӑхӗсем витӗр пулӗ.