Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре хӑш-пӗр ҫынсене килтех кӑшӑлвирусран прививка тума пултарӗҫ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет. Хулари 2-мӗш пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Лидия Веденеева ӑнлантарнӑ тӑрӑх, сывлӑх енчен хавшак ҫынсен кӑшӑлвируспа чирлес хӑрушлӑх пысӑк. Ҫавна май вӗсем пульницӑна хӑйсем тӗллӗн пыраймаҫҫӗ. Шӑпах ун пеккисене ҫак амакран килтех прививка тума пултарӗҫ. Килте те, пульницӑри пекех, пациента малтан терапевт пӑхать, юн пусӑмне виҫет, вӑраха кайнӑ чирсем пирки ыйтса пӗлет, аллерги пуррипе ҫуккине палӑртать. Тухтӑра прививка тумашкӑн киле чӗнсе илес тесен вырӑнти регистратурӑна шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗрпӳре район ҫыннисемпе тӗлпулу иртнӗ. Унта Рынкӑ ял тӑрӑхӗн территорийӗнчи ял хуҫалӑх теллевӗллӗ 54 гектар ҫӗре промышленность ҫӗрӗ категорие куҫарас ыйтӑва хускатнӑ. Александр Андреев ҫырнӑ тӑрӑх, администраци пуҫлӑхӗ халӑх иккӗленӗвне сирсе ярайман. « Агропарк валли ҫӗре промышленность тӗллевӗпе куҫарни кирлӗ мар, усӑ курмалли тӗсе ҫеҫ улӑштармалла. Ют ҫӗршыв инвесторӗсем ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗре туянаймаҫҫӗ, промышленность тӗллевӗллине илме май пур. Халӑх итлевӗ май килнӗ таран анлӑн та уҫҫӑн иртмелле», — тесе ҫырнӑ депутат. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ене «КовиВак» вакцина килнӗ. Унӑн пӗрремӗш партине «Фармаци» предприятин аптека базине илсе ҫитернӗ, ӑна медицина организацийӗсемпе хулари прививка пунчӗсене валеҫсе панӑ. Халь кӳрсе килнӗ вакцинӑн тӗп уйрӑмлӑхӗ — эмелӗн черетлӗ дозипе икӗ эрнерен укол туни. Кашни виҫӗ вакцинӑн упрамалли йӗрки расна. «ЭпиВакКорона» тата «КовиВак» препаратсене холодильникра +2 — +8 температурӑра упрамалла. Ку вӑл вакцина мобильлӗ бригадӑсем валли меллӗ. «Спутник V» валли сивӗрех температура кирлӗ. «КовиВак» вакцина хальлӗхе пысӑках мар парти кӳрсе килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сергей Павлов Паян Чӑваш Енре тӗрлӗ ведомствӑпа организацири пысӑк вырӑнсене йышӑнма темиҫе ҫынна должноҫре ҫирӗплетнӗ. Чӑваш Республикин граждан оборонин тата инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ пулма, акӑ, Сергей Павлова шаннӑ. Сергей Геннадьевич маларах Ҫӗнӗ Шупашкарти «Гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру управленийӗ» хысна учрежденийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Сергей Павлов ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. ГКЧС комитетне, сӑмах май каласан, Шалти ӗҫсен министерствинче тимленӗ Олег Яковлев ертсе пырать. Чӑваш Республикин Граждан оборонин тата инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ пулма ӑна паян регион ертӳҫи Олег Николаев ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун Шупашкарта инклюзивлӑ концерт кӑтартӗҫ. Ӑна сусӑр ачасен «Свобода» общество организацийӗ йӗркелӗ. «Маленький принц и его друзья» (чӑв. Пӗчӗк принц тата унӑн тусӗсем) концерт Шупашкарти «Кӑнтӑр» культура ҫуртӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗртӗҫ. Концерта ача-пӑча коллективӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем сцена ҫине ташӑ тата юрӑ номерӗсемпе тухӗҫ. Сӑмахран, «Detkids» мода театрне ҫӳрекен «хӗвеллӗ» ачасем, «Солнышко» театрпа ташӑ коллективӗ, паракаратистсем, Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасен 1-мӗш шкулне ҫӳрекенсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Республикин «Тӗп бухгалтерийӗ» хысна учрежденийӗн директорне ҫирӗплетнӗ. Ку яваплӑха прунӑҫлама Любовь Алексеевӑна шаннӑ. Маларах Любовь Валериановна директор тивӗҫне пурнӑҫласа пынӑ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев Любовь Алексеевӑна директор тилхепине тыттарни ҫинчен калакан йышӑнӑва паян алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ. «Чекко» контрагентсене тӗрӗслекен сайтри хыпара шансан, Любовь Алексеева директор тивӗҫне кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Урнар ялӗнче пушар пулни пирки, куншӑн 51 ҫулти кил хуҫине айӑпласшӑнни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: инкекре хӗрарӑм, унӑн икӗ хӗрӗ, 4-ри, 7-ри тата 10 ҫулти мӑнукӗсем вилнӗ. Арҫынна пӗр хӗрӗ вӑратнӑ. Анчах вӑл пурне те урама кӑларма ӑс ҫитереймен, хӑйӗн тӑрӑх шыв янӑ, утиялпа чӗркеннӗ те тухнӑ. Кӳршисем патне чупнӑ. Анчах таврӑннӑ тӗле ҫулӑм йӑлтах ярса илнӗ. 51 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ суд пулнӑ. Ӑна судья колони-поселение 1 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Палӑртмалла: пушар ҫенӗкре ларакан кивӗ холодильнике пула тухнӑ. Срокӗ тухнӑ пулсан та кил хуҫи унпа усӑ курма пӑрахман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин «Информаци технологийӗсен центрӗ» хысна учрежденийӗн директорне ҫирӗплетнӗ. Асӑннӑ учреждени пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пӗр вӑхӑт Михаил Степанов пурнӑҫланӑ. Паянтан ӑна ку должноҫре ҫирӗплетнӗ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев паян, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Михаил Владимировича должноҫре ҫирӗплетни ҫинчен калакан ӗҫлӗ хутпа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Светлана Дмитриева ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалласа юбилей каҫӗ иртӗ. Светлана Владимировна 1971 ҫулхи ҫул уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кошнаруй ялӗнче ҫуралнӑ. 1993 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ Театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах ҫамрӑк артистка Шупашкарти Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 30-а яхӑн театр сезонӗнче тӗрлӗ енлӗ нумай сӑнара калӑпланӑ. 2013 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки» ят панӑ. Паян артисткӑн театрти юбилей каҫӗ «Ҫӗн мӑшӑрӑн ҫӗр кӗске» камитпе вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫу уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенче Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ентешлӗхӗн фончӗ «Паха тӗрӗ» хапрӑкпа (аякри йӑхташсемпе предприятин директорӗн ҫумӗ Маргарита Павлова тӗл пулнӑ) тата Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн халӑх пултарулӑхӗн кафедрин доценчӗпе Зинаида Воронова ӑстапа пултарулӑх каҫне ирттернӗ. «Чувашия. Творцы и Хранители» (чӑв. Чӑваш Ен. Аваллӑх тата пуласлӑх) ятпа йӗркеленӗ мероприятие пухӑннисем пирӗн халӑхӑмӑрӑн авалхи пуянлӑхне тишкернӗ. Пирӗн, сӑмахран, руна ҫырулӑхӗ те аталаннӑ, ӑна мӑн асаттсемпе асаннесем тӗрӗ урлӑ паянхи кунччен упраса хӑварма пултарнӑ. Кашни ҫемьен хӑйӗн тӗрри пулнӑ, вӑл йӑх-несӗл ҫинчен, вӑл мӗнпе кӑсӑкланни пирки каласа кӑтартма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.03.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдорова Любовь Михайловна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |